Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер 16:56 вӑхӑтра Тамбов ҫывӑхӗнчи Краснослабодское ял патӗнче «Геленджик-Шупашкар» маршрутпа пыракан автобуса вут хыпса илнӗ иккен. Пушара 30 минут хушшинче сӳнтернӗ.

Тамбов облаҫӗнчи ИӖМ управлени пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм автобусӑн багаж пайне сиен кӳнӗ. Ларса пыракан 71 ҫынна хӑварт кӑна автобусран кӑларма май килнӗ — вӗсем нихӑшӗ те аманман, сиенлентмен. Шел те, хӑшӗсен япалисем ҫунса кайнӑ, вӑл шутра документсем те.

Инкеке лекнӗ ҫынсене Краснослабодское ял тӑрӑхӗ пулӑшнӑ — вӗсене вырӑнти ял клубӗнче вырнаҫтарнӑ, апатпа тивӗҫтернӗ. Халӑха Шупашкара ҫитерме Мускавран тепӗр автобуса янӑ тет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.vestitambov.ru/?new_id=35426
 

Пӑтӑрмахсем Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков
Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков

Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Шупашкар район прокуратури асӑннӑ ял администрацийӗнче услам ӗҫӗ ҫинчен калакан саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн. Сӑмахӗ кунта организацисемпе уйрӑм усламҫӑсем патӗнче патшалӑх тата муниципалитет тӗрӗслевӗ ирттересси пирки пырать.

Пӗр-пӗр тӗрӗслев ирттерес тесен кун пирки хушӑва тӗрӗслев органӗн ертӳҫин е унӑн ҫумӗн кӑларма ирӗк пур. Тӗрӗслеве те ҫав хутра кӑтартнӑ ҫынсем кӑна хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче ку саманта тӗпе хуман. Тӗрӗслеве ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн хушӑвӗнче ҫирӗплетмен ҫынсем хутшӑннӑ.

Асӑннӑ тӑрӑх пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе «ПолиАРТ» тулли мар яваплӑ обществӑна тӗрӗслеме палӑртнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Моткина тӗрӗслевшӗн уполномоченнӑй тесе ҫырса хунӑ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнчи тӗрӗслеве вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков хӑй хутшӑннӑ. Апла тӑк ку вӑл саккуна пӑсни пулать.

Халӗ Шупашкар район прокуратури хӑй тӗллӗн хуҫаланни статьяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса миравой суда ярса панӑ.

 

Тӗнчере

Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. Джильо, ит. Isola del Giglio) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ.

Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. Генуя) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ.

Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха.

Сӑнсем (9)

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш ҫамрӑкӗсем Тӗвер облаҫӗнче иртекен «Селигер - 2014» канашлӑва кайни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Селигер кӳлӗ хӗррине Чӑваш Енрен 39 яш-хӗр ҫитнӗ.

Шел те, кӑҫал канушлура пӑтӑмрах пулнӑ. Унти ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Кун тӗлӗшпе утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Утӑн 20-21-мӗшӗсенче тухтӑрсем патне канашлӑва хутшӑнакан 140 яш-хӗр пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 38-шне сыватмӑша вырттарнӑ.

Роспоторебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксем апат блокӗнче санитари нормисене пӑснӑшӑн наркӑмӑшланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗсенчен пӗринче пӗлтӗр те пӑтӑрмах пулнӑччӗ-ха. Халӗ тата тепре сиксе тухнӑ. Унта канакан 12 ҫулхи арҫын ачана сӑпса сӑхнӑ. Унтан вӑл медицина пунктне пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫавӑнта уйлӑх медсестри ачана темле эмелпе укол тунӑ хыҫҫӑн ачана пушшех йывӑрлатса янӑ пирки ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Укол тунӑ эмеле психотроплӑ хатӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Халӗ ку фактпа тӗпчев пырать иккен. Прокуратура уйлӑха питӗ тӗплӗн тӗпчесшӗн. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫурла уйӑхӗнче пӗлтерме шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71849
 

Хулара Ӳпӗнтернӗ клумба
Ӳпӗнтернӗ клумба

Нумаях пулмасть вандалсем Шупашкарти «Дорисс-парк», Трактор тӑвакансен керменӗ, Ача-пӑча медицина центрӗ ҫывӑхӗнчи ӗне евӗр тунӑ клумбӑсене, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене ӳпӗнтернӗ, чечексене таптанӑ.

Куракансем каланӑ тӑрӑх, ушкӑн малтан ковбойсене сӑнланӑ, унтан чечек клумбисене ӳпӗнтернӗ. Ирсӗр ҫамрӑксене иртен-ҫуран чарма та шухӑшламан.

ЖКХ управленийенче пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ӗҫсем хулара нумай пулса иртеҫҫӗ-мӗн. Ӗне евӗр клумбӑсене иккӗмӗш хут аркатаҫҫӗ иккен. Ку хула хыснине 100 пине яхӑн тӑкак кӳнӗ.

Ҫакна кура клумбӑсене урӑх лартмӗҫ. Халӗ ЖКХ управленийӗ ӗне евӗр клумбӑсем валли хӑрушсӑр вырӑн шырать. Тен, кӑҫал вӗсене лартмӗҫ те, мӗншӗн тесен чечек хунавӗсем урӑх ҫук.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал хулара 140 ытла клумба тунӑ, 26 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Хӑшӗ-пӗри вара ҫак ӗҫе нимӗн вырӑнне те хумасть.

 

Хулара Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун
Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатрӗҫ. Халӗ сарлака яка ҫулпа «тимӗр урхамахсем» вӗҫсе кӑна ҫӳреҫҫӗ. Пичет ҫурчӗ умӗнчи светофора илсен халӑх ҫул урлӑ каҫма та шикленетчӗ-тӗр. Ара, ҫил пек пыракан урапасем чарӑнма та шухӑшламаҫҫӗ. Унта ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ-ха, анчах водительсем ӑна курмаҫҫӗ-ши е курмӑш тӑваҫҫӗ? «Зебра» ҫук…

Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Хӗрарӑма урапа ҫапса хӑварнӑ — вилмеллех. Тӳре-шара кун хыҫҫӑн ҫеҫ хускалчӗ пулмалла — ҫул ҫине «зебра» ӳкерчӗҫ.

Тӗрӗссипе, Пичет ҫурчӗ умӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна проектпа килӗшӳллӗн ҫурла уйӑхӗнче хупмалла-мӗн. Кун пирки «Чӑвашавтодор» АУОн тӗп инженерӗ Николай Арденков пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ҫынсен чукун ҫул ҫывӑхӗнчен каҫса ҫӳремелле пулӗ. Унта ҫити тротуар тӑвӗҫ.

Иван Яковлев проспектӗнчи ӗҫе 85% пурнӑҫланӑ. Суту-илӳ центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна ҫеҫ туса пӗтереймен.

 

Спорт

Утӑн 26-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем муниципалитет тата республика спорткомплексӗсене, бассейнсене, спорт лапамӗсене, катоксене, тренажер залӗсене тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.

Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа республикӑра уйӑхсерен сывлӑхпа спорт кунне ирттереҫҫӗ. Вӗсене хӑш кун йӗркелессине ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ: утӑн 26-мӗшӗнче, ҫурлан 9-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче.

Кӗҫех утӑн 26-мӗшӗ ҫитӗ. Халӑх спорт комплексӗсенче сывлӑхне тӳлевсӗрех ҫирӗплетме пултарӗ. Анчах… ҫак кун Шупашкарта сивӗ шыв пачах пулмӗ. Талӑкӗпех.

«Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи проект кун пирки ЧР Спорт министерствине шанкӑравласа кӑсӑкланнӑ. Сывлӑхпа спорт кунне урӑх куна куҫармаҫҫӗ-и?

— Кунсене ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫирӗплетнӗ. Мероприяти республикипех иртӗ. Ҫак уява пӗр-пӗр муниципалитетра урӑх куна куҫармӗҫ, — ҫапла хуравланӑ вӗсене.

 

Пӑтӑрмахсем

Инкек медицинин республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул-йӗр инкекӗнче ҫул ҫитмен 171 ача суранланнӑ. Ҫав шутра велосипедпа тата мотоциклпа ҫӳрекенсем те яланхиллех пур. Юлашкинчен асӑннӑ инкексен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан палӑрмаллах ӳсни курӑнать. Цифра чӗлхипе каласан, 28 процент хушӑннӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра вилекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче ҫул-йӗр ҫинчи инкекре ҫул ҫитмен 89 ача суранланнӑ пулсан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 25-мӗшӗччен 79-ӑн шар курнӑ. Вӗсенчен 19-шӗ скутерпа, мопедпа е мотоциклпа ярӑнакансем иккен. Вилекен те пулнӑ.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи юрӑхлӑ хӑвартлӑх виҫине пӗр айӑплавсӑр 20 ҫух/сех таран пӑсма юрать. Ҫакӑнпа усӑ курса ял-хула таврашӗнче урапаҫӑсем (водительсем) 80 хӑвартлӑхпа ҫурейреҫҫӗ. Саккун кӑларакансем вара ку йӑла ҫынсен (ҫав шутра ачасен те) сывлӑхне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ имӗш. Хальхи вӑхӑтра ҫул-йӗрти статистикӑна сӑнаҫҫӗ, енчен те вилекенсен йышӗ ӳсни курӑнать пулсан хӑвартлӑха ӳстерме юракан виҫене 10 таран кӑна хӑварасшӑн иккен.

 

Пӑтӑрмахсем

«Шывшӑн тав тума хушман», — тетчӗҫ аслисем пире, шӑпӑрлансене. Халӗ, ав, шывшӑн ним мар саккун умӗнче явап тыттараҫҫӗ.

Куславкка районӗнче унти «Жилремстрой» общество пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе суда пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Вӑл шыва саккуна пӑсса уҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын шывпа тивӗҫтересси ҫинчен 1 850 килӗшӳ туса 8,7 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ имӗш.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе «Жилремстрой» общество асӑннӑ ҫын ертсе пынипе лицензи ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗр айӗнчен шыв уҫланӑ. Шывпа тивӗҫтересси ҫинчен килӗшӳсем туса ҫак тупрана вӑл вырӑнти организацисене, усламҫӑсене тата халӑха парса тӑнӑ-мӗн. Ун валли вӑл муниципалитетран тара илнӗ шыв скважинисемпе, турулсемпе (башньӑсемпе), ҫӑлкуҫсемпе, шыв колонкисемпе, шыв тата канализаци тетелӗсемпе усӑ курнӑ. Ытти оборудованипе те усӑ курнӑ вӑл.

Куславккари предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑскере услам тума ирӗк ҫук ҫинче ӗҫлесе пысӑк тупӑш курнишӗн айӑплаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, [377], 378, 379, 380, 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, ... 405
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть