Васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче тухтӑрсен бригадине кӗтсе ларнӑ чухне пульӑран пытанма тивнӗ. Ку пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, паллӑ мар ҫын пневматика пӑшалӗнчен 4–5 хут пенӗ. Ҫавна май васкавла медпулӑшу машинин кантӑкӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, аманнисем ҫук. Вырӑна полици нарячӗ ҫитнӗ, следстви ӗҫне пуҫӑннӑ.
Шупашкарта ачасем 34 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. ЧР Тӗпчев комитечӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пржевальский урамӗнчи гаражсем хушшинче асӑрханӑ.
Арҫын ӳчӗ ҫинче ҫӗҫӗпе чикнӗ вырӑнсем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет. Кун тӗлешпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Следовательсен, полици ӗҫченӗсен тискер ҫак ӗсе кам тума пултарнине кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртма май килнӗ. Вӑл — Шупашкарти пурӑнакан 38 ҫулти арҫын. Ҫакскер тӗлӗшпе ҫынна вӗлернӗшӗн 2003 ҫулта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ.
Халӗ айӑпланакана тытса чарнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче хайхискер хур курнӑ ҫынпа харкашнӑ. Иккӗшӗ те эрех ӗҫнӗ. 38-ти 34 ҫулти арҫынна ҫӗҫӗпе 15 хут чикнӗ. Малтанах вӑл стамескӑпа усӑ курнӑ, унтан ҫӗҫӗ ҫине куҫнӑ. 34-ри арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Айӑпланакан преступлени йӗрне сирес тесе вилене юр айне пытарнӑ та ҫухалнӑ.
Пуш уйахӗн 27-мӗшӗнче ир-ирех Канашри Павлов урамӗнчи пӗр йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма чи малтанах Канашри медицина центрӗн хуралҫи асӑрханӑ. Центр шӑпах ҫунакан ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем ҫитиччен ҫурт ҫунса пӗтме тытӑннӑ, тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Стенасем ҫӗҫ ишӗлмен. Ҫулама сӳнтерсен пушарнӑйсем икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те — бомж. ЧР Тӗпчев комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ятне-шывне тупса палӑртман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынсем тетӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ тӗрӗслев пырать.
Ку ҫурт урӑх районта пурӑнакан ҫыннӑн. Вӑл хӑш чухне ҫурта тӗрӗсленӗ. Пӗррехинче унта бомжа асӑрханӑ. Урамра ҫанталӑк сивӗ пулнӑран кил хуҫи ӑна унта хӗл каҫма ирӗк панӑ. Хӑш чухне унта арҫыннӑн пӗлӗшӗсем пынӑ. Вӗсем те — килсӗр-ҫуртсӑррисем пулнӑ. Ҫурта ҫутӑ кӗртмен, газ пулман. Бомж ҫурта ҫутса, кӑмака хутса пурӑннӑ.
Следстви шухӑшӗпе пушар ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманран тухнӑ. Кунта кӑмака айӑплӑ пулманни палӑрнӑ — инкек умӗн ӑна хутман имӗш.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын ентешӗ ҫине шлифовка тумалли машинкӑпа сиксе ӳкнӗ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Мӗнле киревсӗр ӗҫ тунӑ-ха вӑл? Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи пӗр кун каҫхине ӳсӗрскер пӗлӗшӗпе харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулмасть — урнӑскер шлифовка тумалли машинкӑпа тапӑнма тытӑннӑ. Ентешне вӗлерессипе хӑратнӑ, сулахай хӑлхин пӗр пайне касса илнӗ. Арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн айӑпланӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Путсӗр арҫын шӑпине вӑл татса парӗ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, приговор хатӗрленӗ.
ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫултискер кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче килте ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа харкашма тытӑннӑ. Урнӑскер унӑн икӗ уйӑхри ачине кӑмакана персе ҫунтарассипе хӑратнӑ. Арҫын пӗчӗкскере ярса илнӗ те вут ҫунакан кӑмака патне илсе пынӑ.
Арҫын, Терещенко хушаматлӑскер, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ӑна поселени колоние 8 уйӑхлӑха ямалла тунӑ.
Эх, чавса ҫывӑх та ҫыртаймӑн тесе ваттисем тӗрӗс каланӑ та ҫав. Шупашкарта пӑтӑрмаха лекнӗ каччӑсем те халӗ кулянаҫҫӗ пулӗ те, анчах…
18–25 ҫулти ҫамрӑксем, иккӗшӗ Шупашкар ачисем пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен, пӗрин ҫуралнӑ кунне паллӑ тума тесе пӗр талӑклӑха хваттер тара илнӗ. Уява вӗсем чейпе тата компотпа кӑна паллӑ туман, эрех те ӗҫнӗ. Ӳсӗр ҫынна тинӗс те чӗркуҫҫи таран кӑна теҫҫӗ те, ҫаплах-тӑр. Ҫурҫӗр иртсен хайхисем пневматика пӑшалне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Ӑна хайхисенчен пӗри Мускавра туяннӑ иккен. Пеме тытӑннӑ та вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнче ларакан виҫӗ машинӑна: «Фольксваген», «Киа», «Мазда» маркӑллӑскерсене — лектернӗ.
Ҫӗр хута хула варринче пӑшалтан пеме тытӑннӑ каччӑсене полицие пуҫтарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухнӑ та, явап та тытма тивет-тӗр ӗнтӗ вӗсен.
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Родион Мясникова улталама пӑхнӑшӑн тесе айӑпланӑ. Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарма уйӑрнӑ 5,5 миллион тенке вӑрлама хӑтланнӑ тесе пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Родион Мясникова 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче арестленӗччӗ. Экономика тата укҫа-тенкӗ енпе ӗҫлекен унӑн ҫумне Иосиф Яковлева та тытса чарнӑччӗ.
Ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тӗпченӗ.
Ӗҫ материалӗсем тӑрӑх калас тӑк, 2011 ҫулта хула администрацине энергокомпани ҫӗнӗ подстанци тума ыйтупа пынӑ пулать. Анчах подстанцие тӑвас ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пурӑнмалли ҫурт ларнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ энергетиксене ҫынсене хӑйсен шучӗпе хваттерпе тивӗҫтерме сӗннӗ. Ун хыҫҫӑн Мясниковпа унӑн ҫумӗ Яковлев ҫурта кивӗ ҫуртран ҫынсене куҫармалли программӑна кӗртнӗ теҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тӳресем хӑйсен хваттерӗсене хаклӑрахпа сутса унта Канаш ҫыннисене пурӑнма ярас тӗв тунӑ пулать.
Родион Мясникова суд хупса хума йышӑннипех пӗрлех 200 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Яковлева та 200 пин тенкӗлӗх штарфланӑ тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Ҫӗрпӳ районӗнчи депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 51 ҫулти арҫын Туҫи ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланать иккен. Ӑна ҫамрӑк хӗрарӑма — лешӗ нумай пулмасть ача ҫуратнӑскер пулнӑ — хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ арҫын паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑналаннӑ чух пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем хӑна ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӑн 22-ри хӗрӗ ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешне ун пек тимлӗх килӗшмен паллах — тивӗҫлипе тытмалла, йӗркеллӗ пулмалла тесе асӑрхаттарнӑ пулать. Арҫынна вара «пурӑнма вӗрентни» килӗшмен-тӗр. 51 ҫулти вӑйпитти 22-ри хӗрарӑма питӗнчен ҫапса янӑ, уринчен тапнӑ, гитара ярса илсе унпа кӑкӑрӗнчен туртса панӑ пулать.
ПУШ | 17 |
Инкек пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын канма пынӑ. Бильярдла вылянӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ. Кӑштахран вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Лӑпкӑн тӗлӗрекен ҫынна ыйхӑран вӑратса никам та кансӗрлес темен курӑнать. Кафене хупма вӑхӑт ҫитсен унта ӗҫлекенсем ӑна вӑратма пӑхнӑ. Анчах лешӗ сас-чӳ паманнине кура аптӑранӑ персонал васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекенсене чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 44-ри арҫын вилнине палӑртнӑ.
Ку тӗслӗхпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫынна такам вӗлернин йӗрри-паллине вӗсем асӑрхаман иккен. Ҫапах та вӗсем экспертсен татӑклӑ сӑмахне кӗтеҫҫӗ. Вара тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |