Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахнӑ. Ҫапла майпа 10,3 пин ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ. Унта 43,7 пин ҫын пурӑнать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта ӗнер 13 сехет те 25 минутра газ пама пӑрахнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн. Ӑна пула «Улатӑр-1» патне кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Улатӑр хулинче газсӑр тӑрса юлнӑ ҫуртсен йышӗнче — 7 шкул, 10 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 11 объекчӗ, 16 котельнӑй. Улатӑр районӗнче вара 6 шкул, 3 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 7 объекчӗ газсӑр юлнӑ.
Аварие пӗтермешкӗн Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада килнӗ. ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ир валли газ пама палӑртнӑ. Анчах Улатӑр мэрийӗ ку ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫеҫ пуласси пирки хыпарланӑ.
Шупашкарти 54-мӗш ача пахчинче йывӑр лару-тӑру. Унта ҫумӑрлӑ, нӳрӗ ҫанталӑкра ҫурт тӑрринчен шыв анать-мӗн. Ку ӗнер пулнӑ япала кӑна мар-мӗн. Икӗ ҫул ҫапла пурӑнаҫҫӗ унта.
Ачасен нӳрӗ кравать ҫинче ҫывӑрма, йӗпе урайӗнче утма тивет иккен. Воспитательсемпе заведующи нӳрӗклӗхе пӗтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах усси пур-и?
Юлия Тихонова, ачасенчен пӗрин амӑшӗ, «Про Город» редакцинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ачасене хӑш чухне кӳршӗ ушкӑнсенче вырнаҫтараҫҫӗ-ха. Воспитательсем вара шыв аннӑ чухне савӑтсем лартса тухаҫҫӗ. Анчах ку — хӑрушӑ. Кирек хӑш вӑхӑтра та пралук хыпса илме пултарать. Сигнализаци те темиҫе хутчен ӗҫлесе кайнӑ-мӗн.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унта воспитательсем лайӑх. Анчах «ҫӳлтисем» ҫурта юсама укҫа уйӑрмаҫҫӗ-мӗн. Е кӑшт параҫҫӗ, анчах ку ҫителӗксӗр. Юлия Тихонова тӳре-шара ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнипе пӗр вӗҫӗм мухтаннине, анчах вӗсем киввисем пирки маннине палӑртать.
Шупашкар хула администрацийӗнче кун пирки пӗлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсем ҫурт тӑррине юсамашкӑн укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ. Ӑна ҫулла юсамалла-мӗн.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ — ҫул ҫинче авари нумайланни сисӗнет. Ҫине ҫинех — авари. Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче пулнӑ инкек те ав республика халӑхне кулянтарчӗ. Ҫул ҫинче ачасем шар курни вара пушшех те пӑшӑрхантарать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе 16 инкек пулнӑ. Унта 18 ҫул тултарман 18 ача хур тӳснӗ.
Ытларах 18 ҫул тултарман ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ-мӗн. Кӑҫал водительсем ача ҫине пырса кӗнӗ 9 тӗслӗхе шута илнӗ. 4 тӗслӗхӗ – ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта. Тепӗр 5-шӗнче ачасем хӑйсем ҫул-йер правилине пӑснӑ.
Пирвайхи виҫӗ уйӑхра ҫул ҫинче 7 инкеке шута илнӗ. Унта 9 ача суранланнӑ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫул ҫитмен ачасем урапа салонӗнче ятарлӑ хатӗрсӗр — ларкӑчсӑр — пулнӑ е пиҫиххипе ҫыхӑнман.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче авари ытларах тунтикун 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулнӑ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 16 сехетре Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнче 15 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче сурансем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет.
Вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хӗре Шӑнкӑртамри 19 ҫулти каччӑ вӗлерме пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем акан 2-мӗшӗнче хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре ҫӗҫӗпе кӗлеткинчен темиҫе хут чикнӗ. Кун хыҫҫӑн Шӑнкӑртам каччи хӗр виллине Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнчи посадкӑра пытарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫавӑнтан пӗр водитель иртсе пынӑ. Вӑл курни пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ.
Халӗ следстви пырать. Хӗр виллине тупнӑ вырӑнта сумка, тумтир пулнӑ. Тытса чарнӑ каччӑн тумне те туртса илнӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе суд экспертизи ирттереҫҫӗ.
Тытса чарнӑ каччӑ РФ Конституцийӗнчи 51-мӗш статьяна тӗпе хурса калаҫма хирӗҫ пулнӑ. Ҫак тискер преступленишӗн ӑна 15 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлери «Елочка» ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче хысна предприятийӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗпе мӑнукне канма янӑ. Вӗсем каннине республика хӗрарӑм-пуҫлӑх хысни шучӗпе саплаштармалла тунӑ.
Ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗн тӑванӗсем Крымри ача-пӑча уйлӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн хыснине 29 пине кайса ларнӑ. Ултав ҫиеле тухсан тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тенкелӗ ҫине ӑна пӗрех лартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑм 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ача ҫуртӗнче ӗҫленӗ евӗр укҫа та тӳленӗ. Уйӑхри шалу арҫыннӑн 12,5 пин тенкӗрен иртнӗ.
Нумаях пулмасть ултавҫӑ пуҫлӑх ӗҫне Ҫӗмӗрле район сучӗ пӑхса тухнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкарти кафесенчен пӗринче поварӗ те, кальянҫи те ют ҫӗршыв ҫыннисем пулнӑ. Пыран-каян ҫыншӑн хайхисем ӑҫти ҫӗрсенчен килсе ҫитни пӗлтерӗшлӗ мар-тӑр-ха. Чи кирли — тутлӑ пӗҫерччӗр те йӗркеллӗ пӑхчӑр. Анчах ку вӑл — пӗр енчен пӑхсан. Кирек епле лару-тӑрура та саккун пирки манмалла мар-ҫке.
Хайхи поварпа кальянҫӑ Раҫҫейӗн миграци саккунне пӑснӑ. Поварта тӑрӑшакан Азербайджан ҫыннин те, кальянҫӑра вӑй хуракан Алжир этеммин те пирӗн ҫӗршывра ӗҫлеме ирӗк паракан хут пулман. Уншӑн вӗсене иккӗшне те административлӑ майпа явап тыттармалла тунӑ: 2 пиншер тенкӗлӗх штрафланӑ. Азербайджан ҫынни тата миграци учетне те тӑманскер пулнӑ.
Миграци саккунне пӑссан ӗҫпе тивӗҫтерекене те явап тыттарма ирӗк пур. Саккуна уяса тӑман пуҫлӑхсене 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗлӗх штрафлама юрать е 90 талӑклӑха вӗсен предприятийӗн ӗҫне чарса лартма ирӗк пур. Асӑннӑ тӗслӗхре епле явап тыттарни каярах паллӑ пулӗ.
Елчӗкри пӗр лавккара контрафактлӑ эрехпе суту-илӳ тунӑ. Ку тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Лавккана полици ӗҫченӗсем, район прокурорӗсем ҫитнӗ. 400 ытла кӗленчене лицензисӗр, продукци пахалӑхне ҫирӗплтекен документсемсӗр сутнӑ. Акциз маркисем йӗркеллӗ пулман.
Тӗлӗнмелле те, контрафактлӑ эрехпе сутӑ тӑвакан лавкка полици участокӗпе, автовокзалпа юнашар вырнаҫнӑ. Анчах ку усламҫа нихӑш енчен те пӑшӑрхантарман. Ахӑртнех, вӑл эрех хӑвӑрт сутӑнса пӗтессе, ҫакна никам та асӑрхамасса шаннӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн эрехӗн партине экспертиза тумашкӑн ӑсатнӑ. Вӑл ГОСТпа килӗшсе тӑрать-и? Ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар-и? Экспертиза палӑртӗ.
Елчӗк районӗн прокуратури усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Елчӗк районӗн прокурорӗ Василий Николаев хыпарланӑ.
Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнчи архитектура палӑкне вандалсем сиен кӳни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа темиҫе кун кӑна иртрӗ. Палӑка тирпей кӳчӗҫ, сӑрӑсене тасатрӗҫ.
Анчах вандалсем ҫырлахмарӗҫ курӑнать. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче бульварти «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх, Телей чулӗ — Таганаит» палӑка каллех илемсӗрлетнӗ.
Вандалсем хальхинче те палӑка ҫутӑ кӑвак тата сарӑ тӗссемпе сӑрланӑ. Унта йӗрке хулалҫисем ҫитсе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта (тӗрӗссипе, унта кӑнма мар) вандализм сарӑлни куҫкӗрет. Аса илтермешкӗн: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗ темпе айӑпа кӗнӗ. Унӑн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкернӗччӗ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑк каччӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |