Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче чутах пысӑк инкек пулман.
ИӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 ҫулти ача ятарлӑ вырӑн уйӑрман ҫӗрте, Пӑчанар ялӗнче, шыва кӗме шутланӑ. Ку 15 сехетре пулнӑ. Юрать, пӗве хӗрринче пулӑ тытакан арҫын шыва кӗнӗ арҫын ача путнине асӑрханӑ.
Арҫын пӗр тӑхтамасӑр ача ҫӑлма ыткӑннӑ. Ӑна туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ. Ӑна пула Кӑкшӑмра пурӑнакан ача сывӑ юлнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана район пульницине илсе кайнӑ.
Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ывӑлне вӑратас тесе хӑйӗн пӳртне чӗртсе янӑ. Инкекӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет иртсен.
51 ҫулти кил хуҫи хӑйӗн вун ҫиччӗри ывӑлне вӑратма хӑтланнӑ. Анчах яш ӳсӗр ашшӗн сӑмахне хӑлхана чикмен — малалла хуп турттарнӑ. Итлемен ывӑлне тӑн кӗртес тесе киккирикне ирех хӗртнӗ ашшӗ хайхи ҫывӑракан пӳлӗме чӗртсе янӑ. Пушар кӑларнӑ вӑхӑтра килте арҫыннӑн арӑмӗ те пулнӑ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те ҫунакан пӳртрен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах 17-ри каччӑ сулахай енчи хулпуҫҫипе пӗҫҫине пӗҫертсе янӑ. Сурана 1–2-мӗш степеньлӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем. Ҫемьери тепӗр ача вӑл вӑхӑтра шкулти уйхӑхра пулнӑ.
Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем хуралтӑсене тата ВАЗ–2110 автомашинӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Пӳрте вара юсама май килмӗ.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан В.Н. Баринова качакасем пирки ҫӑхав ҫырнӑ. Хӑйӗн чунне ыраттаракан ҫав чӗрчунсем пирки хӗрарӑм «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала евитленӗ. Хӗрарӑм Первомайски урамри 6-мӗш тата 8-мӗш ҫурстем патӗнче тата Советски урампа качакасем ҫӳренине асӑрханӑ.
Хӗрарӑм чунӗ Кӳкеҫре ҫӳрекен качакасем йывӑҫ-тӗме тата чечексене кӑшласа пӗтернишӗн ыратать иккен. Ҫак янаварсем пӗлтӗр ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑйсен каяшӗпе вараласа пӗтернӗ имӗш. Кӑҫал вӗсем тротуарсене те тиркемеҫҫӗ пулать.
Хӗрарӑм миҫе качака ҫӳренине те шутласа кӑларнӑ. Пурӗ тӑваттӑн иккен. Тата вӗсен путеккисем пур-мӗн.
Качакасем сӑтӑр кӳреҫҫӗ тесе шухӑшлакан хӗрарӑм ыйтӑвне Шупашкар район администрацине ярса панӑ. Унтисем халӗ ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫӑва пулнӑ вырӑнта нумай хутлӑ ҫуртсем ҫӗклесе лартасшӑн иккен. Ярмарккӑ урамӗнчи масара авалхи пирки пӑрахӑҫа кӑларнӑ иккен. Анчах унта хӑйсен тӑванӗсене пытарнисем паян кунчченех кайса ҫӳреҫҫӗ имӗш. Масар вырӑнӗнче пурӑнмалли ҫурт хӑпартса лартас тенине хулара пурӑнакансенчен хӑшӗсем ӑнланмаҫҫӗ иккен.
Ҫӑвапа юнашар территорири йывӑҫсене нумаях пулмасть касма пуҫланӑ-мӗн. Ун вырӑнӗнче 18 тата 25 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем туса лартасшӑн иккен. Шупашкарӑн тӗп пайне планланин тата межеванин проектне хула администрацийӗ ҫирӗплетнӗ имӗш. Хула администрацийӗн архитектурӑпа градостроительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ план тӑрӑх пӑхсан ҫӑва вырӑнӗ нумай хутлӑ ҫуртсен айне лекет иккен. Маларах ҫав вырӑнта, сӑмах май, Кнутиха ялӗ пулнӑ.
Хастар ҫынсем кун пек стройкӑна хирӗҫ пулса строительство компанийӗ ҫав ҫӗр ҫинче ҫурт тума аукционта епле ҫӗнтернипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унтан вӗсем монополипе кӗрешекенсем патне евитленӗ. Лешсем ҫӗре памалли аукциона ирттернӗ чух хула мэрийӗ кӑлтӑкпа ӗҫленине асӑрханӑ. Килӗшӳре 6–17 хутлӑ ҫуртсем хӑпартма ирӗк панӑ, застройщик проектӗнче 25 хутлӑ ҫуртсене те кӑтартнӑ.
Прокуратура ыйтнипе суд «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑна Шупашкарти 54-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳреме чарнӑ.
Шупашкарти Калинин район прокуратури нумаях пулмасть «Автолайн» тулли мар яваплӑ общество ҫак енӗпе йӗркене пӑснине асӑрханӑ. Шупашкар хулинче пассажирсене турттарассипе ятарлӑ йышӑну пур иккен. Унпа килӗшӳллӗн хулари маршрута пӗр-пӗр ҫынна париччен конкурс ирттермелле. Ун хыҫҫӑн хула администрацийӗ конкурс ҫӗнтерӳҫипе килӗшӳ тӑвать те ӑна маршрута тытса тӑма ирӗк парать.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче ун пек килӗшӗве хула администрацийӗ «Крокус Авто» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх хайхи обществӑн 54-мӗш маршрута тивӗҫтермелле пулнӑ. Анчах маршрут ҫинче «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑн транспорчӗ хутланӑ. Ку вара йӗркене пӑсни пулать. Ҫапла вара «Автолайна» ҫав маршрут ҫинче ӗҫлеме чарнӑ.
Ҫу ҫитсен, шел те, ачасем ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкнӗ тӗслӗх нумайланать. Уйрӑмах ҫӳллӗ хутра вырнаҫнӑ хваттер чӳречисенчен тухса ӳкеҫҫӗ пӗчӗкскерсем.
Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 13 сехет те 35 минутра, Шупашкарта каллех пысӑк инкек пулнӑ. Константин Иванов урамӗнчи пӗр ҫуртри саккӑрмӗш хутран ача ӳкнӗ.
Ҫакна куракан каланӑ тӑрӑх, вӑл пластик ҫӗмӗрӗлнӗ сасӑ илтнӗ. Унтан кӑшкӑрашнӑ сасӑ ян кайнӑ. Вӑл чӳречерен пӑхсан пуҫне москитлӑ сетка ҫаклатнӑ ача аялалла ӳкнине курнӑ. Тӳрех васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравланӑ.
2012 ҫулта ҫуралнӑ ача йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
«Пурнӑҫ Турӑ аллинче» тесе, ахаль мар каланӑ ватӑсем. Ирхине вӑрансан ҫӗнӗ кун мӗн кӳнине пӗлме май ҫук.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ шашлык сутакан кафере инкеклӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, 55 ҫулхи хула ҫынни асӑннӑ кафене йӗтӗрлесе кӑвар ҫинче пӗҫернӗ аша ҫиме пынӑ. Шашлыка ҫинӗ хыҫҫӑн апатланнӑ вырӑнтан тухса кайма хатӗрленнӗ. Анчах ҫав самантра арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ҫакна курса сутуҫӑ тӳрех ун патне чупса пынӑ, пӗрремӗш медица пулӑшӑвне кӳме те хӑтланса пӑхнӑ. Вӑлах васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ. Анчах та пӗтӗмпе кӑлӑхах пулнӑ, арҫын тухтӑрсем ҫитичченех вилсе кайнӑ.
Суд-медицина тӗпчевӗ пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, хайхи арҫынӑн пурнӑҫӗ пыра ларнӑ аш сывлӑша пӳлнӗшӗн (аспираци) вӗҫленнӗ имӗш.
Паянхи куна, пӑтӑрмахӑн сӑлтавне тӗпленрех пӗлес тӗллевпе, тӗпчев ӗҫӗ иртет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑрсенчен пӗри хӗрарӑма чирлет тесе пульница хучӗ памалла тунӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ тухтӑра лешӗ 2 пин тенкӗ укҫа тыттарнӑ.
Усалпа вӗҫленнӗ ҫак ӗҫ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Чирлӗ мар ҫынах хӑйне чирлӗ пек кӑтартас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен тухтӑра вӑл ӗҫ пӳлӗмӗнчех укҫа тыттарнӑ.
РФ Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйӗн сайтӗнчи кӗске хыпарта мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатман та, суя ҫиеле епле тухни паллӑ мар. Анчах 2 пин тенкӗлле ырӑ тӑвас тени тухтӑршӑн хакла ларнӑ. Сӗтев илнӗ тесе ун пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑрӑн 1,5 ҫул хушши шурӑ халат тӑхӑнма май килмӗ — шӑпах ҫав вӑхӑтлӑха ӑна врачра ӗҫлеме чарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутатне ӗҫ укҫи тӳлемен тесе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем шухӑшлаҫҫӗ. Ку фактпа нумаях пулмасть вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Депутат хӑй вӑхӑтӗнче коммерци фирмине ертсе пынӑ. Кассӑра укҫа пур пулин те хайхи ӗҫ укҫине 2 уйӑх ытла тӳлемен пулать. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна вӑл пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗччен 31 пин тенкӗ ытларах тӳлемен имӗш. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫи унӑн пулнӑ.
Парӑма кӗнӗ ӗҫченсенчен пӗринпе вӑл правӑна сыхлакан органсем хӑйӗнпе кӑсӑкланма тытӑннӑ хыҫҫӑн татӑлнӑ иккен. Теприн умӗнче парӑм пӗрех тӑрса юлнӑ.
Ӗҫ укҫипе вӑхӑтра татӑлманни пирки пуҫарнӑ ӗҫпе тӗпчев малалла пырать. Депутата яваплӑхран пӑрӑнма, ахӑртнех, май килмӗ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче ҫурт-йӗрӗн социаллӑ найм хакне ӳстернине саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Халӗ ку ыйтупа вырӑнти прокурорсен ҫине тӑмалла, яваплисене вӗсен кӑлтӑка пӗтерттермелле.
Социаллӑ найм хакне темиҫе хут ӳстерсе яни пирки прокуратурӑна тӗрлӗ регионтан ҫӑхавланӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри хастарсем те евитленӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Пушкӑртстанран, Мускав облаҫӗнчен, Калининградпа Костромаран пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть асӑннӑ надзор органӗ РФ Патшалӑх Думин депутатне Галина Хованскаяна ку ыйтӑва уҫӑмлатакан хурав ярса панӑ. Унта вырӑнтисем тӗрӗсех хумханнине палӑртнӑ.
Хованская каланӑ тӑрӑх, регионсенчи муниципалитетсем социаллӑ найм хакне тӗплӗ юсавшӑн тесе пухакан чи пӗчӗк виҫе таран хӑпартса янӑ. Ҫакна тӳре-шара ҫурт-йӗре юсама укҫа-тенкӗ ҫитменнипе сӑлтавланӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене вырӑнти прокурорсен пӗтермелле. Тӗрӗсрех, вӗсен вырӑнти тӳре-шарана ҫав ҫитменлӗхе пӗтерттермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |