Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти йӗрке хуралҫисене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетсенче Арбат текен районтан сӗтелпе тенкел ҫухалнине пӗлтернӗ. Хула администрацийӗ вырнаҫтарнӑ ҫав пурлӑх ҫӗтнине илтсен пакунлисем шырама пикеннӗ. Часах вӗсем вӑрӑ йӗрӗ ҫине тухнӑ. Сакпа сӗтеле 40 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер вӑрланӑ япаласене пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм патне кайса лартнӑ. Кукӑр алӑлли йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, сакпа сӗтеле вӑл ҫав хӗрарӑма Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе парнелес тенӗ. Шупашкарти Арбатран сакпа сӗтел хӗстерсе кайнӑ самантра арҫын самаях хӗрӗнкӗ пулни ҫиеле тухнӑ. Анчах ӳсӗрри те, савнине парнелес тени те ӑна яваплӑхран хӑтараймӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |