Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланӑ. Эрне ытла каннӑ вӑхӑтра ытла самӑрӑлса каясран шикленнипе мар, «Алза» строительство компанине тарӑхнипе вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ. Выҫӑ тытасси пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Ольга Чепрасовӑна хут ҫырса систернинчен 10 ҫынтан пуҫласа 40 ҫын таран ҫак акцие хутшӑнасси паллӑ. Апатсӑр ларма вӗсем раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тытӑнасшӑн та кӑрлачӑн 1-мӗшӗ таран ҫимесӗр чӑтасшӑн. Выҫӑ тытма шухӑшланисем «Алза» тулли мар яваплӑ обществӑна хваттер тума тӳпене кӗрсе укҫа хывнӑ. Анчах ҫӑраҫҫи уҫҫине паян та алла илеймен. Предприятие панкрута кӑларас ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Строительство компанийӗ панкрут ӗҫне юридици сӑпачӗллӗ тата уйрӑм 7 ҫын кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |