Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм мӗншӗн сӳннӗ? Ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Михаил «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче ҫур ҫӗр иртни икӗ сехетре уҫӑлса ҫӳренӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунманнине асӑрханӑ.
Ҫав кун ҫил вӑйлӑ пулнӑ, ҫеккунтра 14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Шупашкарти «ЖКХ управленийӗ» ҫулӑм сӳннине ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать. Синоптиксем асӑрханма сӗннине, ҫил кассӑн-кассӑн вӑйланассине эпир те сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм каллех ялкӑшать. Ӑна тепӗр кунхинех чӗртнӗ.