Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.9 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ППЭ

Шкул вӗренсе тухакан ачасене патшалӑх пӗрлӗхлӗ экзамене тытарас саккуна темиҫе ҫул каялла йышӑннӑ пулин те паянхи кунччен те ун тавра иккеленӳллӗ шухӑшсем ҫӳреҫҫӗ.

Нумаях пулмасть вӗренӳ тата ӑслӑлӑх пайӗпе ӗҫлекен патшалӑх канашлӑвӗн комитечӗ «Вӗренӳ ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртме хут ҫырнӑ. Ҫак сӗнӳ хутӗнче вара шкул пӗтерекенсем тытакан пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне пӑрахӑҫламалли ҫинчен сӑмах пырать. ИТАР-ТАСС палӑртнӑ тӑрӑх ку хыпара комитетӑн председатель ҫумӗ, КПРФ парти депутачӗ Олег Смолин пӗлтернӗ.

Смолин шухӑшӗпе кашни вӗренекене ППЭ тытнӑ чухне ирӗк памалла. Унччех маларах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти депутачӗ, комитетӑн председатель ҫумӗ Надежда Шайденко професионаллӑ техника училищине кӗрекенсем валли ППЭ тата ППА пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ун шухӑшӗпе ун пек ачасен экзамена традициллӗ формӑпа тытмалла.

Смолин каласа панӑ тӑрӑх комитет «Вӗренӳ ҫинчен» саккун валли ытти улшӑнусем те хатӗрленӗ. Вӗсемпе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланниччен, ҫурлан 26-мӗшӗнче патшалӑх канашлӑвӗнче паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/08/19/exam/
 

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.

Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.

Малалла...

 

Литературӑпа, химипе тата обществознанипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗн малтанхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ иккен. Пысӑк бал тата 100 балл пухнисене Рособрнадзор тепӗр хутчен тӗрӗслесшӗн имӗш. Анчах пур ҫӗрте те мар. Вӑл пыскӑ бала нумаййӑн тивӗҫнӗ регионсенчи ӗҫсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма шут тытнӑ иккен.

Литературӑпа, акӑ, Брянск, Калуга, Самар, Сарӑту, Ростов облаҫӗнчи, Калмӑкпа Мари Эл республикисенчи тата Пермь енӗнчи ачасен ӗҫӗсене тӗрӗслӗҫ. Хими предмечӗпе 22 регион пирки иккӗленеҫҫӗ иккен. Унта Ҫурҫӗр кавказри мӗнпур тӑрӑх, Брянск облаҫӗ, Адыгея, Мари Эл, Калмӑк, Коми республикисем лекнӗ. Обществознание тепӗр хут тӗрӗслемелли регионсен йышӗ пирӗн республика та кӗнӗ.

 

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политики министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республика шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен каҫӗсем ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшччен пыраҫҫӗ. Вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсене йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкул пӗтернине ҫирӗплетекен аттестата алла парӗҫ. Уява халалласа шкулсенче тӗрлӗрен концертсем ирттерме палӑртнӑ. Районсенче те шкултан вӗренсе тухакансем валли ятарлӑ балсем ирттерӗҫ. Канаш, тӗслӗхрен, «Шкултан вӗренсе тухакансен шествийӗ» иртӗ.

Кӑҫал шкултан вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен хута 7,5 ытла ҫамрӑк илӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей тата республика шайӗнчи тӗрлӗ олимпиадӑсенче мала тухнӑ, конференцисене хутшӑннӑ. Вӗренӳминӗ палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал пӗрлехи патшалӑх экзаменӗнче математика предмечӗпе 100 балла — 46 ҫамрӑк, вырӑс чӗлхипе — 35 тивӗҫне пулнӑ.

 

Математикӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви Regnum информаци агентствине хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслеве кӑҫал хутшӑннӑ 7874 ҫамрӑкран 6,68 проценчӗ «иккӗ» илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем 24 баллран сахалрах пухайнӑ. Пӗлтӗр экзамена хутшӑннисенчен 5,16 проценчӗ чи пӗчӗк бала ҫитереймен иккен, виҫӗм ҫул — 3,9 проценчӗ.

Кӑҫал экзамен тытнисем вӑтамран 54,6 балл пухнӑ иккен. 80 балтан иртме пултарнисем — 466-ӑн, ҫав шутран 46-шӗ 100 балл илнӗ. Пӗлтӗр ун чухлӗ пухакансем пулман, виҫӗм ҫул виҫҫӗн мӗнпур ыйтӑва тӗп-тӗрӗс хуравласа чи пысӑк балла тивӗҫнӗ.

 

Шкулпа техникумсенчен вӗренсе тухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрне пӗчӗккӗн ак вӗҫлеме те тытӑнчӗҫ. Ӗнер, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ ҫамрӑксем суйланӑ юлашки предметсемпе — литературӑпа тата географипе — иртрӗ.

Литература экзаменне тытма кӑмӑл тӑвакансен шучӗ республикӑра 637 ача, вӗсем 235 минут хушши экзаменра предмет пӗлӗвне ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. 494 ҫамрӑк вара географи предметне суйласа илнӗ, 180 минут хушши хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ.

«Экзамена тытрӑм» теме пултаракансен географи предмечӗпе экзамена 37 баллран кая мар, литературӑпа 32 баллран ҫӳллӗрех ҫырма тӑрӑшмалла пулнӑ. Мӗнлерех тытнине 12 кун кӗтме тивет ҫав — ҫӗртмен 25-мӗшӗн кунӗ тӗлне ҫеҫ паллӑ пулӗ.

 

Кӑҫал шкулпа техникумран вӗренсе тухакансем пӗрремӗш пӗрлехи патшалӑх экзаменне ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе тытнӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра чи пысӑк балл — 100 балл — 35 вӗренекен тивӗҫнӗ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫултан пӗчӗкрех. 2012 ҫулта асӑннӑ вӗренӳ предмечӗпе 100 балл 57 ҫамрӑк илнӗ пулнӑ.

Экзамена тӗресленӗ хыҫҫӑн унӑн вӑтам кӑтартӑвне палӑртнӑ — 66,39 балл. Ку вӑл пӗлтерхинчен 0,6 бал пысӑкрах. Экзамена хутшӑннӑ 1 482 ҫамрӑк 80 баллӑх ҫырнӑ.

Шел пулин те вырӑс чӗлхи экзамен ӗҫне 147 ача чи пӗчӗк баллпа ҫырнӑ. Рособрнадзор палӑртнӑ тӑрӑх вырӑс чӗлхипе чи пӗчӗк бал шучӗ 36. Кам вара ҫак балла ҫитеймен — экзамена тытайман.

Пӗтӗпе вара кӑҫал, республикӑпа экзамена вырӑс чӗлхипе 7 966 вӗренекен тытнӑ.

Экзаменри хӑйсен кӑтартӑвӗпе килӗшменнисем апелляци пама пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63214.html
 

Тӗнче тетелне пӗрлехи патшалӑх экзамен ӗҫӗсене кӑларнӑ Вӑрмар районӗн хӗрӗ пирки эпир иртнӗ кунсенченех каланӑччӗ. Экзамен йӗркине пӑснӑ вунпӗрмӗш класс пӗтерекене Раҫҫей вӗренӳ министерстви кӑҫал аттестатсӑр хӑварма йышӑннӑ, вырӑс чӗлхипе экзамена ҫӗнӗ хут тытма вӑл тепӗр ҫул та ҫеҫ пултарӗ.

Ку лару-тӑру пирки Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗр ҫапларах ӑнлантарать: «Хальлӗхе хам ятӑма палӑртас килмест-ха. Ҫак ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленессе шанатӑп, кӑҫал аттестата алла илессе ӗненетӗп. Вырӑс чӗлхи экзаменне эпӗ пӗрремӗш классранах хатӗрленнӗ. Шкулта яланах «5» паллӑсемпе вӗренсе пынӑ».

Экзамен ӗҫне Вӑрмар хӗрӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ пулнӑ, анчах та пӗр-икӗ ыйту ӑна иккелентернӗ. «Килте тепӗр хут пӑхса тухам-ха ҫак ӗҫсене» тесе хӗр ӗҫе ӳкернӗ те хӑйӗн юлташне ярса панӑ пулнӑ. Юлташ хӗр вара унтан пулӑшу ыйтаҫҫӗ тесе ун патне килнӗ ӗҫе Тӗнче тетеле кӑларса хунӑ. Ку факта тӳрех тӗрӗслевҫӗсем курнӑ.

— Экзаменран таврӑнсан эпӗ ҫывӑрма выртрӑм. Тепӗртакран ман пата шӑнкӑравларӗҫ, шкула пыма хушрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫ мана хама та, аннепе аттене те кулянтарать, — каласа парать пӑтӑрмаха лекнӗ хӗр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63152.html
 

Ӗнер, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче, шкул пӗтерекенсем пӗрлехи патшалӑх экзаменне физика предмечӗпе тата ют ҫӗршыв чӗлхисемпе тытнӑ пулнӑ. Ку экзаменсене шкул, техникум пӗтерекенсем хӑйсен кӑмӑлӗпе суйланӑ.

Вӗренӳ министерстви пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче физика предметне тытма 2,698 пин ача кӑмӑл тунӑ. Акӑлчан чӗлхипе экзамена 874 шкул ачи тытнӑ, нимӗҫ чӗлхипе — 10, хрантсус чӗлхипе — 4 ача.

Физика предмечӗпе ӑнӑҫлӑ тытас тесен 36 балл пухмалла, ют ҫӗршыв чӗлхисемпе 20 баллран кая мар пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63120.html
 

Кӑҫал шкул, техникум пӗтерекенсем хӑйсен пӗрремӗш пӗрлехи патшалӑх экзаменне ҫӑвӗн 27-мӗшӗнче тытнӑ. Раҫҫейре 792,5 пин ача вырӑс чӗлхипе пӗлӗвне тӗресленӗ.

Рособрнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна федераци шайӗнче 100% экзамен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ. Ведомство пӗтӗмлетвӗпе килӗшӳллӗн ППЭ тытакансенчен 2,5 пин ача экзамен ӗҫне 100 баллпа тытнӑ.

Пысӑк балла тивӗҫекен регионсене тепӗр хут тӗреслеме палӑртнӑ. Вӗсен списокне ҫитес кусенче пӗлтерӗҫ.

Хальлӗхе Чӑваш Енре патшалӑх экзаменне мӗнлерех тытни паллӑ мар-ха. Ҫитес кунсенче ППЭ пӗтӗмлетӗвӗсем регион шкулӗсене ҫитӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 24

1892
134
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
74
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
31
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та