Шкулпа техникумсенчен вӗренсе тухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрне пӗчӗккӗн ак вӗҫлеме те тытӑнчӗҫ. Ӗнер, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ ҫамрӑксем суйланӑ юлашки предметсемпе — литературӑпа тата географипе — иртрӗ.
Литература экзаменне тытма кӑмӑл тӑвакансен шучӗ республикӑра 637 ача, вӗсем 235 минут хушши экзаменра предмет пӗлӗвне ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. 494 ҫамрӑк вара географи предметне суйласа илнӗ, 180 минут хушши хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ.
«Экзамена тытрӑм» теме пултаракансен географи предмечӗпе экзамена 37 баллран кая мар, литературӑпа 32 баллран ҫӳллӗрех ҫырма тӑрӑшмалла пулнӑ. Мӗнлерех тытнине 12 кун кӗтме тивет ҫав — ҫӗртмен 25-мӗшӗн кунӗ тӗлне ҫеҫ паллӑ пулӗ.