Ҫӑвӗн 30-мӗшӗнче 11 класс пӗтерекенсем хӑйсем суйласа илнӗ вӗренӳ предмечӗсемпе — истори, биологи тата информатика — пӗрлӗхи патшалӑх экзаменне тытнӑ пулнӑ. Экзамена ППЭ тытмалли 24 пунктсенче ирттернӗ. Унта 3 400 ҫамрӑк экзамен тытнӑ. Вӗсен шутӗнче истори предметне 1 200 ача суйланӑ, биологи предметне — 1 700, 500 ҫын — информатикӑна.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче экзамен вӑхӑтӗнче пӗтӗмпе йӗркене пӑсни 3 пулӑм асӑрханӑ пулнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк карас телефонӗпе тата шпаргалкӑсемпе усӑ курма хӑтланнӑ. Икӗ пулӑмӗ информатикӑпа экзамен тытнӑ чухне, тепри биологи предмечӗн вӑхӑтӗнче асӑрханӑ пулнӑ. Министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх 3 пулӑмне те аудиторисенче вырнаҫтарнӑ видеокамерӑсем асӑрхама пулӑшнӑ.
Йӗркене пӑсакан виҫ ачан малалли шӑпине экзаменӑн патшалӑх комиссийӗнче татса парӗҫ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Математика предмечӗпе иртнӗ пӗрлӗхи патшалӑх экзамен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснине республикӑра асӑрхаман.