11-мӗш тата 9-мӗш класс пӗтерекенсемшӗн ҫак кунсем питех те яваплӑ, мӗншӗн тесе вӗсем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытаҫҫӗ-ҫке.
Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — ачасем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ-ха. Информатика, биологи тата истори суйласа илнисем вара ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче парта хушшине ларчӗҫ. Ыттисемпе каярах пулӗҫ.
Экзамена епле тытнине пӗличчен вӑхӑт самай иртет. Республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ӗнерхи пресс-конфренцире пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑс чӗлхи тата математика предмечӗсемпе епле тытнине малтан 6 кун хушши республика шайӗнче хаклӗҫ. Кайран, тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт, мускавсем тӗрӗслӗҫ. Ачасем хӑйсен кӑмӑлӗпе тытакан экзаменсене пурӗ 8 кун хушшинче пахаламалла.