
Шкултан вӗренсе тухакансем ППЭ тытаҫҫӗ. Хальлӗхе географипе, информатикӑпа, математикӑпа, историпе тата химипе кӑтартусем паллӑ.
Историпе кӑҫал 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Вӗсем – Шупашкартан. Химипе 6 яш-хӗр 100 балл пухайнӑ. Вӗсем Шупашкарти 2-мӗш лицейран, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейран, Улатӑрти 6-мӗш гимназирен, Вӑрмарти шкултан, Муркашри шкултан тата Краснормейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкулӗнчен вӗренсе тухакансем.
Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, математикӑпа тата географипе ППЭ кӑтартӑвӗсем лайӑхланнӑ. Геграфипе чи нумаййи 96 балл пухнӑ.
Историпе 4 ҫын 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем виҫҫӗн пулнӑ. Кӑҫал 80 балран ытларах пухакансем те чылайрах – 12,7 процент (пӗлтӗр – 9,5%).
Кӑҫал хими предметне суйлакансен йышӗ ӳснине те палӑртмалла.

11-мӗш класран вӗренсе тухакансен экзаменсем пыраҫҫӗ. Кӑҫал ППЭн тӗп тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртет. Пӗтӗмпе 5,8 пин ытла ҫын ППЭ тытать.
Паянхи кун тӗлне географипе, информатикӑпа, математикӑпа, химипе тата историпе экзаменсем иртнӗ ӗнтӗ. Экзаменсенче йӗркене пӑсакансем тупӑннӑ.
Математикӑпа, химипе тата историпе ППЭ тытнӑ чухне тӑватӑ ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулта икӗ ачана телефон илсе кӗнӗшӗн экзамен тытма ирӗк паман. Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта тата Шупашкарти 60-мӗш шкулта икӗ ача шпаргалкӑпа лекнӗ. Вӗсем суйласа илнӗ экзаменсене ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ, математикӑпа вара кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ачасене хумхантарнине тавҫӑрма йывӑр мар. Ӑна мӗнле тытнинчен кайран ӑҫта вӗренме кӗресси, пурнӑҫ ҫулӗ те унран килет тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Ҫитменнине тата вӗрентекенсем те ачасене: «Шкулта тӑрӑшмасан экзамен тытаймастӑр», — йышши ӳпкевпе аптӑратнине илтме тивет.
Паян Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи ППЭне халалланӑ пӗрлӗхре https://vk.com/ege 16 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен психолог сӗнӳ-канаш парассине пӗлтерет.
Онлайн-консультацие психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Мускаври патшалӑх психологипе педагогика университечӗн профессорӗ, психологипе 15 ытла кӗнеке кӑларнӑ Ольга Хухлаева ирттерӗ. Шкул пӗтерекенсене вӑл хӑйсене лӑпкӑ тытас, хумханас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентӗ.

Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнисем хӑйсен пӗлӗвне малалла тӗрӗсленӗ. Ӗнер Шупашкарти 48-мӗш шкула общество пӗлӗвӗпе тата литературӑпа экзамена пуҫтарӑннӑ.
Общество пӗлӗвӗпе экзамен тытма малтанласа 102 ҫын заявлени ҫырнӑ. Патне ҫитсен вӗсенчен шӑп та лӑп ҫурри пынӑ. Литературӑпа пӗлӗве тӗрӗслес кӑмӑл пуррине 34-ӗн систернӗ, анчах парта хушшине 13-ӗн ҫеҫ ларнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытнине ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Ыран Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн резерв кунӗсем пуҫланӗҫ. Ку тапхӑрта та унчченхи ҫулсенче шкул вӗренсе пӗтернисем, техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ. Ун чухне ППЭӗн малтанхи тапхӑрӗн тӗп кунӗсенче парта хушшине ларайманнисене кӗтеҫҫӗ. Ыран акӑлчан чӗлхипе, химипе, информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, географипе тата историпе экзамен тытӗҫ.

Ӗнер пирӗн ҫӗршывра, ҫав шутра Чӑваш Енре те, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах тытмалли тапхӑр пуҫланчӗ. Экзаменсене халех тытма 266 ҫын заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӗсен хушшинче – пӗлтӗр вӗренсе тухнисем, колледжсемпе техникумсен студенчӗсем. Маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланчӗ те ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ӗнер ҫамрӑксем информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, ҫавӑн пекех географипе пӗлӗве тӗрӗсленӗ.
Информатикӑпа экзамен халех тытас шухӑшлисем малтанласа 17 ҫын, георграфипе 8-ӑн пулнӑ. Ҫапах та ӗнерхи тӗрӗслеве вӗсем пурте хутшӑнман. Информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе парта хушшине 9 ҫын ларнӑ, географипе - виҫҫӗн.

Чӑваш Енре 266 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнӑ. Вӗсем – пӗлтӗр вӗренсе тухнисем, колледжсемпе техникумсен студенчӗсем.
Экзамена маларах тытмалли тапхӑр пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланать. Ыран географипе тата ИКТ предмечӗпе ППЭ парӗҫ. Пӗтӗмпе 14 экзамен тыттарӗҫ. Маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленет.
Заявлени ҫырнӑ ҫамрӑксен 54 проценчӗ вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗ, математикӑпа – 48 процент. Ҫавӑн пекех обществознани, физика предмечӗсене суйлакансем нумаййӑн пулнӑ. Пӗрремӗш экзаменсен кӑтартӑвӗсем ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.
Сӑмах май, ППЭн тӗп тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланать те утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет.

Паян депутатсен пӗр ушкӑнӗ РФ Патшалӑх Думине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухма сӗнӗҫ. Ҫак проект пуҫаруҫи – Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Борис Чернышов.
«Саккун проекчӗн тӗп шухӑшӗ – ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне йӑлӑхтарнӑ ППЭне пӑрахӑҫласси. Экзамен пӗлӗве тарӑнлатма пулӑшмасть, «дрессировка» ҫеҫ. Унчченхи экзаменсем патне таврӑнма сентӗмӗр», - тенӗ вӑл. ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе, ку саккун проекчӗ акӑ мӗншӗн кирлӗ: ППЭне хатӗрленнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн ачи валли репетитор тытма тивет, чылайӑшӗн вара кун валли укҫа ҫук. Кунсӑр пуҫне ППЭне пӑрахӑҫлани аслӑ шкулсене вӗренме кӗрекенсен шайне пӗлӗвне кура хаклама, чи маттур абитуриентсен суйласа илме май парӗ.
Анчах РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ППЭне пӑрахӑҫласси планра та ҫуккине темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ППЭре тахҫанах ҫырса илме пулмасть.

Паян Шупашкарти 48-мӗш шкула 30 ашшӗпе амӑшӗ пухӑннӑ. Вӗсем Комсомольски, Муркаш районӗсенчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшне виҫӗ аудиторие вырнаҫтарнӑ, бланксене мӗнле тултармаллине ӑнлантарса панӑ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем парта хушшине мӗн тӗллевпе ларнӑ-ха? Вӗсем паян вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ.
Кунашкал акци паян Раҫҫейри 50 регионта иртнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, экзамен умӗн ачасем мар, ытларах ашшӗ-амӑшӗ пӑлханать. Ара, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче кунашкал экзамен тытса курман вӗт. Ҫавӑнпа ҫакнашкал акци йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Йӗрклӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ лӑпланӗ, ачисем экзамен тытма кайнӑ чухне пӑлханмӗ.
Паллах, чӑн-чӑн экзамен ытларах тӑсӑлать. Ашшӗ-амӑшне вара сакӑр задание пурнӑҫлама ҫур сехет панӑ. Заданисенчен пӗри сочинени пулнӑ.

Ытларикун, утӑн 25-мӗшӗнче, Тутарстанра ППЭ мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Темиҫе кун маларах Владимир Путин чӗлхесене (сӑмах республикӑсенчи вырӑс мар чӗлхесем пирки пырать) ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки каланӑран кӳршӗре ППЭ мӗнле иртни чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ. Сӑмах май, Тутарстанрисем Раҫҫей Президенчӗн сӑмахӗсене хӑйсем ҫине илнӗ, Йошкар-Олара вӑл имӗш шӑп та лӑп тутарсем пирки каланӑ пулать. Аса илтерер, Тутарстанра тутар чӗлхи валли шкулсенче вырӑс чӗлхи валли пекех эрнере 5-шер сехет уйӑрнӑ (пирӗн республикӑрах чӑваш чӗлхин сехечӗсем самай сахалрах). Хӑшӗ-пӗри шухӑшӗпе ҫакӑ вырӑс чӗлхине вӗренме кансӗрлет.
Тутарстанри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ программинче вӗсем нимӗн те улӑштармӗҫ, малтанхи пекех вӗрентӗҫ. ППЭ пӗтӗмлетӗвӗ те Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пӗрре те катӑкрах мар. Сӑмахран, Питӗрти шкул ачисемпе танлаштарсан, лайӑхрах та. Мускаврисенчен вара 0,03 балл кӑна кая юлса пыраҫҫӗ. Ку вара статистикӑри йӑнӑш виҫинчен иртмест.
Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов журналистсене республикӑри вӗренӳ тивӗҫлӗ шайра пыни пирки каласа панӑ.

Вӑт ку ҫамрӑксем чӑннипех те маттур. Сӑмахӑм Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче чи нумай балл пухнӑ яш-хӗр пирки пырать-ха.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, физика предмечӗпе кӑтартусем паллӑ. Экзаменра Чӑваш Енри виҫӗ ҫамрӑк чи нумай балл – 100 – пухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Шупашкарти 3-мӗш лицейран, тепри тӗп хулари 45-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ.
Пӗтӗмпе ку экзамена 590 яш-хӗр тытнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ 100 балл пухнине чӑнах та уйрӑммӑн палӑртмалла. Сӑмах май, пӗлтӗр ку предметпа Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче никам та ҫавӑн чухлӗ балл пухайман.
