Паян Шупашкарти 48-мӗш шкула 30 ашшӗпе амӑшӗ пухӑннӑ. Вӗсем Комсомольски, Муркаш районӗсенчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшне виҫӗ аудиторие вырнаҫтарнӑ, бланксене мӗнле тултармаллине ӑнлантарса панӑ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем парта хушшине мӗн тӗллевпе ларнӑ-ха? Вӗсем паян вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ.
Кунашкал акци паян Раҫҫейри 50 регионта иртнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, экзамен умӗн ачасем мар, ытларах ашшӗ-амӑшӗ пӑлханать. Ара, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче кунашкал экзамен тытса курман вӗт. Ҫавӑнпа ҫакнашкал акци йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Йӗрклӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ лӑпланӗ, ачисем экзамен тытма кайнӑ чухне пӑлханмӗ.
Паллах, чӑн-чӑн экзамен ытларах тӑсӑлать. Ашшӗ-амӑшне вара сакӑр задание пурнӑҫлама ҫур сехет панӑ. Заданисенчен пӗри сочинени пулнӑ.