Литературӑпа, химипе тата обществознанипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗн малтанхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ иккен. Пысӑк бал тата 100 балл пухнисене Рособрнадзор тепӗр хутчен тӗрӗслесшӗн имӗш. Анчах пур ҫӗрте те мар. Вӑл пыскӑ бала нумаййӑн тивӗҫнӗ регионсенчи ӗҫсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма шут тытнӑ иккен.
Литературӑпа, акӑ, Брянск, Калуга, Самар, Сарӑту, Ростов облаҫӗнчи, Калмӑкпа Мари Эл республикисенчи тата Пермь енӗнчи ачасен ӗҫӗсене тӗрӗслӗҫ. Хими предмечӗпе 22 регион пирки иккӗленеҫҫӗ иккен. Унта Ҫурҫӗр кавказри мӗнпур тӑрӑх, Брянск облаҫӗ, Адыгея, Мари Эл, Калмӑк, Коми республикисем лекнӗ. Обществознание тепӗр хут тӗрӗслемелли регионсен йышӗ пирӗн республика та кӗнӗ.