Чӳкӗн 18-19-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра Китай культурин кунӗсем уҫӑлӗҫ. Мероприятире Китай чӗлхипе культурин центрне уҫӗҫ.
Центрӑн тӗп тӗллевӗ Чӑваш Енри студентсене, шкул ачисене Китай чӗлхине вӗрентесси пулӗ. Ҫамрӑксене Китай историйӗпе те паллаштарӗҫ.
ЧППУри Китай культурин кунӗсемпе килӗшӳллӗн Китай чӗлхипе тата каллиграфийӗпе, гимнастикипе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ, конкурссем, куравсем, лекцисем, калаҫусем пулӗҫ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Китай историне пӗлес енӗпе шкул, лицей, гимнази вӗренекенӗсен, колледж, техникум студенчӗсен хушшинче конкурс иртӗ.
Мероприятие педуниверситетӑн студенчӗсем, вӗрентекенӗсем, Хусанти Конфуци институчӗн ӗҫченӗсем тата Китайри хӑнасем хутшӑнӗҫ.
Ҫак кунсенче Китайри Вожунг хулинче хӑвӑрт утас енӗпе пӗтӗм тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине чӑваш спортсменӗ Иван Трофимов, Александр Яргунькин, Татьяна Сибилева тата Кирилл Фролов кӗнӗ.
Спортсменсем тӑватӑ кунра 16, 15, 10 тата 15 ҫухрӑмсене чупнӑ. Ӑмӑртӑвӑн хӑйне евӗрлӗхӗ пулнӑ: спортсмен йӑнӑшсан ӑна кун пирки асӑрхаттарнӑ, кашни асӑрхаттарушӑн хӑвӑрт утакана 1 минутлӑха чарнӑ. Штрафланӑ вӑхӑт иртсен спортсмен малалла — финиша — утнӑ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗ Петр Трофимов чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ ӑмӑртура вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Анчах харпӑр зачетра пьедесталӑн ҫӳлти картлашкинчен кӑшт ҫеҫ юлнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр вӑл кунашкал ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗне илнӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртура Китай команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди вара (арҫынсем те, хӗрарӑмсем те) тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ.
Нумаях пулмасть республикӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче Китайри Сычуань провинцийӗн элчисемпе контакт биржи ирттернӗ. Ку вӑл паллашмалла курнӑҫу тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Унта строительство тата ял хуҫалӑх отраслӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Республикин элчисен шутӗнче тӗлпулӑва «Промприбор» корпораци, «Ӑнӑҫу» строительство компанийӗ, «Строитель картишӗ», «Автодорсервис», «СМУ-58» тулли мар яваплӑ обществӑсем, «Шупашкарти автокомпонентсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи, ял хуҫалӑхӗпе аппаланакан уйрӑм усламҫӑсем тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хутшӑннӑ.
Енсем килӗштерсе ӗҫлемелли майсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗринпе паллашнӑ.
Авӑнӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта РФ министрӗ Николай Федоров хутшӑннӑ. Ӑна республика Китайпа килӗштерсе ӗҫлесси сисчӗвлентерет-мӗн.
Николай Федоров кунашкал опыт Амур облаҫӗнче пулнине аса илтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унта Китай ҫыннисем килме тытӑнсан инвесторсем юлман. Николай Федорович Китай енчисем ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене варалама пултарнине каланӑ.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин Китайпа ҫыхӑнӑва аталантарма тӑрашать. Ку уйрӑмах санкцисем йышӑннӑ вӑхӑтра пӗлтерӗшлӗ. Федераци правительствинче Президент шухӑшӗпе пурте килӗшменни куҫкӗрет.
Ларура Николай Федоров Чӑваш Ен Ҫул-йӗр фондӗнчен вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ҫулӗсем валли 5 процентран сахалрах уйӑрнине палӑртнӑ. Анчах ЧР Финанс министертсви ҫакна хирӗҫленӗ. Кӑҫал ку тӗлӗшпе 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Ку 6 процентпа танлашать.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑпа Китайӑн пӗрлехи агропаркне тума палӑртнӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Китай делегацийӗпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗн корпорацийӗ» акционерсен уҫӑ обществипе Сычуаньти SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑччӗ.
«Проекта Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче аталантармалла. Ӑна 2014–2019 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби. Китай инвесторӗсем выльӑх-чӗрлӗхне суйласа тӗрӗс тунӑ текен шухӑша Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пирӗн патра пӑру ашӗ ҫителӗксӗр туса илнине шута илсен продукци пирӗн патра сутӑнасси иккӗлентермест.
Китай ҫыннисем Чӑвашра мӑйракаллӑ шултра выльӑха ашлӑх тата сӗт туса илмелле тытасшӑн.
Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ.
Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ.
Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ.
Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ.
Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.
Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.
Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.
Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.
Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.
Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)
Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн географипе геоморфологи кафедрин заведующийӗ И.В.Никонорова тата Н.Ф.Петров профессор Китайра командировкӑра пулнӑ. Вӗсем ҫӗр ишӗлессине тӗпчес енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнче форумне хутшӑннӑ.
Кунашкал канашлу виҫӗ ҫулта пӗр хут иртет. ЧПУ ӗҫченӗсем унта кашнинчех хутшӑнаҫҫӗ. 2008 ҫулта Н.Ф.Петров пӗрремӗш форумра ҫӗр ишӗлессин классификацийӗпе паллаштарнӑ.
Канашлу программипе килӗшӳллӗн Янцзы юханшывӗ тӑрӑх катерпа экскурсие тухнӑ: Ванчжоу хулинчен пуҫласа Ичанга таран. Унта Китайри хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан геологи процессне сӑнакан мониторинг служби йӗркелнине, йывӑр условисенче кӗперсем, ҫулсем, туннельсем тунине курнӑ. Ҫавӑн пекех ЮНЕСКО ҫутҫанталӑк тата культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене кайса курнӑ.
Китайри Гуйчжоу провинцийӗн юрӑпа ташӑ коллективӗ ыран Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тӳлевсӗр концерт кӑтартӗҫ.
Гуйчжоу провинцийӗ нумай нациллӗ. Унта авалтанпах 18 халӑх ҫынни пурӑнать. Ҫавна май юрӑпа ташӑ коллективӗ унти халӑхсен: мао, тун, буи, и, гэлао тата ыттисен — йӑли-йӗркине кӑтартакан программӑсем йӗркелет.
Китайсен асӑннӑ коллективӗ 166 актертан тӑрать иккен. Вӗсенчен 23-шӗ пӗрремӗш (ҫапла-ҫапла) патшалӑх шайӗнче ӗҫлет-мӗн. 80-шӗ — иккӗмӗш патшалӑх шайӗнче. Ушкӑн 40 ытла ҫӗршывра пулса хӑйӗн пулатрулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Шупашкара вӑл Халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале килет. Ҫавна май ыран Мӑн Сӗнтӗрте концерт кӑтартать. Вӑл каҫхи ултӑ сехетре пуҫланать.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗй XXII фестивальне (вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет) Раҫҫейӗн 19 тӑрӑхӗнчи 26 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ ют ҫӗршывран ансамбльсем килӗҫ. Китайран икӗ ушкӑн (Аньхой тата Гайчжоу провинцийӗсенчен), Италирен пӗр ушкӑн, Азербайджанран виҫӗ солист килмелле.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче республикӑна Италири (Сардини) «Про Локо Мамугео» фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл фестивале хутшӑннисӗр пуҫне республикӑри ултӑ район-хулара пултарулӑхне кӑтартӗ.
Китайри пултарулӑх ушкӑнӗсем пилӗк район халӑхне савӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хальхи ӳнер центрӗнче Китай делегацийӗ сӑн ӳкерчӗксен икӗ куравне йӗркелӗ, чей церемонийӗ иртӗ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе килӗшӳллӗн «Фолкстейшен-Шупашкар» Раҫҫейри йӑла-йӗркесен фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 8 регионти 13 ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра — Крым та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |