«Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла тата вырӑсла интернат-хаҫат йӗркеленӗ тата унӑн тӗп редакторӗ, Мускавра пурӑнакан, хӑй вӑхӑтӗнче унти аслӑ шкулсенчен пӗрин аспиранчӗ пулнӑ Сандр Савгильда «ҫак эрнере Наппӑлире иртекен Европӑри чӗлхеҫӗсен пӗрлӗхӗн пухӑвне хутшӑнассине» пӗлтерет. Хастар чӑваш халӑх тетелӗсенчен пӗринче «паян тата ыран тӗнчери пӗрремӗш ҫӗр чавакансен чӗлхисене халалланӑ секцине ертсе пырассине» каланӑ.
Сӑмах май каласан, Сандр Савгильда Борис Чиндыков пухса кӑларнӑ чӑваш калавӗсен «Дети леса» (чӑв. Вӑрман ачисем) кӗнеки валли Ҫеҫпӗл Мишшин «Вӑрман ачисем» калавне куҫарнӑ. Борис Чиндыков шучӗпе, Николай Даниловӑн 1959-мӗш ҫулхи куҫарӑвӗпе танлаштарсан «Сандр куҫарӑвӗ илемлӗрех, янравлӑрах».
Тепӗр кӑсӑклӑ япала та пӗлтерер: ҫу уйӑхӗнче Сандр Савгильда мӑшӑрӗ Мария Савельева ҫурла уйӑхӗнче Германири Йена хулинче пурӑнма пуҫлассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем виҫӗ ҫул пурӑнма палӑртнине асӑннӑччӗ. Сандра Макс Планк ячӗллӗ информатика институтӗнче лингвистика проекчӗпе ӗҫлеме ыйтнӑ. Вӑл должноҫе валли ҫынна Раҫҫейри, Голландири, Китайри, АПШри кандидатсенчен суйланӑ.
Шупашкарти фотомодель Ксения Платонова Китая кайнӑ. Чӑваш Ен пики ахаль ҫулҫӳреве кайман. Вӑл паллӑ кӑларӑмсен страницисем ҫине лекме ӗлкӗрнӗ.
Ксения Платонова 15 ҫулта. Вӑл Китайра кастингсене, ӳкерӳсене хутшӑнать. Темиҫе кун каялла вӑл «Harper’s Bazaar» хӗрарӑмсен паллӑ журналӗ валли ӳкерӗннӗ.
Ксенийӑшӑн ку ют ҫӗршыври пӗрремӗш командировка. Вӑл тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: рационран кукӑль-ҫӑкӑр таврашне, пылак ҫимӗҫе кӑларнӑ, спортпа туслашнӑ. Китая вӑл виҫӗ уйӑхлӑха кайнӑ. Малтан вӑл Гонконгра ӗҫленӗ, кайран Гуанчжоуна кайӗ.
Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралса Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимлесе пурӑннӑ Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа килес ҫул 240 ҫул ҫитет. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн попечительство канашӗн пайташӗсем «Н.Я. Бичурин йӗрӗпе» туристла ҫулҫӳрев йӗркеленӗ май Иакинф архимандрит пулнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫитсе курнӑ.
Ҫулҫӳреве хастарсем Кӳкеҫри Бичурин пахчинчи ӑсчахӑн палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ. Унтан Никита Бичуринӑн тӑван кӗтесне, Типнере, кайнӑ. Унти асӑну чулӗ умне те чечек хунӑ. Ҫула тухнисем унтан Сӗве хулине кайнӑ. Шӑпах унта Никита Бичурин тӗн ӗҫне пуҫланӑ. Кайран Хусана ҫитнӗ. Ӑсчахӑн унти тапхӑрӗ 16 ҫула пынӑ: 13 ҫул (1786—1799 ҫулсенче) вӗреннӗ, 2 ҫул вӗрентнӗ, 1 ҫул мӑнастире ертсе пынӑ. Хусанта Пичуринский хушамата тата Иакинф манах ятне илнӗ.
Ҫапла вара кӳкеҫсем Никита Бичурин 1777 ҫултанпа 1802 ҫулччен пулнӑ вырӑнсене ҫитнӗ.
Китайри Аньхойра халӑхсен хушшинчи «Куҫа илӗртекен Аньхой. Илемлӗ Китай» ҫуллахи уйлӑх йӗркеленӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн студенчӗсем те хутшӑннӑ.
Чӑваш студенчӗсем Китай культурине тата илемне уҫса паракан мероприятисене хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Китай философийӗ пирки тата ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен лекцисем вуланӑ, каллиграфи, кулинари енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртнӗ.
Студентсем Хуаншань тӑвӗ ҫине хӑпарнине ӗмӗрне те манас ҫук. Уйлӑха килнӗ ҫамрӑксене Китайри Хуэйчжоу ялӗпе те паллаштарнӑ. Студентсем Хуаншаньри кивӗ урампа, ботаника сачӗпе, Аньхой университетӗнчи истори музейӗпе, ӑслӑлӑхпа техника музейӗпе паллашнӑ.
ЧПУ студенчӗсем Китайран таврӑннӑ ӗнтӗ. Аньхойри университет вице-президенчӗ ЧПУ валли ҫӗршыв историйӗпе культури ҫинчен пичет кӑларӑмӗсем парса янӑ.
Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнӑ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ пулсан, ку хыпара шӳт вырӑнне йышӑнма юратчӗ, анчах пӗртте шӳтлеместпӗр.
«Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ.
Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине нумаях пулмасть ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ.
«Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ.
Шупашкарти паллӑ ҫак кондитер хапрӑкне Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ Валерий Иванов чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.
Китай делегацийӗ Шупашкара килнӗ. Чӑваш Енпе Аньхой туслӑ ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Хӑнасем ача пахчинче пулса курнӑ. Шупашкарти 8-мӗш ача пахчинче вӗсене шӑпӑрлансем хаваспах кӗтсе илнӗ. Вӗсене чӑвашла тата вырӑсла калаҫса кӗтнӗ. Унтан аякран килнӗ хӑнасене чӑваш наци символне ӳкернӗ сувенир парнеленӗ. Ачасем ӑна хӑйсемпех хатӗрленӗ.
Китай ҫыннисем ача пахчин мастерскойӗнче пулса курнӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра вӗсене тӑвар шахтине, бассейн, гидромассаж тата сауна кӑтартнӑ. Ачасем ӑҫта тӗрленине, алӗҫӗпе хӑш пӳлӗмре аппаланнине те кӑтартнӑ.
Юлашкинчен шӑпӑрлансем хӑнасене «Уяв» кӑтартнӑ, вӗсене уяв картине чӗннӗ. Китай ҫыннисем наци йӑли-йӗркипе хаваспах паллашнӑ.
Чӑваш Енри икӗ студентка Китайри университетра стажировка тухаҫҫӗ. Дарья Медведева тата Диана Федорова И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхесен факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренеҫҫӗ.
Пикесем Гуйчжоури Гуйян ячӗллӗ педагогика университетӗнче стажировка тухаҫҫӗ. Вӗсем пилӗк уйӑхра китай чӗлхине тарӑнрах вӗренӗҫ, чей вӑрттӑнлӑхӗсене тӗшмӗртӗҫ, аҫтаха ташшин занятийӗсене ҫӳрӗҫ тата каллиграфи енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑнӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах Дарьйӑпа Диана Китайри ҫамрӑксене Чӑваш Енӗн историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарӗҫ.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнче Китая тепӗр икӗ студента яма палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ЧППУна Китайри ҫамрӑксем стажировкӑна килӗҫ.
Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ. Кун пек шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗнет-мӗн.
«Самар — аэропорт Курумоч — Тольятти» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли чукун ҫул тӑвас проекта сӳтсе явнӑ май Шупашкар пирки аса илнӗ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» обществӑра «Мускав – Хусан» маршрута «Шупашкар – Чӗмпӗр» йӗрпе ҫыхӑнтарсан кӑна укҫа хывнин усси пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Аса илтеретпӗр, «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума Китай пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем те пур-мӗн.
Канадӑри Макгилла университечӗн психологӗсемпе нейрофизиологӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ача малтанхи икӗ ҫулӗ хушшинче илтнӗ чӗлхе унӑн нерв тытӑменче те пуҫ миминче те йӗр хӑварать. Малашне вӑл урӑх чӗлхе тавралӑхӗнче пурӑнсан та, ӑна мансан та, пуҫласа илтнӗ чӗлхе ҫав-ҫавах тӑван чӗлхе пек упранать. Кун пирки Nature Communications журналта ятарлӑ статья тухнӑ. «Интерфакс» сайтӗнче ӑна тишкерсе пичетленнӗ статьян куҫарӑвӗпе сире Чӑваш халӑх сайчӗ паллаштарать.
Сӑнав ирттерме ӑсчахсем ачасене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: Францире пурӑнса хрантсусла калаҫакансем (10 ача), Франци кил-йышне усрава илнӗ Китайра ҫуралнӑ ачасем (21 ача, Францие куҫса килнӗ чухнехи вӑтам ӳсӗм — 12,8 уйӑх), француз чӗлхине вӗренекен, унпа ирӗклӗн калаҫакан китай ачисем (12 ача).
Пурне те фонологи ӗҫне тӗпчекен тест витӗр кӑларнӑ. Ҫак тӗрӗслев ытларах чухне вӑл икӗ пайран тӑрать: кӗске вӑхӑт хушшинче илтнӗ сасӑ-фонемӑсем (пӗр е темиҫе сӑмах) упранассине тата артикуляцилесе тепӗр хут калама пултарассине (вӑл асӑмра хӑварнӑ йӗре ҫухалма памасть) тишкересси.
Ҫӗнӗ кӗпер тума мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Хӑш-чухне ҫак ӗҫе ҫулталӑкра тӑваҫҫӗ, тепӗр чухне темиҫе ҫул та иртсе каять. Ҫӗрпӳ патӗнчи М7 ҫул ҫинчи кӗпере тума мӗн вӑхӑт кирлине халь те татса параймаҫҫӗ. Суйлав умӗн уҫнӑскере тепӗр темиҫе кунтанах хупрӗҫ. Халӗ те туса ҫитереймен ӗҫсемпе тӑрмашаҫҫӗ, ҫынсем Мӑн Ҫавал урлӑ каҫас тесе хӑш-чух сехечӗпе пӑкӑра тӑраҫҫӗ.
Китайра вара нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗпере 2 талӑк хушшинче туса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем кивӗ 6 полосаллӑскерне сӳтме ӗлкӗрнӗ тата ҫӗннине вырнаҫтарса ҫулне сарма та. Ҫӗнӗ сакӑр полосаллӑ Саньюаньцяо (三元桥) кӗпере вырнаҫтарма вара китай рабочийӗсене 19 сехет ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Паллах ҫак вӑхӑта ҫӗнӗ кӗпере проектлани тата кӗпер конструкцине хатӗрлени кӗмест. Вӗсене маларах тума ӗлкӗрнӗ. Кӗпер валли пурӗ 1300 тонна стройматериал кирлӗ пулнӑ. Саньюаньцяо кӗперӗ Пекинӑн виҫҫӗмӗш транспорт ункинче вырнаҫнӑ, вӑл Expressway аэропорта, Чшин Шун ҫула тата ункӑллӑ ҫула ҫыхантарать.
Тӗрлӗ ҫул-йӗре тата ҫуртсене хӑвӑрт хӑпартас тӗлӗшпе Китай унччен те палӑрнӑччӗ-ха. Тӗслӗхрен, 57 хутлӑ ҫӳлҫурта 19 кун хушшинче тунӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |