Канаш хулинче чукун ҫул ҫинче 14 ҫулти ачана ток ҫапса вӗлерни пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗ.
Канаш районӗнче чукун ҫул ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хальхинче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс килнине курса тӑрсах каҫма тӑнӑ, ӗлкӗрессе шаннӑ. Анчах вӑл рельс урлӑ каҫнӑ чухне шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер унтан тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ.
Полици тепӗр хутчен асӑрхаттарать: чукун ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла. Пуйӑс килнине курсан ӑна ирттерсе ямалла.
Вырсарникун Канаш хулинче шкул ачи сарӑмсӑр вилнӗ. Ку инкек чукун ҫул ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Шӑп ҫав вӑхӑтра, ҫӗрле, пӗр ҫынсем машинӑпа иртсе пынӑ. Вӗсем тӑрук ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Арҫын ача ҫеккунтра ҫунса кайнӑ. 2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача чукун ҫул кӗперӗн перили ҫине тӑнӑ, тимӗр виткӗч ҫине хӑпарма хӑтланнӑ. Ӑна электропралук, 27 пин вольтлӑскер, ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Полици ӗҫченӗсем каникул вӑхӑтӗнче ачасем тӗлӗшпе самантлӑха та тимлӗхе ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫинче вылямалла маррине асӑрхаттармалла.
Хӑш-пӗр ӗҫ ним тусан та уҫӑлса пымасть. Ку вӑл кил-тӗрӗшре кӑна мар, патшалӑх шайӗнче те сисӗнкелет. Ҫӗрпӳ хулинчи кӗпере юсассинех, ав, ҫавӑн йышшисен шутне кӗртме пулать. Канашсем ҫын йӑнӑшне ӑша хывас тенӗ пулинех: унти Машина тӑвакансен урамӗнчи ҫула юсакансене пехиллеме Канашри епархирен Георгий Петров протоиерей пырса ҫитнӗ.
Пачӑшкӑ «О призвании помощи Святого Духа перед началом всякого доброго дела» (чӑв. Ырӑ ӗҫе пуҫӑнас умӗн Ҫветтуй сывлӑша пулӑшма чӗнесси ҫинчен) молебен вуласа панӑ. Протоирея хула ертӳҫисем тата подрядчик-организаци йыхравланӑ. Пачӑшкӑ ҫула та, предприяти техникине те сӑваплӑ шывпа пӗрӗхнӗ.
Молебен вӑхӑтӗнче хулари тӳре-шара та, ҫав шутра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов та, хутшӑннӑ.
Канашри Ильич урамне кам юсаса ҫӗнетессине тинех палӑртнӑ. Унта тухса тӑракан «Канаш» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, ӑнланманлӑх икӗ ҫул тӑсӑлнӑ. Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодорӑн» Канашри территорири учрежденийӗ вырӑнне хула администрацийӗ урӑх подряд организацине палӑртнӑ: «Ремис» халӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫула хулан ҫуралнӑ кун тӗлне, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗш вырсарни кунӗ тӗлне, юсаса пӗтересшӗн.
Канашри хӑш-пӗр урамри ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Хулари ҫул-йӗр ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернӗ чух та вӑл тӑрӑхри журналист хускатнӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсем тата хӑш-пӗр блогер Ильич урамӗнчи ҫула саплама хӑй вӑхӑтӗнче ачасем хӑйӑр йӑтнине ҫырнине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан 48 ҫулти арҫынна явап тыттарасшӑн. Вӑл экстремизм енӗпе ӗҫленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страници ҫинче экстремизм сӗмӗллӗ материал вырнаҫтарнӑ. Вӑл халӑхсене хирӗҫтерме хӗтӗртнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче Канашра тата Шупашкарта унӑн килӗнче ухтару ирттернӗ. Ун чухне экстремизм литературине тупса туртса илнӗ. Халӗ арҫыннӑн халӑх тетелӗнчи страницине хуратнӑ. Хӑйне тытса чарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: ҫак арҫынна 2007 ҫулта та экстремизм енӗпе явап тыттарнӑ. Ун чухне ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха янӑ.
Чӑваш Енри яш-хӗр, 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскерсем, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытма пуҫланӑ. Паян ҫамрӑксем географипе тата информатикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Географипе 352 ҫын ППЭ тытнӑ. Информатика предметне вара 679 яш-хӗр суйланӑ. Вӗсем экзаменсене ултӑ пунктра тытаҫҫӗ: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Географипе ППЭ 3 сехет тӑсӑлнӑ. Унта ҫамрӑксем линейкӑпа, транспортирпа, калькуляторпа усӑ курнӑ. Информатика экзаменне вара нимӗн те илсе кӗме юраман.
Сӑмах май, кӑҫал географипе сахалтан та 37 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл.
Ку инкек 2015 ҫулта Канашра пулнӑ. Унти уйрӑм ҫуртра 60 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 41 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫавсем патӗнче 31 ҫулти арҫын хӑналаннӑ. Кӗрекене пухӑннӑ йыш тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. Кил хуҫисене кӳреннӗ этем 26-ри тусне пӗлтернӗ. Юлташа хӳтӗлес шутпа хайхи тата 31 ҫулти арҫын лешсем патне ҫул тытнӑ. Анчах кил хуҫисем вӗсене кӗртмен. Кӳреннӗскерсем ал айне лекнӗ ҫӗтӗке тивретсе пӳрте кӗмелли вырӑна ывӑтнӑ. Кил хуҫисем тата вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ 45-ри тепӗр арҫын вутра вилнӗ.
31 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл психиатри чирӗпе аптӑранине, ҫавна май хӑй мӗн туса хунине ӑнланайманнине палӑртнӑ. Ӑна суд ирӗксӗр сипленме ӑсатма йышӑннӑ. 26-ри арҫынна 17 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче ачасене хула тулашӗнчи лагере канма ямашкӑн черете ҫырӑнтарас кампани пырать. Республика шайӗнче ку ыйтӑва темиҫе хутчен те сӳтсе явнӑччӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ку енӗпе лару-тӑру лӑпкине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлусенчен пӗринче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Путевка илес кампание кӑҫал тӑватӑ тапхӑрпа йӗркелерӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен заявленисене ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин центрӗсенче йышӑнма пуҫларӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенчисем валли уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ытти муниципалитетра ҫак кампани паян, ирхи тӑхӑр сехетре, пуҫланать.
Канаш район хаҫачӗн редакторӗ Людмила Шурекова Фейсбукра паян ирпе ҫырнӑ тӑрӑх, унти шкулсенчен пӗринче ҫӗркаҫах, сакӑр сехет тӗлӗнче, ҫынсем черете тӑрса тухнӑ. Унтан та ытларах — канма каяс текенсен заявленийӗсене ӗнерех ятарлӑ тетрадь урлӑ йышӑнма пуҫлассине пӗлтернӗ иккен. Хаҫатҫӑ вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе калаҫса илнӗ хыҫҫӑн саккунлӑ мар ҫак процедурӑна пӑрахӑҫланӑ.
Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха.
«Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.
Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |