Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ Киров облаҫӗнчи кандидатсене сӗннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Киров облаҫӗнчи Антон Трефилов тата Кироври Сергей Шулятьев Чӑваш Енрен пӗр мандатлӑ округсемпе РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ» кандидатсем шыраса кӳршӗллӗ регионсене кайман, тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакансене вырӑнтанах палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — паллӑ Валентин Шурчанов. Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗм ялӗнче 1947 ҫулта ҫуралнӑскер РФ Патшалӑх Думине Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа суйланма ӗмӗтленет. Канашри пӗр мандатлӑ округпа ку партирен Шупашкарта пурӑнакан Григорий Данилов РФ Патшалӑх Думине суйланмалӑх сасӑ пухасшӑн тапаҫланӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ регионти кандидатсене сӗннӗ. Кун валли вӑл Киров облаҫӗнчи ҫамрӑксене суйланӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — пуҫлӑхсем, иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсене ертсе пыраҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине депутата суйланас шухӑшлӑскерсенчен пирӗн республикӑри Тӗп суйлав комиссине Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе Киров облаҫӗнчи «Универсал» ТМЯП гендиректорӗ, 31 ҫулти Антон Трефилов тата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Кировра пурӑнакан, «Ника» ТМЯП пуҫлӑхӗ, 36-ри Сергей Шулятьев заявлени панӑ. Вӗсен кандидатурисене чӑвашсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем епле йышӑнассине вӑхӑт, тӗрӗсрех — суйлав, кӑтартса парӗ.
Тӗнче тетелӗнче ултавҫӑ нумай. Халӑх тетелӗнчи страницӑсене ҫӗмӗрсе кӗрекенсенчен мӗн чухлӗ ҫын шар курман пулӗ?
Канашра пурӑнакан пӗр ҫемье те ҫавсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 50 тата 53 ҫулти арӑмӗпе упӑшки полици уйрӑмне утӑн 15-мӗшӗнче ҫитнӗ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хӑйӗн «тусӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ банк программи пулӑшнипе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ, анчах кун валли картта реквизичӗсем кирлӗ-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑ вӑлтине ҫакланнӑ – ҫӑмӑл укҫа пурне те илӗртет-ҫке. Хайхискер реквизитсене пӗлтернӗ. Хӑйӗнне кӑна мар – упӑшкинне те.
Каярахпа хӗрарӑм тусӗ патне шӑнкӑравланӑ та укҫа пирки ыйтнӑ. Ун чухне ҫеҫ вӑл ултавҫӑсемпе ҫырӑннине ӑнкарнӑ. Вӗсен картточки ҫинчен 4 тата 18 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Халӗ полицейскисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак ҫамрӑксен пуҫне мӗн шухӑш кӗнӗ-ши? Вӗсем Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ҫапла ҫав, эрех ӗҫсен ҫын темӗн те хӑтланма пултарать.
Ҫак каччӑсем те ку утӑма эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехетре Канашри полици уйрӑмне арҫын шӑнкӑравланӑ та Ленин палӑкне икӗ ҫамрӑк патакпа хӗненине, унтан тарса ҫухалнине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Палӑк ҫинче чӑнах та йӗрсем пуррине палӑртнӑ вӗсем, унтан-кунтан катӑлса та ӳкнӗ.
Инҫех мар вырнаҫнӑ паркра икӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӗсем шӑпах палӑка хӗненӗ каччӑсене аса илтернӗ. Вӗсене тытса чарнӑ. Пӗри — 18-та, тепри 19 ҫулта. Иккӗшӗ те Канашра пурӑнаҫҫӗ. Тытса чарнӑ чухне иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Каччӑсем айӑпне йышӑннӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Канашра пурӑнакан Марина Матвеева Burda журнал конкурсӗсене 11 хут хутшӑннӑ. Нихӑҫан та парӑнман вӑл. Хальхинче Маринӑна чӑнах та ӑннӑ. Вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Марина Матвеева ҫӗлеме юратать. Чыслава вӑл 1987 ҫулта тухнӑ журнала йӑтса пынӑ. Шӑпах ҫав номертен вӑл ҫӗлессипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ку таранччен хӑй миҫе япала ҫӗленине пӗлмест вӑл. Шкулти ӑсату каҫне те хӑйӗн валли кӗпе хатӗрленӗ. Амӑшне те, ывӑлне те, хӗрне те, упӑшкине те илемлӗ кӗпе ҫӗлесе тӑхӑнтартнӑ. Шкапӗнче хӑй ҫӗленӗ кӗпе туллиех унӑн.
Марина Матвеева шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Ҫӗвӗ машини умне кашни каҫ ларать. Халӗ хӗрӗ те ку ӗҫе хӑнӑхать. Марина кӗпесен моделӗсене куҫ хупсанах курать. Теприсем ҫывӑрма выртсан та канлӗх памаҫҫӗ ӑна.
Сӑмах май, Марина Матвеева 2012 ҫулта та журналти конкурса ҫӗнтернӗ.
Тракторист чукун ҫул урлӑ каҫса ӗлкӗрӗп тенӗ пулмалла — пуйӑс иртсе каясса кӗтмен. Анчах каҫса ӗлкӗреймен вӑл — прицеп ҫаклатнӑскере тавар пуйӑсӗ пырса тӑрӑннӑ.
Ку утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра «Шупашкар – Канаш» перегонра пулнӑ. Пуйӑс ҫывхарнӑ май чукун ҫул урлӑ каҫма юраманни пирки асӑрхаттаракан сигнал ӗҫлесе кайнӑ. Анчах 48 ҫулти водителе ку чарман — малаллах пынӑ вӑл.
Пуйӑс тӑрӑнсан трактор тӳнсе кайнӑ. Водитель кабинӑра хӑй тӗллӗн тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ӑна кӑштахран килте тупнӑ. Аварие пула пуйӑссене 24 минутлӑха тытса чарнӑ.
Канашри 3-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Ангелина Иванова Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче хӑйне евӗр рекорд лартнӑ. Вӑл виҫӗ экзаменра чи нумай балл пухнӑ.
Ангелина вырӑс чӗлхипе, обществознанипе, историпе 100 балл пухнӑ. Ку хӗрачан пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар. Ангелина 1-11-мӗш классенче шӗкӗр пиллӗкпе кӑна вӗреннӗ. Вӑл олимпиадӑсемпе конкурссенче те малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ангелина правӑпа, обществознанипе, историпе иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
Палӑртмалла: Раҫҫейре ППЭне виҫӗ предметпа Кемӗр облаҫӗнчи тепӗр хӗрача та 100 баллшар илнӗ. Вӑл лицейра ӑс пухнӑ. Вӑл та Канаш хӗрӗ пекех ҫав предметсемпех чи нумай балл пухнӑ.
Чӑваш Енре тепӗр арҫын ача путса вилнӗ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Хулара водолазсем пулманран ачан виллине пӗрлӗхлӗ диспетчер службин ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ туртса кӑларнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 11 сехет те 47 минутра Канашри диспетчер службине иртен-ҫӳрен шӑнкӑравланӑ. Вӗсем парк тата Машин тӑвакансен урамӗ хушшинчи пӗвере арҫын ача путнине пӗлтернӗ.
Тӑватӑ арҫын ача шыва кӗме кайнӑ пулнӑ. Ҫанталӑк сивӗреххине пӑхман вӗсем. Пӗр ача шыва чӑмсан тухманнине кура теприсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, макӑрма тытӑннӑ. Ҫакна курнисем диспетчер службине шӑнкӑравласан Валерий Чернов вырӑна тухнӑ. Вӑл ача виллине хӑйех туртса кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача шӑнӑр туртнипе вилнӗ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ.
«Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ,
виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова.
«Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован.
Нумаях пулмасть Канашра суд тенкелӗ ҫине ҫав хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ ларнӑ. Халӑх тарҫи шутланаканскер хӑйӗн суйлавҫисемшӗн чупса ҫӳренипе айӑпа кӗнӗн туйӑнать пулӗ те, анчах урӑхларах кӑлтӑк туса хунӑ вӑл.
Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти арҫын паллакан хӗрарӑм телефонпа кампа юмах янине пӗлесшӗн ӑнтӑлнӑ. Пӗлес тенипех ҫакскер хӗрарӑмӑн смартфонне ярса илнӗ, унти счетсен детализацийӗпе кӑсӑкланнӑ. Компьютер технологийӗнче ӑна-кӑна аван тӗшмӗртекен паллаканӗсем урлӑ хӗрарӑм иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫав уйӑх ҫурриччен кампа калаҫнипе интересленнӗ. Лешсем паллаканне хирӗҫлемен — вӑл ыйтнине кура пулӑшма ӑнтӑлнӑ.
Ҫыннӑн ҫыру ҫӳретни, ытти ҫавӑн йышши хыпар вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци шутланать те, нумай пӗлесшӗн ҫуннӑ арҫынна суд пуҫиле майпа айӑпласа 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |