Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗ Канашри ҫулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем чылай ҫӗрте ҫул япӑххине палӑртнӑ.
Муниципалитет 100 ҫухрӑм ҫула пӑхса тӑрать. Унран пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫеҫ хытӑ сийлӗ. Кунашкаллисен йышӗнче — Ильич урамӗ. Унта асфальт ҫукпа пӗрех. Ку ҫул ҫинче шӑтӑксем 19 сантиметр тарӑнӑш.
Ленин проспектӗнчи, Комсомольски урамӗнчи, Карл Маркс урамӗнчи ҫулсем ҫинче те шӑтӑк-путӑк самай. Хӑш-пӗр ҫӗрте кирпӗч сарнӑ. Ҫул хӗрринче сий ҫуккипе арматура тухса тӑрать. Ҫавна май унта авари пулас хӑрушлӑх пысӑк.
Ленин проспектӗнче лару-тӑру тата йывӑртарах. Арканнӑ ҫул 10 метр таранах ҫитет. Халӑх фрончӗ муниципалитета ку ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернӗ. Усси пурах ҫав. Канашри хӑш-пӗр вырӑнти ҫула юсанӑ. Унта-кунта ӗҫе тӗплӗн туман, ҫапах пӑр вырӑнтан тапранни паха.