Канаш хулинчи Коллекторсен урамӗнчи ҫула вак кирпӗчпе тата пӑталлӑ хӑмасемпе юсанӑ. Унта темиҫе машина урапине шӑтарнӑ ӗнтӗ. Анчах ҫынсем ҫапах тарӑхмаҫҫӗ, ҫул юсанӑшӑн савӑнаҫҫӗ.
Халӗ унта пурӑнакан ҫынсем ҫӗнӗ ҫул ҫинчи пӑтасене тасатма тухаҫҫӗ. Ҫула саплама ҫӳп-ҫап илсе килнӗ, 25 тонна таякан эскаватор ӑна пусарнӑ. Ҫапах ҫӳп-ҫап ҫула туса пӗтерме ҫитмен – 200 метр ҫаплипех юлнӑ. Ҫынсен атӑ тӑхӑнса ҫӳремех тивет. Чылайӑшӗ вара ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмакпа ҫӳреме тахҫанах ӗмӗтленнӗ.
Хула администрацийӗн ЖКХ пайӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Байгулов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫав урамра мӗн тума пултарнине тунӑ. Ҫитес ҫул мӗн пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Шел те, ҫитес 2-3 ҫулта харпӑр секторти ҫулсене тума палӑртман.