Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илле Тӑхти

Илле Тӑхти (Илья Ефимович Ефимов) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Тӑвай районӗнчи Нӳшкассинче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Малтан Элпуҫӗнчи прихут шкулне ҫӳренӗ, унтан тӑван ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ. Каярах Сӗвери прихут шкулне куҫнӑ. 1903 ҫулта Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарие вӗренме кӗнӗ. 1908-1914 ҫулсенче вӑл Тавӑтри пуҫламӑш шкул (Чӑваш Республикин Элӗк районӗ) учителӗ. Ун хыҫҫӑн Вятка кӗпӗрнине куҫса каять, ҫулталӑкран ӑна пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине илнӗ.

Октябрьти революци хыҫҫӑн Тӑхти каллех халӑха вӗрентес ӗҫе кӳленнӗ: Шӑхранти (халӗ Канаш) кӑтартуллӑ шкулта, Ҫутӗҫ комиссариачӗн инспекторӗнче, Шупашкарти педтехникумра ӗҫлет, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1938 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта ӳпке чирӗпе вилнӗ.

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне 1905 ҫулта тытӑннӑ. 1906-1907 ҫулсенче семинарире тухса тӑнӑ «Шурӑмпуҫ» ятлӑ алҫыру журналне хутшӑннӑ, уйрӑмах йӑла-йӗрке ӳкерчӗкӗсем ҫырнӑ, фольклор пухнӑ. 1908 ҫулта арифметика задачникӗ пичетлесе кӑларнӑ, «Вутӑшпа чӑваш» юмах ҫырнӑ. 1911 ҫулта унӑн «Хураҫ» калавӗ Хусанта «Пуян пулас килсен, ак кӗнекене ил» ятпа тухать. Ҫак ҫулах «Тавӑт, Мӗлӗш, Шураҫ юррисем» кӗнеке кӑларать. 1914-1915 ҫулсенче Сарапулта вырӑсла тухса тӑнӑ «Кама» хаҫатра фельетонсем пичетлет. Совет саманинче сӑмах ӑсти «Элихун», «Колчак» тата «Самана сӑвви» поэмӑсем, калавсемпе повеҫсем калӑпланӑ.

Вӑл ҫырнисем: «Суйласа илнисем» (1960), «Поэзи, проза, публицистика» (1979) кӗнекесенче пичетленнӗ.

Статьисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Илле Тӑхти
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-09-16 17:40:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9824 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем