
Иртнӗ вырсарникун Вӑрнара кайса килме тӳр килчӗ. Станислав Упасси хӑйӗн патне чӗнчӗ те хирӗҫлесе тӑмарӑм, Шупашкартан 91 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хула евӗрлӗ посёлока ҫул тытрӑм. Унччен эп кунта пӗрре те пулманччӗ те унта мӗн курни-илтни пирки каласа парас терӗм. Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ.
Ку пурӑну вырӑнӗ хӑйӗн кун-ҫулне 1896 ҫултанпа пуҫлать пулас. Шӑп вӑл вӑхӑтра ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ тет. 1918 ҫулта кунта чукун ҫул станцине никӗслеҫҫӗ те ҫак ҫул посёлокӑн ҫуралнӑ ҫулӗ пулса тӑрать. Ятне юнашар юхакан юханшыв ятӗнчен параҫҫӗ. Пӗрремӗш пурӑнмалли ҫурта кунта 1919 ҫулта туса лартнӑ (ахӑртнех чукун ҫул йӗркеленӗ хыҫҫӑнхисене шута илни ӗнтӗ ку). 1938 ҫулта ӑна ӗҫ ҫыннисен посёлокӗ шайне хӑпартаҫҫӗ.
Хулара пурӗ 10 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Чи пысӑк кӑтарту 1997 ҫулта пулнӑ — вӑл вӑхӑтра ҫынсен хисепӗ 13 пинрен иртнӗ. Ун хыҫҫӑн 2014 ҫулччен ҫынсен йышӗ чакса пынӑ, 2015 ҫултанпа вара ӳссе пырать.

Хуть те мӗнле япалана та мӗнпе те пулин танлаштарсан пахалама пулать.

Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Вӑрнар районӗнчи пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 20 сехет те 30 минутра Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗнче алхасма тытӑннӑ. Унта чукун ҫулпа пыракан пуйӑс (вӑл юсав составӗ пулнӑ) хыпса илнӗ. Пуйӑс ҫинче чукун ҫул рельсӗ айне хуракан пӑрӑссем пулнӑ. Пурӗ 100 штук шпала.
Ӗнер 22 сехетре Канаш районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче уйрӑм ҫын ҫурчӗпе хуралтисем ҫуннӑ.
Паян ирхи 4 сехет те 30 минутра Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи склад ҫунма тытӑннӑ. Ҫав ҫуртран виҫӗ газ баллонӗ илсе тухнӑ. Пушара сӳнтерме 3 машина пырса ҫитнӗ.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫав кун поселокра 5-7 ҫулсенчи ача велосипедпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – вӑл пӗвене кӗрсе ӳкнӗ те унтан тухайман, вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем ача мӗнле вилнин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Вӑрнар поселокӗнче палламан арҫын микрозаймсен офисне кӗрсе унти ӗҫчене хӑратнӑ, 1200 тенкӗ йӑтса тухнӑ.
Ҫак ӗҫе тунӑ ҫын мӗнлерех курӑнни пирки пӗтӗм наряда ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра полици ветеранӗ Валерий Никифоров ҫывӑхра пулнӑ. Вӑл офиса ҫаратнӑ ҫын пек курӑнакан арҫынна асӑрханӑ та дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫак информаци йӗрке хуралҫисене ҫав арҫынна тытса чарма пулӑшнӑ. Вӑл – Вӑрнарта пурӑнакан 39 ҫулти ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ.

Арҫын ун патне банк ӗҫченӗсем шӑнкӑравланине ӗненнӗ те 400 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнарта арҫын полицие пынӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланине, хайӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнине пӗлтернӗ вӑл. Хайхискер лайӑх мар каланӑ: ун ячӗпе такам кредит илме хӑтланать-мӗн.
Капла ан пултӑр тесе палламан ҫын тӗрлӗ операци пурнӑҫалма ыйтнӑ. Вӑл каланине туса пырса арҫын тӗрлӗ счет ҫине 449 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ.
Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те.
Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ.
Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран.

Вӑрнарти васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем 68 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ, 01 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Фельдшерсем вырӑна ҫитсен арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пӗрремӗш медпулӑшу панӑ вӑхӑтра пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ.
Фельдшерсем чӗрине реанимаци тума тытӑннӑ, дефибрилляци тунӑ. Кӗҫех вӗсем тӑрӑшнипе пациент тӑна кӗнӗ, сывласа янӑ. Арҫынна Шупашкарти кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ.

Чӑваш Енри препаратсемпе банана эмеллеҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн тӑрӑхри предприятисем хӑйсен продукцине ют ҫӗршыва ӑсатма тытӑнчӗҫ. Иртнӗ ҫул, акӑ, Чӑваш Енри тата тепӗр 55 предприяти экспорта тухнӑ.
«Август» фирма туса кӑларакан пӗр препарат Эквадора ӑсанать. Унпа банан плантацийӗсене эмеллеҫҫӗ. Пӗлтӗр Эквадорти аграрисем 30 пин гектар лаптӑка чӑвашсен препарачӗпе сапнӑ.
Пӗлтӗрхи иккӗмӗш ҫур ҫулта Вӑрнарти фирма хӑйӗн продукцине Тунис, Алжир, Египет, Колумби, Марокко, Зимбабва тата хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсатнӑ. Бразилире туса илекен мамӑка та Вӑрнарти эмелпе им-ҫамлаҫҫӗ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай.
