
Чӑваш Енре вӑрманта пӗрремӗш экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ. «Вӑрман историне – ҫулҫӳрев» экомаршрут Вӑрнар лесничествинче вырнаҫнӑ.
Сукмак тӑршшӗ – 1,3 ҫухрӑм. Унта 7 чарӑну пур, вӗсенче ҫынсем чарӑнса юмансем, хырсем, юханшыв пирки нумай интереслине пӗлме пултараҫҫӗ.
Тавралӑх хитре. Унӑн илемӗпе киленме пулать. Ку кана мар, вӑрман историне, этимологине те пӗлме май пур.

Владимир хулинче йывӑр атлетика енӗпе «Ылтӑн куполсем» Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртнӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ тренерне Виктор Кузнецова халалласа йӗркеленӗ.
Пирӗн ентеш Алексей Кириллов ҫӑмӑл мар тупӑшура ылтӑн медаль ҫӗнче илнӗ. Вӑл «Август Вурнары» савутра машинистра ӗҫлет.
Ҫак савутрах ӗҫленӗ Андрей Алексеев та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменчен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын чӗрӗ юмана касса антарнӑ. Чӗрӗ йывӑҫа каснине асӑннӑ тӑрӑхри лесник асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Тӑкак 1 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йывӑҫ каснӑ ҫынна та кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Юманран вӑл хӗле валли вутӑ хатӗрлесшӗн пулнӑ иккен.

Улатӑр округӗнче регионсен хушшинчи «Чи лайӑх вӑрман касакан» конкурс иртнӗ. Унта хамӑр республикӑри, Тутарстанри, Мари Элти, Карели Республикинчи, Брянск облаҫӗнчи ӑстасем хушӑннӑ.
Вӗсем пилӗк тӗрӗслев витӗр тухнӑ: йывӑҫ каснӑ, сӑнчӑра улӑштарнӑ, туратсене иртнӗ тата ытти.
Пирӗн ентеш Артем Шашков профессионалсен йышӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Профессионал маррисен хушшинче 1-мӗш вырӑна - Йӗпреҫ лесничествинчи Владимир Борисов, 2-мӗш вырӑна - Улатӑр лесничествинчи Сергей Фадеев, 3-мӗш вырӑна Вӑрнар лесничествинчи Алексей Иванов йышӑннӑ.

Вӑрнар поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Львов спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче ылтӑн тата кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Узбекистанра пулнӑ.
Пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче тупӑшнӑ. Андрей Львов Никита Ющикпа ӑмӑртса ылтӑн медаль илнӗ. Хутӑш ӑмӑртура вара вӑл Дарья Елисеевӑпа тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Кӑҫал Вӑрнарти 1-мӗш шкул ҫумӗнче хушма ҫурт тума тытӑнӗҫ. Унта тепӗр 400 ача валли вырӑн пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра ку шкулта 863 ача вӗренет. Пӗлӳ ҫуртне 1920 ҫулта хута янӑ. Ӑна пысӑклатасси пирки 2021 ҫултах калаҫу пулнӑ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал утӑ уйӑхӗнче хушма ҫурт тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗ. Ку ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлемелле.
Сӑмах май, ҫак шкула 2020 ҫулта тӗплӗ юсама тытӑнӑ. Анчах авӑнӑн 1-мӗшӗччен ӗлкӗреймен. Ҫавна май район администрацийӗн пуҫлӑхне отставкӑна янӑ. Элтепер хушша-хуппа кӗрсен шкула юпа уйӑхӗн валли уҫнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан тутар хӗрарӑмӗ Фарида Шевнина паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 96 ҫул тултарнӑ.
Фарида Ризаевна 1928 ҫулта Тутарстанри Пӑва районӗнчи ялта ҫуралнӑ. Ҫемьере тӑватӑ хӗр тата усрава илнӗ ывӑл пулнӑ. Пурнӑҫ ҫӑмӑл пулмасан та Фарида вӗренме ӗмӗтленнӗ. Ҫемье кӑштахран Чӑваш Енри Вӑрнар посёлоене куҫас килнӗ. Шкул пӗтерсен хӗр электромеханика техникумне вӗренме кӗнӗ. Унтах пулас мӑшӑрӗпе Юрий Шевнинпа паллашнӑ. Техинкума хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ хӗре Шупашкарти Электроаппаратура заводне направленипе ӗҫе янӑ. Унтах Юрий Александрович та тӑрӑшнӑ. Вӑл заводра ертсе пыракан должноҫсенчен пӗрне йышӑннӑ. Мӑшӑр 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗсен ачисем паян тӑваттӑн.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе кинемее соцаллӑ ӗҫчен пулӑшать.

Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ.
Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне.

Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Физер уроксенче Иван Яковлевпа паллаштарасшӑн.
«Чӑваш Енри ҫулталӑк учителӗ – 2019» конкурс ҫӗтерӳҫи тата лауреачӗ хӑйӗн педагогика опычӗпе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм уроксенче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартать.
Педагог тата вӗрентекен шухӑшланӑ тӑрӑх, Иван Яковлев — наци паттӑрӗ. Чӑваш Енре ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ-ха, анчах ун пирки республика тулашӗнче те пӗлмелле, ун ҫинчен ытти чӗлхепе те каласа кӑтартмалла тесе шухӑшлать Ольга Валериановна.

Истори предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Республикӑри виҫӗ ҫамрӑк 100 балл пухнӑ.
Вӗсен йышӗнче - Патӑрьелти 1-мӗш шкулӗнчи Самира Хусетдинова, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти Елизавета Воробьева, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Артем Трофимов.
