Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вулавӑшсем

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17:00 сехетре Шупашкарти наци вулавӗшӗнче «Администрациллӗ явапа тыттарнӑ чухне граждан ирӗкӗсене хӳтӗлесси» ыйтупа мероприяти иртет.

— Эпир ӑна пӗрремӗш хут мар ирттеретпӗр. Пӗлтӗрхи сӑнавсем тӑрӑх администрациллӗ явапа тытарнӑ чухне граждан ирӗкӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем халӑхӑн час-часах чиксе тухаҫҫӗ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн ирӗкпе тивӗҫтерекен прокурорӑн аслӑ пулӑшаканӗ Альберт Петров.

Прокуратура ӗҫченӗсем хула ҫыннисене администрациллӗ явапӗн саккун положенийӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ, килнӗ халӑхӑн ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62933.html
 

«Ӳссен эсӗ кам пулатӑн?» — ҫакӑн пек калаҫу пулса иртрӗ ӗнер республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче. Мероприяти хулари 20-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе иртрӗ. Вӗсем Наталия Герасимова класс ертӳҫипе пырса ҫитрӗҫ.

Аслӑ классене ҫитсен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ҫул юппине пырса тухать: унталла каймалла-и е кунталла-и? Тен, унта та, кунта та мар, пачах тепӗр енне?.. Ҫапла пуҫ ватнӑ самантра вырӑссен пӗр юмахӗнчи самант аса килӗ. Астӑватӑр-и: сулахаялла кайсан вилӗм тупӑн, сылтӑмалла кайсан лашуна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан телей тупӑн тенӗччӗ-и-ха унта?.. Ҫапла, юмахра ӑҫта кайсан мӗн пулассине калаҫҫӗ хӑть. Пурнӑҫра вара апла мар — ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивет.

«Епле професси суйлассине палӑртнӑ-и-ха эсир?» — ыйтрӗ ачасенчен вулавӑшӑн информаципе библиографи уйрӑмне ертсе пыракан Наталья Петроградская библиотекарь. «Космонавт!» — шӳтленӗн туйӑнчӗ ачасенчен пӗри (чӑннипех ҫавӑн патне ӑнтӑлать пулсан ӑна ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать). «Учитель», «инженер», — хуравларӗҫ хӑшӗсем. Чылайӑшӗ вара шарламарӗ.

Ҫӗр ҫинчи ҫӗр-ҫӗр профессирен пӗри — журналист. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартрӗҫ те ачасене библиотекарьсем.

Малалла...

 

Майков Е.А. сӑнӳкерчӗкӗ
Майков Е.А. сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, акан 24-мӗшӗнче, М.И.Скворцов хатӗрленӗ икӗ томлӑ Вырӑсла-чӑвашла сӑмах кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑскер Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре пуҫланчӗ.

Савӑнӑҫлӑ пухӑва филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сӑмах кӗнеки, ярӑмлӑ кӑларӑм тата электронлӑ энциклопеди пайӗн пуҫлӑхӗ Дегтяров Г.А. ертсе пычӗ, ӗҫтешӗн сулмаклӑ утӑмӗсем ҫинчен каларӗ, словарь тӑвас ӗҫ йывӑр пулнине палӑртрӗ.

Пысӑк залра лӑк тулли халӑх. Тухса калаҫакансем хушшинче Михаил Ивановичпа пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗренекенӗсем пулчӗҫ. Вӗсем словарь ӑстин паха енӗсене палӑртса хӑварчӗҫ, сӑмах кӗнекине пахаларӗҫ. Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Лизакова Р.М. ӑсчаха малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунчӗ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Иванова Н.

Малалла...

 

Муркаш районӗнчи Турай вулавӑшӗнчи ачасем
Муркаш районӗнчи Турай вулавӑшӗнчи ачасем

Республика шайӗнче 11 хут иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2011 ҫулти чи нумай вулакан кӗнеке» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Аса илтеретпӗр: унта республикӑри кашни вулавӑш тенӗ пек хутшӑнса халӑх кӑмӑллакан кӗнекене суйларӗҫ.

Хаклавҫӑсен йышӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Виталий Григорьевич Родионов, Чӑваш кӗнеке издательствин директор ҫумӗ Галина Алексеевна Матвеева, ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Вера Витальевна Никифорова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш литература кафедрин преподавателӗ Николай Николаевич Осипов, И.Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Петровна Чекушкина-Нарпи, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеке» центрӗн заведующийӗ Галина Павловна Соловьева пулчӗҫ. Вӗсем пурӗ 151 кӗнеке пӑхса тухрӗҫ.

Чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртма хаклавҫӑсен пурӗ 61 451 ыйтӑм хутне тишкерме тиврӗ. Ӑмӑртӑва элӗксем хастар хутшӑнни палӑрчӗ — вӗсем 12 960 анкета ҫырса тултарнӑ иккен! Ҫавӑн пекех Патӑрьел, Вӑрмар, Елчӗк районӗсене асӑнма пулать — вӑл тӑрӑхсенчен килнӗ ыйтӑм хучӗсен йыше 8 553, 6 202, 5 418 пулчӗ.

Малалла...

 

Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Пултаруллӑ сӑвӑҫсем пирӗн халӑхӑн сахал мар пулин те Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ Алексей Аттил вӗсен йышӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Пурӑннӑ пулсан паян вӑл 70 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман унӑн, вӑтӑр улттӑра ҫӗре кӗнӗ.

Алексей Аттил (ашшӗпе Васильевич) хӑйӗн сӑввисене васкамасӑр ҫырнӑ, — пӗлтерет Вениамин Тимуков: «Вӑл хыпаланмасӑр, чунра капланнӑ шухӑш-туйӑма ҫынсене каласа памасӑр пурӑнма май ҫук чухне кӑна сӑвӑсем хывнӑ». Ҫавӑнпах пулӗ, вӗсем нумаях мар пулин те, кашни сӑввинче тенӗ пекех тарӑн философи вуланать.

Алексей Аттилӑн сӑввисем уйрӑммӑн пӗр кӗнекере ҫеҫ тухнӑ — «Илем» ятлинче (1985). Паян эпир ҫав кӗнекене электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗмӗр — пултаруллӑ сӑвӑҫӑн ӗҫӗпе унта туллин паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/lib/keneke/76.html
 

Вулавӑшри кӗнеке куравӗ
Вулавӑшри кӗнеке куравӗ

Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри ял вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ тӗлне «В творческом горении — высшая радость» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Гордимся своим земляком» тата «О театре». Пӗрремӗш пайне Ефим Никитин паллӑ драматурга халалланӑ. Ефим Никитич хӑйӗн хайлавӗсене чӑвашла кӑна ҫырнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курав ятне вырӑсла парас тенӗ. Мӗн тейӗн, самани ҫапла — чӑвашла йӗркелеме хал ҫитмест ҫав хӑшӗ-пӗрисен. Арапуҫра ҫуралса ӳснӗ Ефим Никитин ку тӗлӗшпе пӗр-пӗр шӳт шутласа тупӑччех ӗнтӗ.

Тепӗр пайӗ вара театр ҫинчен каласа парать — вулакансем Надежда Павлова тата ытти паллӑ артистсем пирки пӗлме пултарӗҫ.

 

Ҫак кунсенче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Толик Хураски ял вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ поэма» ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен кӗнеке ҫӳпҫинче упранакан «Нарспи» поэмӑллӑ пур кӗнекене те кӑларса хунӑ. Вулакансем паллашмалӑх унта вырӑсла кӑларӑмсем те пур.

Чӑн та, ҫак поэма тухнаранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те вӑл халӗ те чылай сӑвӑҫа, нумай ҫыравҫӑна, ҫав шутра композитора та хавхалантарма пултарать — ҫӗнӗ сӑвӑ-калав ҫырма, юрӑ хайлама.

 

Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшри ял вулавӑшӗнче Герасим Харлампьев-Пилеш ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ.

Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ.

Герасим Харлампьев 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхи курсӗ уҫалнӑ. Ӑна чӑвашла пач пӗлмен ҫынсем валли йӗркеленӗ. Вӗренекенсем чӑвашла вулама-ҫырма хӑнӑхӗҫ, тӑван чӗлхепе пуҫламӑш пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене пирӗн халахӑн кун-ҫулӗпе тата йӑли-йӗркипе кӗскен паллаштарӗҫ. Вӗренӳ 10 ҫын пухӑнсан пуҫланмалла.

Пуҫламӑш курсра сахалтан та 10 урок пулмалла, вӗсем эрнесерен иртӗҫ. Тӳлевлӗ — пӗр урок хакӗ 100 тенкӗ.

Ыйтса пӗлтмелли инҫесас номерӗ: 62-10-70 (хушма номер 146).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i715.html
 

Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче вырнаҫнӑ клуб-музей ӗҫченӗсем уйӑхра икӗ хутччен килсерен ҫӳреҫҫӗ. Кашни вулакана кӗнекепе тивӗҫтерес тесе ырма-канми тӑрӑшаҫҫӗ: вулавҫӗсем ыйтакан кӗнекесемпе тивӗҫтереҫҫӗ, ҫӗннисем пирки каласа параҫҫӗ.

Куҫса ҫӳрекен вулавӑшпа тӑтӑшах усӑ куракансен шутне пушӑн 8-мӗшӗнче 92 ҫул тултаракан Трофимова Клавдия Ивановна та кӗрет. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче 4 ача ӳстерсе 8 мӑнукпа тата мӑнуксен 7 ачипе савӑнса пурӑнакан кинемей чӑвашла хаҫат тата кӗнеке вулама юратать. Вулавӑш ӗҫченӗсем те вӑл ыйтнӑ кӗнекесене вӑхӑтра илсе килсе пама тӑрӑшаҫҫӗ!

 

Страницӑсем: 1 ... 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, [75], 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть