Шупашкарта кашни шӑматкун хускану тума пуҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ирхи 10 сехетре пурне те Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Низами» тата «Спартак» стодионсенче, ЧР Наци вулавӑшӗн, «Салют» тата Трактор тӑвакансен культура керменӗсем умӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех «Университет» микрорайонта, Шумилов урамӗнчи 17-мӗш шкул, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 37-мӗш шкул умӗсенче, Хӗрлӗ тӳремре, Атӑл леш енче те хускану тӑвӗҫ.
Лакрей вӑрманӗнче спорт уявӗпе килӗшӳллӗн ташӑ, фитнес-аэробика, йога енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка тӗпелӗ «Наци вулавӑшӗнчи музыка кӗҫнерникунӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртсе ҫурлан 28-мӗшӗнче «Чун кӗвви» классика музыкин каҫне йыхравлаҫҫӗ.
Концерт программине тӗнчери музыка классикин хайлавӗсене кӗртнине пӗлтернӗ. Вӗсене симфони оркестрӗпе симфони капеллин солисчӗсем шӑрантарӗҫ.
Акт залӗнче «Ылтӑн музыка классики» кӗнекесен, нота тата мульти-медиа кӑларӑмӗсен куравӗ йӗркелӗҫ.
Уяв каҫхи 6 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Айхи — Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, Ф. Петрарка Хрантсуссен академийӗн, Кӑнтӑр Тироль премийӗн, Б. Пастернак тата ытти преми лауреачӗ. Патӑрьелсем ун ячӗпе пушшех мӑнаҫланма пултараҫҫӗ. Ара, вӑл унти чӑваш-ҫке.
Вырӑс чӗлхипе ҫырса тӗнчене чапа тухнӑ чӑваш поэчӗ малтанхи сӑввисене тӑван чӗлхепе ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем 1949 ҫулта пуҫласа кун ҫути курнӑ. Айхин кӗнекисем каярах Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшӑра, Венгрире, Югославинче, Нидерландра, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгаринче, Турцинче тата Японире пичетленнӗ.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗн вулав залӗнче «Тӗнче пӗлет Айхине» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем, поэмисем, маларах икӗ томпа пичетленнӗ ҫырнисен пуххи, Айхи пирки унӑн тусӗсемпе паллаӑ ҫынсем аса илнисем вырӑн тупнӑ.
Куравӑн пӗр пайне поэтӑн йӑмӑкне, Ева Лисинӑна, халалланӑ. Вӑл — ятлӑ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 26-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ.
Куславккари тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ав Геннадий Николаевича халалланӑ буклет евӗр кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна «…Тише смерти и тише тебя…» ят панӑ.
Буклетра Геннадий Айхи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Унта вӑл 1960–1970 ҫулсенчи авангард ӳнерӗн лидерӗ, вырӑс сюрреализмӗн пуҫаруҫи пулнине, чӑваш поэзине тата культурине тӗнчере сарассишӗн нумай тӑрӑшнине асӑннӑ.
Буклета Ева Лисина Геннадий Айхине халалласа ҫырнӑ «Плач по брату» реквием пуянлатать.
Каникул вӗҫленсе пырать. Ӑна ачасем асра юлмалла ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем кӳлӗ хӗррине вӑлта йӑтса чупаҫҫӗ, теприсем пахчара ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ. Муркаш ачисем вара ача-пӑча вулавӑшӗнче «Симӗс кӗнеке» кӗнекепе паллашнӑ.
5-мӗш класа куҫнӑ шӑпӑрлансем эмел курӑкӗсем пирки вулас пӗлнӗ, вӗсем ҫинчен хывнӑ сӑвӑсемпе тата халапсемпе паллашнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене эмел курӑкӗсене епле уйӑрмаллине, вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине каласа кӑтартакан кӗнекесемпе те паллаштарнӑ. Юлашкинчен ачасем усӑллӑ курӑксенче вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Сӑнсем (8)
«Иккӗмӗш Сӑпасра чухӑн та панулми ҫиет», — тенӗ авалтан. Ҫинӗ чухне вара лайӑххи пирки ҫеҫ ӗмӗтленмелле тесе аса илтереҫҫӗ Елчӗкри тӗп вулавӑшра. Ҫӑпасра панулми ҫинӗ чух ӗмӗтленни пурнӑҫланать имӗш.
«Сӑпас сӗтелӗ апат-ҫимӗҫпе тулӑх. Ку вӑхӑтра пахча ҫимӗҫ те, улма-ҫырла та пиҫсе ҫитет. Улмуҫҫийӗ те йӑтӑнса ларать. Ҫанталӑк, ҫуллахипе танлаштарсан, йӑвашланни палӑрать. Ахальтен мар ваттисем: «Иккӗмӗш Сӑпасран алсиш хатӗрле», — теҫҫӗ. Ку уяв хыҫҫӑнхи ҫумӑр ҫӑкӑра ҫӗртни ҫинчен те калаҫҫӗ халӑхра. Апла пулсан хӗвел те вӑрмансем, уйсем урлӑ ура яни куҫ кӗретех», — тесе тишкернӗ авалтан сӑнанине асӑннӑ культура учрежденийӗ.
Виҫӗ Сӑпас хушшинче вӗҫен кайӑксем те кӑнтӑр енне кайма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫак кунран кӗрхи тырӑсене акма юрать.
Елчӗкри тӗп вулавӑшра «Виҫӗ сӑпас» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ҫак куравра вулакансем тӗн уявӗсен пӗлтерӗшӗпе историне, халӑхӑн авалтан пыракан йӑли-йӗркипе паллашма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех халӑхра ҫанталӑка анлӑн сӑнанисем ҫинчен те.
Сӑмахран, панулми Сӑпасӗ мӗнле пулать, Пукравра та ҫавнашкал кун кӗт. Е тата иккӗмӗш Сӑпасри ҫанталӑк кӑрлачрипе пӗр килет, теҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче чылай ҫыравҫӑпа сӑвӑҫ ҫуралса ӳснӗ. Вӗсен кӗнекисене районта кӑна мар, республикӑра та пӗлеҫҫӗ тата хаваспах вулаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗн ача-пӑча уйрӑмӗнче вулакансене районта ҫуралса ӳснӗ тата пурнҫне Хӗрлӗ Чутай районӗпе ҫыхӑнтарнӑ писательсен ӗҫӗсемпе ытларах паллаштарас тесе тӗрлӗ авторсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗ.
Куравра 30 кӗнеке ытла. Петӗр Ялкир, Иван Лисаев, Александр Угольников, Иван Данилов, Александр Трофимов, Тамара Шачкова, Галина Зотова ячӗсене вулакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Куравра ҫавӑн пекех юлашки вӑхӑтра сас панӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен кӗнекисем те вырӑн тупнӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗ ыран, Хула кунӗнче, пурне те «Литература картишне» чӗнет. Вӑл 17 сехетре вулавӑш умӗнче Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫланӗ.
Картишре кашниех хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пултарӗ. Кашнинех алла кӗнеке тытма май пулӗ. Унтах «Шӑккалатри поэзи» акци, «Тӗкпе ҫырни» ӑсталӑх класӗ, мини-вулавӑш, экспресс сасӑлав, кӗнеке куравӗ иртӗ.
«Литература картишӗнче» «Отпуска — кӗнекепе» турист палаткинче канма та май пулӗ. Юратнӑ сӑввине вулакансене пылак парнепе чыслӗҫ. Унтах электрон вулавӑшпа паллашма пулать. Кашниех пичет е электрон кӗнекешӗн сасӑлама пултарӗ.
Тӗнче поэзийӗнче сумлӑ ят ҫӗнсе илнӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа ҫурлан 21-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫав чӑваш литературӑна ҫӗнӗ сывлӑш кӗртнӗ. Раҫҫейре ӑна перестройка текен самана вӑхӑтӗнче кӑна пичетлеме тытӑннӑ, тӗнчере вара ӑна тахҫанах авангардист-сӑвӑҫ евӗр пӗлнӗ.
Юбилей тӗлне республикӑра кӑҫал ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 19–28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче поэта асӑнса «Г. Айхин литература картти» курав йӗркеленӗччӗ. Шкул ачисем валли ун чухне информаци сехечӗсем те иртнӗччӗ. Айхин пултарулӑхне хаклакансем пушӑн 29–30-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗнче «ГолосА» сӑвӑ фестивальне пухӑннӑччӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Чӑваш наиц музейӗ «Айхин литературӑри ҫулҫӳревне» йыхравлать. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Айхин художество тӗнчен хӑйне евӗрлӗхне халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулмалла. Унпа пӗр вӑхӑтрах Наци вулавӑшӗ «Г. Айхин сӳнми ҫути» курав уҫӗ.
Атнер Хусанкайпа Ева Лисина пуҫарнӑ Геннадий Айхи ячӗллӗ фонд тӗрлӗ проект йӗркелесшӗн.
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял администрацийӗн чи пысӑк та ҫутӑ кӗтесне вулавӑш валли уйӑрни пирки пӗлтерет «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат. «Юмах тӗнчинче», «Ӗмӗр манми ҫӗнтерӳ», «Юратнӑ енӗм, Елчӗк ен», «Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкар» чӑвашла ҫырнӑ стендсен ячӗсем вулавӑша пуянлӑх сӗмӗ кӗртсе алӑк уратинченех хӑйсем патне туртаҫҫӗ иккен унта. «Чӑвашла кунта, йӑлтах чӑвашла Елчӗк тӑрӑхӗнче. Тӑван чӗлхене хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ», — пӗтӗмлетнӗ вӑл тӑрӑхра пулнӑ хаҫатҫӑ. Пӗр кӗтесе вырнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑх тумӗллӗ пуканесенчен куҫа илме ҫук-мӗн. Вӑййа тухмалли аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, умне шурӑ саппун ҫакнӑ чӑваш хӗрӗ те, пуян ҫи-пуҫлӑ чикан майри те пур кунта. Хӗрачасем ҫитӗннӗ май выляма пӑрахнӑ кивӗ пуканесене чун кӗртекенӗсем — вулакансем. Вӗсем «Ӑстапи» кружока ҫӳреҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑт тупса тӗрлеҫҫӗ те, ҫыхаҫҫӗ те. Ӑна Светлана Агеева библиотекарь ертсе пырать. Йӗри-тавра — ешерекен хитре чечексем, чӑваш тӗррисем иккен...
«Ӑҫта мӗнле пулӗ, пирӗн ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансем пур. Ачасем библиотекӑран тухма пӗлмеҫҫӗ. Хуларан асламӑшӗ, кукамӑшӗ патне канма килнисем ҫӑвӗпех кӗнеке йӑтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |