Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнчи вулавӑшра Литература ҫулталӑкне халалласа «Эпӗ вулатӑп! Эпир вулатпӑр! Пурте вулаҫҫӗ!» уяв иртнӗ.
Ҫав кун вулавӑша 4-мӗш класра вӗренекен ачасем килнӗ. Вӗсем кӗнеке тӗнчипе паллашнӑ. Вӗсен пӗлӗвне тӗрӗслес тӗллевпе викторина ирттернӗ, тупмалли юмахсен хуравӗсене пӗлнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Т.А.Чамеева шӑпӑрлансене кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Кӗнеке мӗн ҫинчен пулнине пӗлмешкӗн умсӑмаха, аннотацие вуламалли пирки каласа кӑтартнӑ вӑл. Кӗнеке вуланӑ чухне алӑ айӗнче хутпа кӑранташ пулмлалли пирки те асӑрхаттарнӑ вӑл. Ара, кун пек пӗлмен сӑмахсене ҫырса хума, вӗсене пӗлтерӗшне сӑмахсарта пӑхма пулать-ҫке-ха.
Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене пӗр кӗнекене алла тытса тӗплӗн вулама, пӗр страницӑна та сиктермесӗр тӗплӗн тишкерме сӗннӗ.
Ҫаксем йӑлтах ачасене малашнехи пурнӑҫра кирлӗ пулӗҫ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ.
Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла.
Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула.
«Чӑвашгражданпроект» институтра Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗн Альфред Ибрагимовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унта пуҫтарӑннӑ йышлӑ хӑнасем унӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ. Ибрагимовӑн ӗҫӗсен шутӗнче — юсаса ҫӗнетнӗ Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн ҫурчӗ, «Мегаполис» ҫурчӗ, «Республика» бизнес-центр, «Волга-Премиум» хӑна ҫурчӗ, Шупашкарти Гладков урамӗнчи «Хаклык» мечет, «Волжский-2» микрорайонти, Мускав проспектӗнчи, Горький проспектӗнчи, Ахазов тата Гагарин урамӗсенчи ҫуртсемпе предприятисем.
Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин Альфред Лукиановича унӑн биографийӗнче хисепе тивӗҫ страницӑсем тесе ырланӑ. Чӑн та, унӑн ӗҫӗсене Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Стройминӗн Хисеп хучӗсемпе, Раҫҫейӗн архитекторсен союзӗн медалӗпе палӑртнӑ.
Елчӗк районӗнчи Таяпа Энтри ялӗ Литература ҫулталӑкне «Нарспи» поэма авторӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ уяв каҫӗпе уҫнӑ.
Вулавӑша пухӑннисем Константин Иванов пирки ҫырнӑ материалсемпе, унӑн «Нарспи» поэмипе паллашма пултарнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен И.В.Ванюшина пурне те чӑваш поэзийӗн классикӗн Константин Ивановӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Хӑтлав слайчӗсем калаҫӑва тата пуянлатнӑ.
Вулавӑш ӗҫенӗ З.П.Ефремова кӗнеке куравӗпе усӑ курса «Нарспи» поэма пирки каласа кӑтартнӑ. Константин Иванова халалланӑ кӗтесе вулакансен ӳкерчӗкӗсене, тӗррисене вырнаҫтарнӑ.
Мероприятире чылайӑшӗ «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Унтах «Нарспипе Сетнер», «Икӗ хӗр» сценкӑсем лартнӑ.
Юлашкинчен викторина ирттернӗ. Унтан пурте пӗрле «Вӗренекенсен сасси» стена хаҫачӗ кӑларнӑ.
Сӑнсем (14)
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче те ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа ятарлӑ уяв йӗркеленӗ.
Уява Татьяна Мироновӑпа Зоя Семенова ертсе пычӗҫ. Уяв залне Пӗрҫырланти шкулти вӗренекенсем — «Рукавичка» кружок ӑстисем ӑсталанӑ пуканесен куравӗпе пуянлатнӑ. Кунтах Сӑкӑт тӑрӑхӗнчи поэтсемпе ҫыравҫӑсен кӗнекисен куравӗ! Малтанах «Руквички» кружок ертӳҫине Ирина Вячеславовна Григорьевӑна тата Зинаида Георгиевна Хондярова вӗрентекене, Сергей Охтеровпа Катя Тигушкина вӗренекенсене районта Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа иртнӗ «Литература геройӗсем патӗнче хӑнара» уява хастар хутшӑннӑшӑн Пӗрҫырлан шкул директорӗ Любовь Николаена Былинкина Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
Ҫак шкулти 6-мӗш класра вӗренекен Сергей Охтеров та хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут курав йӗркелерӗ, вӑл хӑй килӗштернӗ паллӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене сӑнарлама юратать иккен! Ку тӑрӑхра паллӑ ҫыравҫӑсем Урапакассинчи Алексей Медведев, Палтайри Борис Чиндыковпа Валерий Муравьев, Мӑн Йӗкӗтри Николай Александров композитор-поэт ҫуралса ӳснӗ.
Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать.
Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой.
Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман.
Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать.
Шупашкарти вулавӑшсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халех хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем «Салтака ҫыру ҫыр» акци пуҫараҫҫӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Акцие ятаралса Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Салтака 10–16 ҫулсенчисем ҫырма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсенче кирек мӗн пирки те шӑрҫалама пултараҫҫӗ: малашлӑх пирки каласа кӑтартма, хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарма, ырӑ сӑмахсем калама…
Ҫырӑва алӑ вӗҫҫӗн ҫырма та, компьютерпа пичетлеме те юрать. Мӗн чухлӗ ҫырас килет — тархасшӑн. Ҫырусене Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча вулавӑшӗсенче йышӑнаҫҫӗ.
Акци пирки тӗплӗнрех mayak.cheb.ru тата vk.com/cheblib21 сайтра пӗлме пулать.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ. Ҫынсене вулавӑша илӗртмелле, мӗнпе те пулин тӗлӗнтермелле. Ҫапларах тӗллев лартаҫҫӗ вӗсем.
Мероприятисем йӗркелеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче эрнипех «Полигон» лапамра Франци фильмӗсене кӑтартаҫҫӗ. Кунашкал фильмсене кинотеатрсенче кӑтартсах каймаҫҫӗ. Вӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
«Полигон» пултарулӑх лапамӗн директорӗ Михаил Кузьмин пӗлтернӗ тӑрӑх, Франци институчӗ 7 фильм панӑ. Кашнин теми расна: камит, драма, анимации, документаллӑ кино.
Лапама Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи вулавӑш ҫумӗнче йӗркеленӗ. Вӑл хӑйне евӗр культура тавралӑхӗ.
Литература ҫулталӑкӗнче тата мӗнле мероприятисем йӗркелӗҫ? Пултарулӑх пӗрлӗхӗсем, тӗрлӗ клубсем уҫӗҫ, ҫамрӑк вулавҫӑсен шкулӗ ӗҫлӗ. Кӑҫал вулавӑшсен сӑн-сӑпачӗ тӗлӗшпе те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесшӗн.
Ҫулла уҫӑ сывлӑшра кӗнеке вулассине каллех йӗркелӗҫ. Вӗсем кӳлмекре, суту-илӳ центрӗсен ҫумӗнче, Республика тӳремӗнче пулӗҫ. Электронлӑ кӗнеке вулакансем валли те хыпар пур. Вӗсем валли лицензиллӗ кӑларӑмсене тӳлевсӗр илме май туса парӗҫ.
Паян, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, влаҫсен официаллӑ порталӗ ЧР Наци вулавӑшӗ шкул ачисем хушшинче Раштав поэзи ӑмӑртӑвне ирттерни пирки пӗлтерет. Вӑл «Раштав уявӗ — юлташсемпе пӗрле» фестивальпе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Шупашкарти 59-мӗш шкулти «Калаҫакан калем» студи тата 62-мӗш шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ. Иккӗмӗшӗсем поэзи конкурсне пӗрремӗш хут хутшӑннине палӑртмалла.
Вӗсене ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем хакланӑ. Анна Никифорова, Мария Печенкина, Андрей Ромашкин, Анна Цаплева ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене тивӗҫсе 1-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Юлия Маркитанова, Мария Митрофанова, Елена Аникина, Артем Мохов тивӗҫнӗ. Ыттисем конкурс лауреачӗсем пулса тӑнӑ.
Кунашкал поэзи ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗнче 7-мӗш хут иртнӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче эпир хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтларӑмӑр. Мероприятие пӗр 20 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Хӑтлава (презентацие) Николай Егорович Лукианов ертсе пычӗ, тухса калаҫакансем йышӗнче схемӑна хатӗрленӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, Праски Витти ӳнерҫӗ, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Владимир Милютин хореограф тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсем схемӑна кӑларнине ырларӗҫ, ӑна халӑх патне епле ҫитермеллине сӳтсе яврӗҫ, сӗнӳсемпе канашсем пачӗҫ.
Хӑтлавӑн иккӗмӗш пайӗнче Сергей Щербаков историк пухӑннисем умӗнче 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ чӑваш ҫарӗн пӗрремӗш пухӑвӗ ҫинчен каласа пачӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл ҫак пуху хӑй вӑхӑтӗнче самай пысӑк йӗр хӑварни пирки, унта тунӑ йышӑнусемпе кайран автономи йӗркеленӗ чухне те усӑ курни ҫинчен пӗлтерчӗ. Итлекенсемшӗн ку доклад питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — ыйтусем умлӑн-хыҫлӑн пулчӗҫ, Щербаков историк вара вӗсене хуравсӑр хӑвармарӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми иртнӗ ҫулталӑкӑн раштав уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче А1 форматпа пичетленсе тухрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |