Наци вулавӑшӗнче паян Николай Теветкелӗн ҫуралнӑ кунне палӑртса культура ӗҫченӗсем тата тӑванӗсем пухӑнчӗҫ. Мероприятие вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева ертсе пычӗ.
Николай Теветкел 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн чикки ҫумӗнче вырнаҫнӑ Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тӗрлӗ ӗҫе алла илнӗ, тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ — платникре те, малярта та, ӳнерҫӗре те. Паллӑ сӑвӑҫ 20 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн пултарулӑхӗпе эпир «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем», «Хура сулӑ», «Сывлӑмпи», «Хӗвел кӗлти», «Авӑн уйӑхӗ», «Марине вӑййисем», «Пушӑ гильза» тата ытти кӗнекесенче паллашма пултаратпӑр. «Киремет» трагедийӗ тӑрӑх вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑччӗ.
Николай Теветкел чӑваш культурине ытларах енӗпе сонетсем ҫырса пуянлатрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑста тӑлмач та. Вӑл тӑрӑшнипе эпир А. Рембон, В. Гюгон, Р. Киплингӑн, А. Мацкевичӑн, Уильям Шекспирӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе чӑвашла паллашма пултартӑмӑр.
Пултарулӑх каҫӗнче Николай Теветкелӗн ӑсталӑхне палӑртрӗҫ, сӑвӑҫ питӗ пысӑк сӑмах ӑсти пулнине каларӗҫ.
Кӑҫал «Тӑван Атӑл» литература журналӗ тухма пуҫланӑранпа 85 ҫул ҫитет. Ҫавна май Йӗпреҫри тӗп вулавӑшра «Тӑван Атӑл» журнал страницисем тӑрӑх» курав ӗҫлет.
Асӑннӑ вулавӑшра «Тӑван Атӑла» ҫынсем юратсах вулаҫҫӗ. Ӑна илес тесе черет те кӗтеҫҫӗ-мӗн. Чылайӑшӗ пӗр номерне те сиктермест, йӑлтах вулать. Курав утӑ уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче ӗҫлӗ.
«Тӑван Атӑл» журнал, чӑваш писателӗсен кӑларӑмӗ, 1931 ҫултанпа тухса тӑрать. Халӗ ӑна «Хыпар» Издательство ҫурчӗ кӑларать. 1940-1944 ҫулсенче журнал «Илемлӗ литература» ятпа тухса тӑнӑ. 1965 ҫулччен литература альманахӗ пек тухнӑ. Журнала тӗрлӗ ҫулта Илья Тукташ, Аркадий Ӗҫхӗл, Ҫемен Элкер, Ухсай Яккӑвӗ, Александр Кӑлкан, Василий Алагер, Уйӑп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Пётр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Фёдор Агивер ертсе пынӑ. Халӗ унӑн редакторӗ — Василий Кервен (тӗп редактор — Михаил Арланов).
Шупашкарта мобильлӗ вулавӑшсене тахҫанах вырнаҫтарма тытӑннӑ. Халӗ тепӗр ҫакнашкал вулавӑш ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӳлмекре вырнаҫнӑ.
Вулавӑша ҫак кунсенче уҫнӑ. Унта тӗнче классики пур ӳсӗмрисем валли те пур. Кӗнекесене телефон ҫине ӳҫласа илес тесен QR-кодсене вулакан программа лартмалла. Телефонран 3G е Wi-Fi-па усӑ курса тӗнче тетелне кӗме пулать тӗк ҫеҫ.
Ахаль кӗнекесене те вулама пулать унта. «Буккроссинг» акципе килӗшӳллӗн, кашни енче ятарлӑ ҫӳлӗксем вырнаҫтарнӑ. Кӗнекесемпе ылмашӑнма май пур.
Вулавӑш ҫӳлӗкне кашниех пуянлатма пултарать. Килте ахаль выртакан кӗнекесене йӑтса килмелле ҫеҫ. Вӗсемпе ыттисем паллашӗҫ.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Вула, район» ятпа урамри вулав вырӑнӗсем уҫнӑ. Шупашкарта та ун пеккисем уҫнӑ-ха, анчах районта хӑйӗн специфика иккенне кура ҫавна та шута илме тивет.
Район центрӗнче кӑна мар, ялсенчинче те ҫуллахи вулав вырӑнӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем кӗҫнерникунсерен ҫу каҫипех ҫынсене кӗтӗҫ.
Кӳкеҫре уҫӑ вырӑнти вулав залӗсене Тӗп вулавӑш умӗнчи лапамра, «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн Бичурин пахчинче тата Советски урамри 69-мӗш ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ ача-пӑча лаптӑкӗнче йӗркеленӗ.
Ҫуллахи вулав вырӑнӗсене район центрӗнче ӗнер уҫнӑ.
Мероприятин тӗп хӑни И. Ильфпа Е. Петровӑн «Двенадцать стульев» романӗнчи Остап Бендер пулнӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсем кӗнекене кино ҫӗнӗ пурнӑҫ кӗртме пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Первомайски ял вулавӑшӗнче иккӗн вӗсем: Тихоновӑпа Степанова. Ӗҫӗ те ҫавӑнпа курӑмлӑ. Календарьпе килекен уявсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене ачасене те, аслисене те, ваттисене те явӑҫтараҫҫӗ», — тесе хыпарлать Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат.
Ӳсӗм ҫулне кура кашнине вулавӑша уттармалли майсем тупаҫҫӗ тесе ҫырнӑ унта. Саккӑрмӗш теҫеткепе пыракан А. Албутова Пӳртлӗрен пулин те пӗр ҫӗнӗ кӗнекене те вуламасӑр хӑвармасть. В. Михалукова та ҫавӑн пекех иккен. Тивӗҫлӗ канури П. Дикин детективсем вулама кӑмӑллать. Вулакансен юбилейӗсене те палӑртаҫҫӗ.
— Гармонисчӗ те хамӑрӑн, артисчӗсем те хамӑр эпир, — калаҫӑва тӑсать 20 ҫул ытла вулавӑшра ӗҫлекен Татьяна Витальевна — сцена ҫинчен анмастпӑр. Ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче агитбригадӑпа та ҫӳрерӗмӗр.
«Волейбол выляссине йӗркелерӗмӗр. Турнирсем пулаҫҫӗ-ҫке. Мӗншӗн пирӗн айккине юлмалла?» — тесе калать-мӗн Татьяна Владимировна.
Халӗ вулавӑш ӗҫченӗсем унта чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ Никитинсен династийӗ пирки хӑтлав хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Етӗрнери вулавӑшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа Етӗрнери 3-мӗш шкулти 8а класра вӗренекенсем Литвинова И.Г. ертсе пынипе «Прославленные трудом» (чӑв. «Ӗҫпе палӑрнӑ») тематика урокӗнче пулнӑ. И. Токарева пухӑннисене «Только в труде велик человек» (чӑв. Ҫын ӗҫпе кӑна мӑнаҫлӑ) медиа-хӑтлавпа паллаштарнӑ.
Вӗренекенсем тӗрлӗ ҫулсенче районти ял хуҫалӑхӗсене ертсе пынӑ Аркадий Петрович Айдакӑн, Вячеслав Александрович Александровӑн, Петр Арсентьевич Арсентьевӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн хисеплӗ ячӗсене тивӗҫнӗ. Аркадий Петрович Айдак — Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ ертсе пынипе «Ачаки» этноҫутҫанталӑк паркне йӗркелесе янӑ. Кунта чылай сумлӑ хӑна пулса курнӑ. Аркадий Айдак «Береги природу, украшай землю» (чӑв. Ҫутҫанталӑка упра, ҫӗре илемлет) и «И взойдут семена» (чӑв. «Вӑрлӑх шӑтса тухсан») кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Петр Арсентьевич Арсентьев районти «Пучах» колхоза 25 ҫул хушши ертсе пынӑ, ӑна госсовет депутачӗ пулма та суйланӑ, вӑл районти Хресенсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ.
Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи тӗп вулавӑш «Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» портрет-курава йыхравлать.
Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа паян 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалланӑ та вулавӑш ӗҫченӗсем черетлӗ курава. Н. Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Ӳсӗл ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Чӑваш ҫыравҫисенчен Полоруссов-Шелепи чи малтан (1936-мӗш ҫулта) халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ, ордена та чи малтан илнӗ — тепӗр виҫӗ ҫултан, 1939-мӗшӗнче, ӑна «Хисеп Палли»-пе чысланӑ.
Пӗрремӗш сӑввине «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ. 1926 ҫултанпа вӑл пуҫӗпех литературӑна путать: сатирӑлла сӑвӑсем, ҫар темиллӗ сӑвӑсем, ача-пӑча валли хайлавсем ҫырать.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Владимир Милютинӑн черетлӗ кӗнекине — «Вӑйӑра» ятлине — хӑтларӗҫ. Ку кӗнеке пичетрен кӑҫал тухрӗ. Унта «Вӑйӑра» ташӑна лартма вӗрентнӗ. «Вӑйӑра» — ҫамрӑксене, курма килнӗ ҫынсене халалланӑ уяв ташши, ташӑ тутрипе тата чечекпе саламлани. Владимир Милютин шухӑшӗпе ҫак ташӑпа культура мероприятине уҫма пулать. Кӗнекепе пӗрле аудио диск пырать, унта ташӑ хусканӑвӗсене ӑнланма тата уйрӑммӑн ташӑ кӗввине тупма пулать.
Кӗнеке хӑтлавне вулавӑш ӗҫченӗ Тимофеева Ольга Николаевна ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче Виталий Станьял, Станислав Отрыванов, Праски Витти (кӗнеке хуплашкине хатӗрлекенӗ), Геннадий Дегтярёв, Владимир Степанов, ташӑ вӗрентекенсем тата ыттисем пулчӗҫ. Ташӑ ӑсталӑхӗпе пысӑкрах та сумлӑрах кӗнеке кӑларма вӑхӑт ҫитни пирки каларӗҫ. Ҫӑвӑн пекех чӑваш халӑхне сӑнлама пултаракан пӗр-пӗр ташша суйлама сӗнчӗҫ. Пухӑннисем ҫак ташӑ тапӑртатакан евӗрри пулмалли пирки каларӗҫ, унран вӑй-хӑват тапса тӑраканни пулмалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Кӗнеке хӑтлавне пухӑннисем ӑна лайӑх хак пачӗҫ. Автор ӗҫне ырларӗҫ, чечексемпе, хисеп хучӗпе тата медальпе чысларӗҫ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗ чӑваш чӗлхи кунне уявларӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — ҫакӑн пек ят панӑ Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра ирттернӗ тӑван чӗлхене халалланӑ уява.
Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе вулавӑшра тӗрлӗрен кӑсӑклӑ мероприяти хатӗрленӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» литература композицийӗпе паллаштарнӑ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарнӑ. Аслӑрах ӑрурисем вара чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе уява пуянлатнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫамрӑк вулавҫӑсене чӑваш халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесемпе, чӑваш тӗррипе илемлетнӗ алтутрисемпе паллаштарнӑ. Вулавӑш ертӳҫи С. Агеева вулакансене «Асамлӑ эс, тӑван чӗлхе» кӗнеке тишкерӗвӗпе паллаштарнӑ. Ялти культура ӗҫченӗсем чӑвашсен йӑхран-йӑха куҫса пыракан йӑли-йӗркисем,чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ ҫинчен пӗчӗк ӑмӑрту ирттернӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Ӑна ӗнер ҫырчӗҫ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑшсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн тӗп вулавӑшӗн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсем те диктант ҫырнӑ.
Кӑҫал, аса илтеретпӗр, тӑван чӗлхе пӗлевне А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗҫсене сканер витӗр кӑларса электронлӑ пуштӑпа ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |