Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» виҫҫӗмӗш кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртессине эпир иртнӗ уйӑхрах хыпарланӑччӗ.
Ӑна, аса илтерер, Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен ирттерекен ҫак фестивальте кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, ҫавӑн пекех мультипликацилле фильмсене хаклаҫҫӗ. Киноӳнерӗнчи сумлӑ мероприяти ҫак жанра сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тата, паллах, вӑл кино ӳкерекенсене хавхалантарма тивӗҫ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Пресс-конференцие 137-мӗш пӳлӗмре пухаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +79278447648.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.
Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.
Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.
Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ.
Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов.
Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина.
«Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина.
Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать.
Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ пурне те вулав клубне йыхравлать.
«Пирӗн тӗллев – чӑвашла нумайрах вуласси, чӑваш литературипе тӗплӗнрех паллашасси, чӑвашлӑха аталантарасси. Кашни тӗл пулура пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе яватпӑр, шухӑшсене, кӑмӑл-туйӑмсене пӗлтеретпӗр, чӑвашла хитре те тӗрӗс калаҫма хӑнӑхатпӑр, хамӑр пултарулӑхпа паллаштаратпӑр, литература тата чӗлхе вӑййисем вылятпӑр», — тесе хыпарланӑ халӑх сечӗсенчен пӗринче.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18:00 сехетре вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш калаҫу Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнеки тата авторӑн пултарулӑхӗ пирки пулӗ.
«Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекене эсир Наци библиотекинче илсе вулама пултаратӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр!» — тенӗ унта.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ.
Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче.
Чӑваш Енри паллӑ паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев ӗнер тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Ӗнер ӑна «Солнце на спицах» (чӑв. Йӗп ҫинчи хӗвел) велоюхӑм хастарӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗсем кӗтсе илнӗ.
Икӗ ҫулта Никита 35 пин километра яхӑн ҫӳренӗ. Ҫав хушӑра вӑл ҫӗр-ҫӗр хулапа ял витӗр иртнӗ, Китая ҫитнӗ. Ҫул ҫинче каччӑ нумай ҫынпа паллашнӑ, пур ҫӗрте те ӑна ӑш пиллӗн йышӑннӑ, унпа кӑсӑкланса калаҫнӑ. Ҫӗнҫӗпӗр хулинче каччӑ вырӑнти радиора ертӳҫӗ пулса ӗҫлекен пикепе, Анастасия Сафоновапа, паллашнӑ. Лешӗ Никитӑпа ҫула тухнӑ. Чӑваша та хӗр каччӑпа пӗрле килнӗ.
Ӗнерех Никита Васильев Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче тӗлпулу ирттернӗ. Унта пухӑннисем велоҫулҫӳревҫӗн чӑтӑмлӑхӗнчен тӗлӗннине пытарман.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Федор Павлов (1892-1931) ҫыравҫӑ тата композитор ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах унта ҫыравҫӑпа тата композиторпа паллаштаракан кӗнекесем тата сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллаштаракан «Итле купӑс мӗн калать...» курав уҫӑлӗ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Федор Павловӑн юбилейне халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнине, ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Никита Васильев ҫулҫӳревҫӗ Шупашкарти Наци вулавӑшне тӗлпулӑва йыхравлать. Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн ҫурринче Никита ҫул ҫинче пӗччен маррине пӗлтернӗччӗ, Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова унпа ҫула тухнӑччӗ. Радиоертӳҫӗре ӗҫлекен хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.
«Икӗ ҫул тата 34 500 км хыҫра», — тесе ҫырнӑ ӗнер Никита тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Аякри ҫӗрсем тӑрӑх ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хӑварса ҫӳренӗ каччӑпа Мари Элпа Чӑваш Ен чиккинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре тӗл пулма, унтан каччӑпа пӗрле Шупашкарти Наци вулавӑшне килме май пур.
Шупашкарта ют чӗлхе литературин вулавӑшне уҫасшӑн. Вӑл хула варринче, А.С.Пушкин ячӗллӗ вулавӑш вырӑнӗнче, пулӗ.
Аталану концепцине тата дизайн-проекта Пӗтӗм Раҫҫейри М.И.Рудомино ячӗллӗ ют чӗлхесен патшалӑх вулавӑшӗ хатӗрленӗ. Унта кафепе нумай функциллӗ холл, ҫамрӑксен тата ачасен залӗсем пулӗҫ. Аслисен вулав залне экспозици витринисемпе хӑтлӑлатӗҫ, компьютерсем, лайӑх сӗтел-пукан вырнаҫтарӗҫ.
Кунсӑр пуҫне ҫурта, ҫумӗнчи пысӑках мар территорие ҫӗнетӗҫ. Умӗнче чӑваш тӗрри пулӗ, алӑк умӗнче саксем, ӳсен-тӑран лартнӑ пичкесем лартӗҫ. Велочарӑну та пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |