Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Харьков

Чӑваш чӗлхи Чӑвашла «ят пани»
Чӑвашла «ят пани»

Ҫапла туни тӳрем вӗҫӗмех чӑвашла ятлӑ пуласа пӗлтермест-ха. Унти Ирӗк тӳремӗ текен вырӑнта раштавӑн 14-мӗшӗнче вырӑнти хастарсем флешмоб ирттернӗ. Ют чӗлхерен йышӑннӑ ҫав сӑмах «малтан калаҫса татӑлса ирттерекен акци» тенине пӗлтерет.

Флешмоб йӗркелеме шут тытнин сӑлтавӗ — маларах асӑннӑ ҫав тӳреме хупнине хирӗҫленине пӗлтернӗ. Акцие пухӑннисем вӑл тӳреме тӗрлӗ чӗлхепе «Ирӗк тӳремӗ» тесе ҫырса хунисемпе илемлетнӗ. Ҫав шутра чӑвашла шӑрҫалакансем те тупӑннӑ. «Ирӗклӗ вӑрӑн» («ӑ» саспалли «ы» вырӑнне йӑнӑш кайнӑ курӑнать-ха) тесе ҫырнӑ иккен унта.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх тӳреме ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартма тесе карта тытса ҫавӑрнӑ пулать. Харьковра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ вара урӑхларах шухӑшлать иккен. Ҫынсем правительствӑна хирӗҫ тухса калаҫма ҫавӑнта пухӑннӑран влаҫрисем ҫавӑнпа карта тытса ҫавӑрма йышӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Арт-проект нумай вӑхӑт тытӑнса тӑман иккен — ҫырса хуниcене тепрер сехетренех такамсем пуҫтарса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1565.html
 

Шупашкар район ҫынни Украинӑри Харьков хулин хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫак чыса асӑннӑ районти Якимово (1961 ҫулта Шупашкар хулине кӗнӗ) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Карпеев тивӗҫнӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи умӗн вӑл Шупашкарти аэроклуба ҫӳренӗ, унтан Ҫар ретне тӑнӑ. Кӗҫех Карпеев та вӑрҫа лекет. Самолетпа вӑл 310 хутчен сывлӑша ҫӗкленнӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫме ӗлкӗрнӗ.

Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Карпеев авиацин генерал-майорӗ ҫар авиацийӗ валли специалистсем хатӗрленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Афганистанра командировкӑра пулнӑ.

Тӑхӑр теҫеткене ҫитнӗ пулин те Михаил Карпеев общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать иккен.

 

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паян Алексей Коккелӗн реставрациленӗ «Чайная» картинин кӑтартмӑшӗ (презентацийӗ) иртӗ.

Ку ӳкерчӗк художникӑн чи паллисенчен пӗри шутланать. Ӳкерӳҫӗ ӑна 1912 ҫулта диплом ӗҫӗ евӗр хатӗрленӗ пулнӑ. Хаклавҫӑсем лайӑх йышӑннине кура пулӗ Раҫҫей Империйӗн ӳнер Академийӗ ӑна туяннӑ. 1913, 1914 ҫулсенче ку ӳкерчӗк Мюнхена, Венецине ҫитсе курнӑ, унти тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ. Ӳкерчӗке куравсенче чи чаплӑ вырӑс художникӗсен ӗҫӗ пек кӑтартнӑ пулнӑ. 1930-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ӳкерчӗке Ленинградран Саратоври ӳнер музейне куҫарнӑ. Кайран вӑл Вольск таврапӗлӳ мезейне ҫитнӗ.

1980-мӗш ҫулта вара, шӑп та лӑп Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле, ӑна Петров-Водкинӑн «У окна» ӳкерчӗкӗпе улӑштарнӑ. Ҫапла май Алексей Кокель картини Чӑваш ҫӗрне ҫитнӗ.

Реставрацилекеме Харьковри ӳнерпе дизайн патшалӑх академийӗн Марина Коряковцевӑпа Елена Панченко пулӑшрӗҫ. Ку вӑл Харьковри аслӑ шкулпа Чӑваш патшалӑх университечӗ хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем пуррине пула пурнӑҫланчӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 12

1773
246
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1909
110
Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
86
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1979
40
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1993
26
Фёдоров Николай Васильевича Чӑваш Рсепубликин Президентне суйланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org