Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Ревель Фёдоров художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май республикӑра халех йӗркелӳ комитечӗ туса хума йышӑннӑ. Йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.
Ревель Фёдорович — Чӑваш Енӗн икӗ хутчен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫейӗн ӳнер академийӗн ылтӑн медальне тивӗҫнӗ, Наукӑпа ӳнерӗн Петров академийӗн чӑн пайташӗ, Раҫҫейӗн халӑх художникӗ, профессор.
Ревель Фёдоров 1929 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан 1963 ҫулта Харьковри ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта, сӑмах май каласан, Алексей Кокель живпиҫ ӑсти ӗҫленӗ.
