Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗЧӑваш Енри сумлӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗри.

Истори

1920 ҫулта революци комитечӗпе Чӑваш автономи облаҫӗн Канашӗн I съездӗнче Шупашкар хулинче университет уҫас шухӑша ырласа сасӑлаҫҫӗ. Анчах ӑна пурнӑҫа кӗртесси ӑнӑҫмасть. 1958—1959 ҫулсенче ҫак ыйтӑва каллех хускатаҫҫӗ, анчах ӗҫ калаҫупа ҫеҫ вӗҫленет.
Вӑл вӑхӑтра Чӑвашра аслӑ пӗлӳ паракан виҫӗ пӗлӳ керменӗ пулнӑ: педагогика институчӗ, ял хуҫалӑх институчӗ тата Мускаври энергетика институчӗн Атӑлҫи филиалӗ. 1967 ҫулта университет йӗркелес ыйту вырӑнтан хускалать — ӑна Мускаври энергетика институчӗн Атӑлҫи филиалне тӗпе хурса тӑвас тенӗ.
Чи малтанах икӗ факультет пулнӑ: электротехника тата промышленность электрификацийӗн факультечӗсем. Ҫавӑн пекех педагогика институчӗн историпе филологи факультетне университета куҫарма шутланӑ — 900 студент, 3 профессор, 30 доцент университета куҫнӑ.
Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче ҫапла май университетра 7 факультет пулнӑ:

  • Историпе филологи факультечӗ,
  • Медицина факультечӗ,
  • Пӗрлехи техника факультечӗ,
  • Хими факультечӗ,
  • Экономика факультечӗ,
  • Электротехника факультечӗ,
  • Промышленность электрификацийӗн факультечӗ.

1968—1969 вӗренӳ ҫулӗ тӗлне физикӑпа математика факультетне уҫнӑ.

РСФСР Министрсен Канашӗн 1967 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе университета Илья Николаевич Ульянов ятне парса чыслаҫҫӗ.

Ректорсем

Факультетсем

Уйрӑмсем

Университетӑн 3 уйрӑм пур:

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Университетпа ҫыхӑннӑ хыпарсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-30 09:29:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 30771 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем