Леонид Агаков


Леонид Агаков

Агаков Леонид Яковлевич — чăваш çыравçи. 1910 çулхи акан 18-мĕшĕнче халĕ Етĕрне районне кĕрекен Çуткассинче çуралнă. 1977 çулхи юпан 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1974 çулта Чăваш АССРăн халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.

Леонид Агаков, тĕпрен илсен, приключени анинче тар тăкнă.

Леонид Агаков нумай-нумай кĕнеке авторĕ. Вăл сăнласа панă геройсем — хастар та хăюллă, тавçăруллă арçын ачасем, легенда картне ларма тивĕç маттур хĕрсем, вăрçă тертне туснĕ салтаксем.

Паллă кĕнекисем: «Вăрçă ачисем», «Вăрçă кĕрленĕ чух», «Вăрттăн упăшка», «Кулас килет», «Пĕрре çуркунне», «Салтак ачисем», «Чи хакли», «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă», тата ыттисем.


Кĕнекесем

1240104127

Хайлавĕсем

Хушма каçăсем