Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Тӗрӗслӗх ҫути ан сӳнтӗрччӗ

(Л.Я. Агаков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май)<<
Нумай чӗлхеллӗ Раҫҫей культурин паллӑ ӗҫченӗсен хушшинче Чӑваш халӑх писателӗн, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗн Леонид Яковлевич Агаковӑн ячӗ хисеплӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитет. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Ҫуткассинче ҫут тӗнчене килнӗ. Л.Агаковӑн пурнӑҫ ҫулӗ Тӑван ҫӗршыв иҫторийӗпе тачӑ ҫыхӑнса аталаннӑ май 1910-1977 ҫулсенче «кӗрлесе иртнӗ». Ҫыравҫӑ яланах пурнӑҫпа тан утакан пулнине шута илсен ҫакӑ ӳстерсе каланӑ сӑмах мар. «Пӗрре, ҫуркунне», «Салтак ачисем», «Тӑван юншӑн», «Ылтӑн вӑчӑра», «Партизан Мурат» илемлӗ хайлавсем халӑх асӗнчен, аллинчен каймӗҫ.
Л.Агаков илемлӗ литература анине ҫур ӗмӗр ьггла «сухаласа» тӑван халӑха 50 ытла кӗнеке, 1000 яхӑн калав, очерк, статья, шӳт-мыскара парнеленӗ. Л. Агаковӑн кирек хӑш произведенине илсен те — вӑл халӑх пурнӑҫне тӗплӗн пӗлни, унӑн шухӑш-кӑмӑлне, ӗҫне-хӗлне ҫывӑххӑн туйса сӑнани курӑнать. 14 ҫулти ҫамрӑк ашшӗ, ялти учитель, сӗннипе вырӑссен паллӑ писателӗ А.Неверов ҫырнӑ «Молодые побеги» пӗр пайлӑ пьесӑна чӑвашла куҫарать. Пурӑна киле вӑл «Сунтал» журналта ҫапӑнса тухать (1925 ҫулхи 11-мӗш номерте) «Нимрен ытла мана пьеса айне «вырӑсларан Л.Акаккӑв куҫарнӑ» тесе ҫырни савӑнтарнӑччӗ. Манӑн ят журналта тухнӑ, епле-ха савӑнмастӑн! Эпӗ ун чухне 15 ҫултаччӗ...», — ӑшшӑн аса илнӗ вӑл хӑйӗн малтанхи ӗҫӗ пирки. Драматургипе кӑсӑкланни каярах Л.Агакова Мускаври А.В.Луначарский ячӗллӗ театр институтне илсе ҫитернӗ. Пӗр хушӑ Шупашкарти театр техникумӗнче ҫамрӑксене вӗрентнӗ. Пьеса ҫырас ӗҫе те алран яман. Ялти клубсемпе драмкружоксем Л.Агаковӑн пӗр пайлӑ «Сиенлӗ чап», «Ҫӗрлехи йӑнӑш», «Ылтӑн кин» камичӗсене сцена ҫинче лартнӑ. «Хӑват» (1939), «Ултав» (1934) пьесисем Шупашкарти тӗп театр репертуарӗнче те пулнӑ.
Агаков чӑваш илемлӗ литературинче кулӑшпа питлев жанрӗсене аталантараканӗсенчен пӗри. Приключенипе детектив та чӑваш литературинче Л.Агаков вӑй хунипех аталану ҫулӗ ҫине тӑрать.
Вӑл икӗ вӑрҫӑра алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хутӗленӗ писатель-патриот. Ҫавӑнпа та унӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекисем ӗненмелле те витӗмлӗ пулса тухнӑ. Вӑрҫӑччен, 1940 ҫулта, Агаковӑн «Пӗрре, ҫуркунне» повеҫӗ кун ҫути курать.
Л.Агаков хӑйӗн пултарулӑхӗнче нумай жанра авӑрласа тытма юратнӑ терӗмӗр. Апла пулин те манӑн Агаков пултарулӑхӗнчи кӗҫӗн жанрсен вырӑнӗпе пӗлтерӗшлӗ пирки чарӑнса тӑрассӑм килет. Кӗҫӗн е вак жанр вӑл — илемлӗ литературӑри пӗчӗк калӑплӑ калав, очерк, фельетон, новелла. Вӗсем Л.Агаков пултарулӑхӗнче пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чылай тӗпчевҫӗ, критик Агакова повеҫсемпе романсен ӑсти пек хаклать пулин те — ҫыравҫӑ вулакансен чӗрине илемлӗ калав, очерк ӑсти пек те кӗрсе юлнӑ. «Хӗр юрри», «Куккук», «Пӗр витре шыв», «Старик 33№», «Салтак чунӗ» калавсем илемлӗх тӗлӗшӗнчен чӑн-чӑн ӑста ҫырнине кӑтартаҫҫӗ. Вӑрҫӑ тискерлӗхне сӑнлакан очерксемпе фельетонсем те ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тӳпине ҫӗклеҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемйн чылай очерк, калав пысӑкрах калӑплӑ хайлавсенче вырӑн тупаҫҫӗ. Эппин, ҫакӑ халӑх ҫыравҫи калавсемпе очерксем урлӑ романсемпе повеҫсем патне ҫул уҫнине ӗнентерсе парать.
Леонид Агаков — кун-ҫул, самана уттипе тан пыракан хастар писатель. Унӑн хайлавӗсенче шухӑшласа кӑларнинчен (илемлӗ литература теорийӗнче шухӑшласа кӑларни — художественный вымысел — текен термин пур) ытларах чӑнни, пурнӑҫра пулни малти вырӑна тухать. «Манӑн кӗнекесенче пуҫран шухӑшласа кӑларни нимӗн те ҫук, эпӗ яланах пурнӑҫра пулса иртнӗ, хам тӳссе курнӑ е ҫывӑх ҫынсенчен илтнӗ фактсенчен пуҫласа ҫырма тытӑнатӑп», — тенӗ вӑл пӗр асаилӗвӗнче. Кӑна хирӗҫлесе нимӗн те калаймастӑн паллах. Уйрӑмах вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ хайлавӗсенче ҫакӑ яр уҫҫӑн курӑнать. Леонид Яковлевич вӑрҫӑран хӑшӗ-пӗри пек трофейсем илсе килмен, вӑл хӑй мӗн курни-тӳснине васкаварлӑ, ҫапӑҫу хыҫҫӑн окопсенче выртнӑ чух ҫырса пынӑ, атӑ кунчинче усранӑ тетрадьсемпе блокнотсен тӗркипе ҫеҫ таврӑннӑ Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн. Ҫак материалсем вара Агаковшӑн ӗмӗр ҫырмалӑх, тӗрӗслӗх еннелле туртакан ҫутӑ пулса тӑнӑ. Кун евӗр тӗрӗслӗхпе чӑнлӑх ҫутисем Агаков-сатирик фельетонӗсемпе очеркӗсенче те, кулӑшла калавӗсенче те темӗн чухлех пулнӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсен чӑн хушамачӗсемпе ячӗсене, адресӗсене кӗртсе яма хӑраман, цифрӑсемпе датӑсене хайлава сӑнарлӑх тӗлӗшӗнчен илемлӗ тума мар, пурнӑҫ чӑнлӑхне уҫҫӑн кӑтартма усӑ курнӑ. Вӑл чӗртнӗ тӗрӗслӗх ҫути XX ӗмӗрте этеме кӑмӑл-сипете таса тытма, умри тӗллеве шикленмесӗр, вӑя шеллемесӗр пурнӑҫлама вӗрентсе пычӗ пулсан XXI ӗмӗрте те унӑн хайлавӗсемпе утасчӗ. Агаков чӗртнб тӗрӗслӗх ҫути нихӑҫан та ан сӳнтӗрччӗ.
>>Николай Осипов, филологи наукисен кандидачӗ, ЧППУн чӑваш литератури кафедрин доценчӗ
«Хыпар», 2010, ака, 14>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-27 12:13:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6397 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем