РУССКАЯ ВЕРСИЯЧĂВАШ ВЕРСИЙĚ
ENGLISH VERSIONESPERANTO VERSIO
Епле пысăк юхан шыв та пĕчĕк шывран пуçланать.
  :: Хыпарсем
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
Пĕлсе тăма:
Баннерсем чăрмантараççĕ-и? Сайтра регистрациленнисене вĕсем курăнмаççĕ. Ун вырăнне унта тĕрлĕ канашсем тухĕç.
 
 Хыпарсем

    

Хапăл туса кĕтетпĕр!!!


    Енчен те эсир кунта пĕрремĕш хут пулсан:
  • Регистрациленме сĕнетпĕр. Регистрациленнĕ хутшăнакансем сайта çĕнĕ материалсем хушма, сайта пулăшма пултараççĕ.
  • Канашлăва хутшăнма пултаратăр: унта халăх историне, чăваш чĕлхине сӳтсе явма май пур.
  • Эсир хыпарсем те ярса пама пултаратăр.
  • Сайта тата мĕнле пулăшу кирлĕ пирки кунта çырса кăтартнă.
  • Анкетăна кĕртсе хăвăр валли тус-юлташ тупма пултаратăр!

    
ПУШ
14

Çĕнĕ кĕнеке
 Admin (14.03.2010 08:16)

Тин кăна чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ — Г.А. Дегтярёв хатĕрленĕ «Изучаем чувашский язык» пособи. Малтантарах ку кĕнеке 1995 çулта пичетленсе тухнăччĕ — халĕ вара, иккĕмĕш кăларăмпа тухнă май, автор ăна самай çĕнетнĕ. Çĕнетӳсем чылай — кĕнекене кĕртнĕ сăвă тĕслĕхĕсен пурин те тенĕ пекех чăвашларан вырăсла куçарнă варианчĕсем вырнаçнă; умсăмахĕ çĕнелнĕ. Кĕнеке хальхилле пичетленĕ — ăна алла тытма та питĕ кăмăллă. Тата саспаллийĕсем те малтанхи пек вĕтĕ-вĕтĕ мар — шултра.

Кĕнеке рецензенчĕ — Атнер Петрович Хусанкай. «Хальхи нумай-нумай культурăллă аслă тĕнчере çĕтсе каяс мар тесен пире мĕнле те пулин хатĕр кирлĕ. Чĕлхе вара — шăп та лăп çавнашкал хатĕр, тĕнчене туйма пулăшакан çăраççи», — тет вăл хăйĕн умсăмахĕнче.

Мĕнех, чăваш чĕлхине вĕренме кăмăллакансем валли çĕнĕ кĕнеке тухни питĕ лайăх! Чăвашла пĕлмен тусăрсене ăна парнелеме ан манăр — тепрехинче вĕсем патне хăнана кайсан чăвашла пуплешме те пултаратăр.


Янташсем
Янташсем

«Ах, çуркунне, çуркунне...»

 

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче

Хĕвел пăхĕ ăшăтса,

«Салют» культура керменне

«Янташ» чĕнет концерта.

 

Билетсене çак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леня). Хакĕ: 300-200 тенкĕ

Васкăр!


Паян, пушăн 13-мĕшĕнче, «Янташсем» Шупашкар районĕнчи Çатра-Лапсар шкулне çитрĕç — кунта вĕренекен шкул ачисене хăйсен юррисене юрласа савăнăç кӳчĕç. Концертра нумай çĕнĕ юрă пулчĕ — вĕсен концерчĕсене тăтăшах çӳрекенсем уйăрса та илчĕç пулĕ.

«Янташ» ушкăн килнине пĕлсе шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ — çавна май итлекенсен йышĕ самай пысăкччĕ.

Концерт итлекенсен кăмăлне тивĕçтерни кашни юрăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнинчех тата юрă вĕçленсен çавăн пекех алă çупса пахаланинчен сисĕнчĕ. «Янташсем» те ăна сиссе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç — пĕри тепринчен илемлĕрех те ăшăрах. Çавна май ирхи çанталăк та ăшăнчĕ пулас — сивĕ çил таçта кайса кĕчĕ, çурт тăррисенчи юр ирĕлсе пат та пат тумлама пуçларĕ. Уйрăмах «Çуркунне» юрă хыççăн епле ан ăшăттăр тата?

Концерта вĕçленĕ май «Янташ» ушкăн ачасене чăваш чĕлхине упрама, ăна чун-чĕререн вĕренме каларĕç. Ашшĕ-амăшĕсене те аякка тăма сĕнмерĕç — тăван чĕлхене вĕрентесси, ăна мĕн ачаран юратма хăнăхтарасси вĕсенчен ытларах килет терĕç.

Малалла...


Алиса Королева
Алиса Королева

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн ăшшине ытлашшиех палăртмарĕ — юрĕ те çăватчĕ, сивĕ çилĕ те пите чĕпĕте-чĕпĕте илетчĕ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче вара питĕ ăшăччĕ — кунта 15 сехетре «Чăваш пики-2010» ăмăрту пуçланчĕ.

«Чăваш пики-2010» ята илес тесе 12 хĕр тупăшрĕç — хăйсен пултарулăхĕпе, сăпайлăхĕпе, илемлĕхĕпе тата маттурлăхĕпе мала тухма тăрăшрĕç. Пикесем çак районсемпе хуласенчен пулчĕç — Ананьева Ольга (Етĕрне), Иванова Наталия (Канаш районĕ), Кириллова Аня (Комсомольски районĕ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районĕ), Андреева Татьяна (Муркаш районĕ), Кудрявцева Алина (Патăрьел районĕ), Александрова Наталия (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Краснова Марина (Çĕмерле районĕ районĕ), Королева Алиса (Тăвай районĕ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районĕ), Михайлова Надежда (Элĕк районĕ).

Малалла...


ПУШ
11

Чĕмпĕрти «Канаш» хаçат уявĕ
 Николай Йелмел (11.03.2010 12:19)

А.Н.Магарин, Н.Н.Ларионов
А.Н.Магарин, Н.Н.Ларионов

Чĕмпĕрти чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçатăн 20 çулхи уявне хăнасем Шупашкартан, Хусантан, Димитровградран тата ытти хуласенчен килсе çитрĕç: Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ А.Н.Магарин, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г.А.Максимов, «СВ-Пресс» издательство центрĕн директорĕ-тĕп редакторĕ А.Н.Вражкин, Тутар Республикинчи чăвашсен «Сувар» хаçачĕн тĕп редакторĕ К.А.Малышев.

Хăнасене область филармонин фойинче Чĕмпĕрти «Палнай» ушкăн хĕрĕсем çăкăр-тăварпа, кăпăклă хăмла сăрипе, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Пухăннисене хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ В.Ф.Ромашкин, УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев тата ыттисем саламларĕç.

Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн редакцие Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн ятĕнчен Тав çырăвĕ пачĕç. Шупашкар делегацин ертӳçи А.Н.Магарин «Канашăн» тĕп редакторне Н.Н.Ларионова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕ. Редакци коллективĕ ЧР Журналистсен союзĕн (председателĕ В.П.Комиссаров) Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Малалла...


Пĕлтĕрхи Çавал ейĕвĕ
Пĕлтĕрхи Çавал ейĕвĕ

Пушăн 4-мĕшĕнче Çĕрпӳ хулинче ейӳпе кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Канашлăва Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн çумĕ Е.В. Юшин ертсе пычĕ. Ларăвă Çĕрпӳ районĕн администраци пуçлăхĕ Ю.М. Николаев, хула тата ял тăрăхĕсен пуçĕсем, Çĕрпӳ районĕнчи ейӳпе кĕрешекен комисси членĕсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи лару-тăру лайăхах марри палăрнă: юр нумай, çĕр тарăна шăннă, пăр хулăм. Ейӳ тухма пултарни куç кĕретех. Çавна май Çĕрпӳ районĕнче ейӳ сиенне чакарма пулăшакан мероприятисене ирттерме те пуçланă ĕнтĕ: шыв айне пулма пултаракан ялсенчи халăхпа калаçусем ирттернĕ, ейӳ вăхăтĕнче халăх пухăнмалли вырăнсене палăртнă. Çавăн пекех автомашин çулĕсем çинче шыв юхтарса ямалли çулсене тасатма пуçланă.

Канашлура Çĕрпӳ хулине ейӳрен хӳтĕлесси пирки те нумай калаçрĕç — уйрăмах хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ тата Хĕвелтухăç урамĕ шыв айне пулма пултарассине шута илсе комисси пайташĕсем шывран хӳтĕлекен дамбăна, насус станцине кайса тĕрĕслерĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетсе Е.В. Юшин кăçалхи ейӳ пысăк пăтăрмахсемсĕр пулнине шанма сунчĕ, инкек-пăтăрмахсенчен сыхланма пур шайри влаç çыннисене пĕрле ĕçлеме сĕнчĕ.



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?gov_id=4&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=974179

Мари патшалăх университечĕн сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх финнпа угор тĕпчев институтĕнче çармăс чĕлхипе литературин эрни пуçланнă. Вăл пуш уйăхĕн 9-мĕшпе 12-мĕшсенче иртет.

Чĕлхе эрнине республикăна туса хунăранпа 90 çул çитнине, Валентин Колумб паллă çармăс сăвăçи çуралнăранпа 75 çул çитнине, вĕрентекен çулталăкне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă.

Пушăн 9-мĕшĕнче стена хаçачĕ кăларассипе ăмăртнă; пушăн 10-мĕшĕнче паллă ăсчахсемпе тĕлпулу иртнĕ; пушăн 11-мĕшĕнче чи лайăх хайлава тата чаплă вулавçăна суйлĕç. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Вĕрентекен — сан ĕçӳ те сан яту та ĕмĕр-ĕмĕр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлă литературăпа музыка каçĕ иртĕ.



Хыпар çăлкуçĕ: http://finugor.ru/?q=node/13044

 
 Электронлă вулавăшри çĕнĕ хайлавсем
 
 Шырав
 
 
 Пуш, 15
1920
90
Иван Ахах, чăваш сăвăçи, çыравçи, критикĕ вилнĕ.
1939
71
Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлă пĕлӳ илнĕ пĕрремĕш чăваш скульпторĕ çуралнă.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
SerteUntri Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (139)
Hĕvelpi Этимология этнонима "чуваш" (267)
Кăмпа ГТРК "Чувашия" (13)
Admin Укçа пуçтаратпăр / Ищем спонсоров (24)
alboru Лама, чуваш и культовая скрипка (9)
Хазтар Топонимсем / Tопонимов (18)
SerteUntri углубленное изучение чувашского языка в городской школе (21)
BBCh Ягафова Е. А. Самарские чуваши (историко-этнографические очерки). (4)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (2841)
Алатар Черемисские войны , или где были татары? (182)
Santăr Локализаци тата... (8)
Кăмпа Осетин (12)
SerteUntri poznakomstva (49)
KOSTA Религиозные обряды, культы (123)
SerteUntri Татарские Булгаристы (385)
 
 Кун кĕнекисенче
Интернет лавкка
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр.
«Тăван Енри» телепрограмма меллĕрех
Салам
Весной- зима
Pri Chuvasha kiel literatura lingvo
9 марта-праздник
Х
Паллашни
Туссем
Пулăшма ыйтаççĕ
Переписка
О жизни военных пенсионеров
Çул хакĕ — пĕрре савантарчĕ, тепре хурлантарчĕ
Миçе çын — çавăн чухлĕ шухăш.
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"