Салтак ывăлĕ
Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх тăваттăмĕш çулхи март уйăхĕнче эпĕ пĕр районта ял хуçалăх ĕçĕнче малта пыракансен канашлăвĕнче пултăм. Тĕрлĕрен çынсем пухăннăччĕ унта: колхоз председателĕсем, бригадирсем, ферма пуçлăхĕсем, МТСра ĕçлекенсем, трактористсем. Вĕсен хушшинче кĕрхи анис пан улми пек сăнлă хĕрсем те, шур сухаллă стариксем те, нумай пулмасть фронтран аманса таврăннă вăтам çулхи арçынсем те нумайччĕ.
Канашлăвăн президиумĕнче, районта ĕçлекенсем, тĕрлĕрен ватăрах çынсем хушшинче, эпĕ пĕр вунвиçĕ-вунтăватă çулхи арçын ача ларнине асăрхарăм.
«Кам-ши вара ку? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Пĕр-пĕр шкулăн е пионер отрячĕн представителĕ-ши?»
Пулкалать-çке тепĕр чух: çавнашкал паллă канашлусене пионерсем пырса саламлаççĕ. Анчах ку... Ку президиумра ларать, сĕтел çине чавсаланнă та трибуна çине тухса калакансене шăтарас пек пăхса çав тери тимлĕн итлесе ларать.
— Çав ача кам ара вăл? — тесе ыйтрăм хампа юнашар ларакан шинельлĕ çынран.
— А вăл «Шуçăм» колхозри ача, — ответ пачĕ ку мана.
— Мĕнле майпа çак канашлăва килме, çитменнине тата президиумах суйланма тивĕçлĕ пулнă-ха вăл?
— Тĕрĕссипех пĕлейместĕп. Пĕлесех килет пулсан ав çавăнта иккĕмĕш ретре ларакан шур сухаллă старикрен ыйтăр. Вăл — «Шуçăм» колхоз председателĕ.
Часах кăнтăрлахи перерыв пулчĕ. Делегатсем тĕркĕлтипех столовăйне апатланма кайрĕç. Президиумри ача çинчен питех те пĕлес килсе кайнипе эпĕ залран тухнă чухнех хайхи «Шуçăм» колхоз председательне хулĕнчен пырса тытрăм.
— Чăрмантарнăшăн каçар, мучи, — терĕм, — сирĕн колхозран темеççĕ-и çав ачана?
— Хăшне? — тĕлĕнерех пăхрĕ ман çине мучи.
— Президиумрине...
— А-а! Эс Аркаш çинчен ыйтатăн-и?
— Ятне пĕлместĕп те...
— Аркаш вăл. Пирĕн колхозран, тĕрĕс.
— Каласа памăн-ши ун çинчен, мĕнле ача вăл сирĕн? Пит пысăк хисепе тивĕçлĕ пулнă-çке вăл. Президиума яланах чи паха çынсене суйлаççĕ.
— Куна та начар теме çук çав. Тӳрех калас пулать — питĕ маттур ача!
Эпир районти клуб çуртĕнчен тухса урампа столовăй еннелле утрăмăр. Эпĕ ыйтнине пула мучи хăйĕн калавне пуçларĕ. Çынни калаçма юратаканскер пулчĕ. Çул çинче те, столовăйне çитсен те каласа пачĕ, пĕр чарăнмасăр каларĕ.
— Ачи çапласкер вăл... — тесе пуçларĕ старик. — Ашшĕ фронтра вилчĕ унăн, амăшĕ виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ, чăн асли — ку, Аркаш, вун виççĕре çеçчĕ ун чух. Анчах та çамрăк пулин те колхоз ĕçне хутшăнма пуçларĕ амăшĕпе пĕрле. Чăнах та, пĕр вăл кăна мар ĕнтĕ, шкул çулне çитнĕ нумай ача ĕçлеме тытăнчĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, вăрçă çулĕсем-çке... Вăй питги арçынсем пурте вăрçăра, ялта хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ çеç юлнă. Ватăлнипе ĕçлеме пăрахнă стариксем те кăмака çинчен анса ĕçе тытăнчĕç. Ак мана хамах илес... Тăватă ывăлччĕ манăн, пĕринчен тепри тĕреклĕрех — пĕри колхоз председателĕнче çӳретчĕ, тепри бригадирччĕ, иккĕшĕ хулара пурăнатчĕç. Мĕн тума ĕçлемелле пулнă манăн? Вăрçă пуçланнă çулах эпĕ утмăл çиччĕреччĕ те... Эп мăнуксемпе пĕрле хур-кăвакал пăхса кăна çӳреттĕм. Анчах арçынсене вăрçа ăсатса пĕтерсен пысăк шухăша кайрăм: çук, капла май килмест, шăммăм-шаккăмра вăй пур-ха пăртак, тавай каллех тытăнас ĕçлеме! Правление пытăм та: «Парăр мана пĕр-пĕр ĕç, çак саманара килте ларма пултараймастăп», — терĕм. Ну, мана бригадир туса хучĕç. Унтан çур çул те иртрĕ, те иртмерĕ çав — пирĕн председатель, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех аманса килнĕскер, тӳрленсе çитрĕ те каллех фронта тухса кайрĕ, вара мана ун вырăнне суйларĕç. Халăх хама çавăн пек шаннăшăн как следоват ĕçлес терĕм, халăх умĕнче те, государство умĕнче те намăс курас мар терĕм...
Анчах ку сăмах хам çинчен пулчĕ-ха. Эс мана Аркаш çинчен каласа пама ыйтрăн... Каларăм-иç, ваттисемпе пĕрлех пирĕн ачасем те ĕçе хутшăнма тытăнчĕç. Хăшĕ лашасем патĕнче, теприсем сурăх пăхаççĕ, виççĕмĕшсем унта-кунта лавпа кайса килеççĕ, пĕр сăмахпа каласан — кашни валлиех ĕç тупăнать пысăк хуçалăхра. Çак Аркаш та малтан лашасем таврашĕнче ĕçлесе пурăнчĕ. Ну, тĕрĕссипех калас пулать, ыттисенчен пачах расначчĕ вăл. Нихçан та бригадир ĕç хушасса кĕтсе тăмастчĕ. Коннăй двора ирхине ирех тухать те хăех тытăнать ĕçлеме.
Пĕринче, çур енне, çак ман пата правление пычĕ те:
— Ваçлей мучи, ман пĕр шухăш пур, — терĕ.
— Мĕнле шухăш? — тетĕп.
— Манăн хамăн алла пĕр виçĕ лаша парăр-ха.
— Мĕн тума?
— Пăхса пурăнма.
— А эс халĕ те пăхатăн-çке вĕсене.
— Çук, эпĕ пĕр хам çеç пăхса пурăнас тетĕп вĕсене. Хай...зоотехниксем хушнă пек... Хуть те чи имшерккисене пар.
Хăй ман çине çав тери тархасланă пек пăхать. Эпĕ килĕшрĕм вара.
— Юрĕ, — терĕм, — пăхса пурăн. Анчах лайăххисене памастăп, канма тăратнисене çеç.
— Мана вĕсем те пыраççĕ, — тет.
Эх, тытăнчĕ хайхискер тăрăшма! Таçтан «Лашасене тĕрĕс пăхасси» ятлă кĕнеке тупнă, ăна питĕ тĕплĕн вуласа тухнă, лашасене хăш вăхăтра тата мĕн чухлĕшер апат памалли, шăвармалли, тасатмалли, уçăлтарса çӳретмелли расписани тунă та — çавна тĕп-тĕрĕс пăхăнса пыратчĕ. Тепĕр уйăхран-уйăх çурăран пирĕн начаркка лашасем çăмарта пек чăп-чăмăр пулса кайрĕç. Эпир ытти конюхсене, лашасене кирлĕ пек пăхайманнисене, хистеме тытăнтăмăр:
—Намăс мар-и сире? Ав Аркаш çине тăрсах тăрăшать те — мĕн туса хучĕ?
Пуçланса кайрĕ вара конюхсем хушшинче ăмăрту... Çунса кăна ĕçлекен пулчĕç!
Çав çулхине пирĕн колхозри пек лашасем районĕпе те çукчĕ. Çур акине никамран малтан пĕтертĕмĕр. Хытă мухтарĕç ун чухне пире. Районти хаçатра пĕрех май «Шуçăм» колхоз та «Шуçăм» колхоз тесе çыратчĕç. Ырлама сăлтавĕ те пурччĕ ĕнтĕ. Тыр-пула та вăхăтра, пĕр тăкаксăр пуçтарса кӳртрĕмĕр, государствăна та срокченех парса татрăмăр, кĕрхине те аван акса хăвартăмăр. Нихăш енчен те кая юлмарăмăр темелле.
Анчах тепĕр çулхине пирĕн ĕçсем сасартăк начарланчĕç. Пурнăçра пулать вĕт вăл темле те. Темиçе лаша — чи лайăххисене — эпир Хĕрлĕ Çара парса ятăмăр. Ку нимех те мар-ха, ку вăл çĕнтерӳ валли кирлĕ, ăна памаллах, кунсăр пуçне тата эпир çара панă çав лашасемсĕр те пур ĕçе туса çитерме пултарнă... Пире урăххи хупларĕ. Колхозра юлнă лашасем кĕтмен çĕртен ӳке-ӳке вилчĕç пирĕн — улт-çич лаша! Темле мур пырса ерчĕ! Ну, часрах ветеринарсене чĕнтĕмĕр, акт çырчĕç вĕсем, ытти лашисене халех урăх çĕре тăратма хушрĕç. Вĕсем хушнисене эпир веçех турăмăр ĕнтĕ, çур аки çывхарнă май юлашки лашасене çине тăрсах çитерме тытăнтăмăр... Çапах та каллĕ-маллĕ шухăшласа пăхатпăр та — ĕç тухмасть пирĕн. Кун чухлĕ лашапа эпир çур акине ниепле те вăхăтра туса пĕтерме пултарас çук...
Мĕн тумалла? Пĕтĕм колхозĕпе хуйха ӳкрĕмĕр. Ку таранччен нихçан та кая юлман, а кăçал чип-чиперех пĕтĕм район умĕнче намăс курас пулать вĕт!
Колхоз вăкăрĕсене кӳлсе çӳреме вĕрентес терĕмĕр. Ку таранччен лашасем енчен нуша пулманччĕ те-ха пирĕн, эпир вăкăрсене вĕрентсе хăтланманччĕ. Анчах халь чăн-чăн нуша çитсе тухрĕ те ирĕксĕрех тытăнмалла пулчĕ. Юрать тата пирĕн ялта Украинăран 1941 çулта килнĕ ватă тимĕрçĕ, Цыбулько хушаматлăскер, пурăнатчĕ. Вăкăрсене мĕнле кӳлмелли йĕркесене вăл аван пĕлетчĕ. Çиччас кӳлмелли хатĕрсене турăмăр, кӳлтĕмĕр, Цыбулько инструкци парать, ачасем вăкăрсене урам тăрăх каллĕ-маллĕ çӳретеççĕ. Никамран малтан, паллах, ку ĕçе те Аркаш тытăнчĕ. Ыттисем хăрарах параççĕ, а куншăн пулсан — ним те çук. Çитменнине, Аркаш пирĕн хуçалăхшăн пуринчен те (ачасенчен ĕнтĕ) ытларах пăшăрханать-çке. Пĕтĕм чунне пама хатĕрччĕ уншăн...
Эрне хушшинче Аркашпа унăн юлташĕсем колхозăн виçĕ вăкăрне те кӳлсе çӳреме вĕрентсе çитерчĕç. Вара кăштах çăмăлраххăн сывласа ятăмăр. Вăкăр — лаша мар, çапах та ака вăхăтĕнче пысăк пулăшу пама пултарать тетпĕр. Пирĕншĕн пулсан — плуг сĕтĕртĕр, суха тутăр!
Анчах ĕç кунпа пĕтмерĕ-ха. Чăн пысăк ĕçĕ каярахпа пулса иртрĕ. Ăна та çав Аркашах туса хучĕ...
Февраль уйăхĕнчех пирĕн яла фронтран Ванюш Ваньки тенĕскер таврăннăччĕ. Унăн сулахай алли кăкранах татăлнă. Вăрçăччен вăл МТСра трактористсен бригадирĕнче ĕçлетчĕ. Халĕ, алли çуккипе, килтех пурăнма тӳр килчĕ çав йĕкĕтĕн...
Пĕрре эпир правленире çур аки валли лашасем çитменни çинчен калаçса лараттăмăр. Халăх чылайччĕ, ачасем те пурччĕ.
— Эх, — терĕ çавăн чух çав Ванюш Ваньки, — пĕр трактор çеç кирлĕ те çав пире, вара ним хуйхи те пулас çук, йăпăртах сухаласа пăрахмалла та...
Унăн сăмахĕсемпе пурте килĕшрĕç, анчах çавăнтах кӳрене-кӳрене илчĕç:
— Аван пулмалла та, çук-çке вăл...
— Тракторĕ пулсан та унпа ĕçлеме пултараканни çук...Калаçу çакăнпа пĕтрĕ. Урăх кун çинчен никам та асăнмарĕ. Анчах та Аркашăн чĕринех кĕрсе ларнă пулмалла çак калаçу, вăл манман ăна.
Пĕрре, апрель пуçламăшĕнче, çак ача хулана пасара кайнă. Киле таврăнсан тӳрех ман пата чупса пычĕ вăл.
— Итле-ха, Ваçли мучи, эп пĕр япала шухăшласа тупрăм, — терĕ хыпкаланса. — Эс ан кул тульккиш...
— Ма кулас? Кала, ывăлăм, итлетĕп, эс яланах ăслă сăмахсем калаканччĕ, — терĕм çакна вăл питех те хытă пăлханнине асăрхаса.
— Паян эпĕ çула май леспромхоз кил хушшине кĕрсе тухрăм. Унта пĕр япала куртăм...
Мĕнле япала?
— Лапкаран кăшт тăварах хăпарсан, хӳме çумĕнче, пĕр кивĕ трактор ларать. Гусеницăллă трактор, хайхи йывăç шакмака çунтарса ĕçлекенни...
— Мĕн вара уншăн? — тесе ыйтрăм эпĕ Аркаш мана кун çинчен мĕн пирки каласа кăтартнине ăнланса илеймесĕр.
— Ара, пĕркунне правленире трактор илсе килсен аван пулмалла тесе калаçса лартăр-çке... Çур аки валли... — аса илтерчĕ Аркаш.
Вăл çапла калани питех те савăнтарчĕ мана. Тытăнтăмăр иксĕмĕр сӳтсе явма.
— А вăл çĕмрĕкскер пулĕ... урамра ларать пулсан, — терĕм.
— Çук, эпĕ пĕр çынтан ыйтса пĕлтĕм те — ытлашши çĕмрĕкех мар тет, — ответ пачĕ Аркаш. — Ванька пичче кайса пăхсан пĕлет ĕнтĕ ăна, вăл маçтăр вĕт. Тен, юсама май пур?
— Май пулсан та юсаканĕ кам пулĕ? Ванькăн хăрах алă кăна.
— Хамăр тимĕрçĕ Цыбулькăпа Ванька пичче...
— Ĕçлекенĕ кам пулĕ тата?
— Ăна вĕренкелĕпĕр епле те пулсан. Ванька пиччех вĕрентет. Тĕлĕнтерсех ячĕ! Пĕтĕмпех, йĕркипех шухăшласа хунă, шăхличĕ. Çав ванчăк трактора ăнсăртран курсан вăл эпир тахçан калаçнине аса илнĕ те ĕнтĕ çул тăршшĕпех çав шухăшпа утнă, епле майпа мĕн тума пуласси çинчен план туса пынă. Вăт çамрăк ача те эсĕ ăна!
«Шуçăм» колхозăн ватă председателĕ калама чарăнчĕ те ман çине савăнăçлăн пăхса илчĕ. «Акă епле маттур ачасем пур пирĕн колхозра!» — терĕç унăн куçĕсем çав самантра.
— Ну, вара мĕн турăр эсир? — ыйтрăм эп Ваçли мучирен ку истори мĕнпе вĕçленнине пĕлесшĕн пулса. — Аркашăн сĕнĕвне йышăнтăр-и, çук-и?
Йышăнтăмăр! Чип-чиперех йышăнтăмăр! — терĕ вăл. — Аркаш каланине çав каçах правленире сӳтсе яврăмăр та тепĕр куннех лесхоза кайрăмăр. Виççĕн кайрăмăр: эпĕ, Аркаш тата хайхи тракторист пулнă Ванюш Ваньки. Çитрĕмĕр, Ванька трактора тулаш енчен те, шал енчен те питĕ тĕплĕн пăхрĕ те пĕр эрнере юсама пулать терĕ. Вара эпир директорĕ патне кĕтĕмер. Çапла та çапла, сирĕн трактора юсаса ĕçе яма шут пур пирĕн тетпĕр.
— Эп хам та юсаттарасшăнччĕ те-ха ăна, ниепле те май килмерĕ-ха, юсама пултаракан çыннисене тупаймарăм, — терĕ директор. — Пултаратăр пулсан — юсăр... Анчах кайран, хăвăрăнне сухаласан, пирĕн рабочисене пахчасем валли панă çĕре те сухаласа паратăр вара, — терĕ.
Çавăн пек калаçса татăлтăмăр та киле таврăнтăмăр. Тепĕр ирхинех пирĕн маçтăрсем — Ванькăпа Цыбулько, вĕсемпе пĕрлех Аркаш та — çав трактора юсама тухса кайрĕç. Виçĕ кунтан Аркаш каялла чупса çитрĕ:
— Трактор часах хута каять, часрах йывăç шакмаксем хатĕрлеме тытăнăр! Пĕр лавне пирĕн пата илсе пырăр...
Хăй çавăнтах каялла лесхоза ыткăнчĕ. Трактора юсанă май вăл ăна мĕнле ĕçлеттермеллине вĕренсе пынă пулнă. Ванюш Ваньки кайран каласа пачĕ: Аркаш тракторăн кашни пайĕ çинчен, вăл мĕн тума кирли çинчен алшар хут та ыйтатчĕ пулĕ тет. Епле пулсан та вĕренесшĕн пулнă ĕнтĕ вăл...
Тата виçĕ кунтан, маçтăрсем хушнă пек, эпĕ ирех лесхоза шакмаксем тиесе ятăм. Кĕтетпĕр ĕнтĕ. Пурте, пĕтĕм колхозĕпе кĕтетпĕр. Уялла, шоссе çине тухкалатпăр. Кăнтăрла та çитсе иртрĕ, каçалла та сулăнчĕ — пирĕн трактор çаплах çук-ха. Колхозниксем хушшинче унта-кунта кăмăлсăр калаçкалани илтĕнме пуçларĕ — ĕнтĕ хăшĕсем ĕненме те пăрахрĕç.
— Э-э, çавсенчен пулать-и ара трактор илсе килесси?
— Пĕри чăлах, тепри ача, виççĕмĕшĕ хăй ĕмĕрне плугсем çеç юсаса ирттернĕскер...
Мана кун пек сăмахсем тарăхтарма пуçларĕç.
— Ан лăркăр пустуя, паян мар тăк ыран çитеççĕ вĕсем, курăр акă! — тетĕп.
Чăнах та, çапла каларăм кăна — инçетре мотор сасси илтĕнсе кайрĕ. Кĕрлет кăна!
— Куртăр-и, — тетĕп хай трактор килессе ĕненме пăрахнисене. — Авă вĕсем, веç килеççĕ!
Пурте униче хыçнелле чупса тухрĕç. Трактор гусеницисемпе чанкăртатгарса, шăтăк-путăксем çинче сиккелесе, трубинчен паровоз пек тĕтĕм кăларса çывхарса пычĕ ял патнелле. Пирĕн çынсен сăнĕсем хавасланнипе çуталсах кайрĕç.
Акă вăл униче хапхи патне çитрĕ. Пăхатпăр — руле пирĕн Аркаш тытнă, Ванюш Ваньки унпа юнашар ларать, Аркаша вĕрентсе пырать пулмалла... Цыбулько çӳле тăнă та аллине сулса, кулса пырать.
Пурте алă çупса ячăç.
— Вот молодца! — тесе кăшкăрать тахăшĕ.
— Çитрĕр пулать? — кăшкăрсах ыйтать тепри.
— Çитрĕмĕр! — тет те Аркаш трактора тăпах чарса тăратать.
— Ма час килмерĕр? — чупса пытăм эпĕ трактористсем патне.
— А ма чĕрĕ шакмак парса ятăр? Никак та çунмасть, тăн тухрĕ аппаланса, — ответ пачĕç мана. — Аран çитрĕмĕр!
— Пĕлмен-çке эпир мĕнле йышши кирлине...
— Малашне пĕлес пулать! — терĕ те Аркаш ман çине пăхса кулса ячĕ. Унăн кăмăлĕ çав тери тулнăччĕ.
Хăвăрах чухламалла, ку ĕнтĕ пĕтĕм колхозшăн пысăк савăнăç пулчĕ. Халь тин эпир нимрен те хăраман. Çур аки аванах иртет пирĕн.
Чăн та, аван иртрĕ вăл. Çĕр-шыв типсе çитнĕ-çитменех Аркашпа Ванюш Ваньки хăйсем юсанă тракторпа хире кĕрлеттерсе тухрĕç те мăкăрлантарчĕç кăна. Ултă кун хушшинче шăнкăртах пĕтерсе хутăмăр ака-сухана. Юнашар колхозран пулăшу пырса ыйтрĕç те, вĕсене те икĕ кун ĕçлесе пачĕç.
— Çавăн пек вăл ачан историйĕ, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн калавне «Шуçăм» колхозăн председателĕ Ваçли мучи.
— Питĕ аван, — терĕм эпĕ. — Чăн-чăн патриот сирĕн Аркаш!
— Тивĕçлĕ-и вăл çак канашлу президиумĕнче ларма?
— Пит те тивĕçлĕ!
...Каçхи ларура Аркаш хăй сăмах тухса каларĕ. Пĕтĕм зал ăна, çĕр ĕçĕн çамрăк ăстине, калама çук кăмăлласа итлесе ларчĕ. Аркаш пăлханчĕ, хăш чух тытăнкаласа тăчĕ, анчах унăн сăмахĕ вĕри те ĕнентерӳллĕ, кăмăла çĕклентерекен сăмах пулчĕ.
Залри çынсем пурте нумайччен алă çупрĕç...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...