Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

АсаттесемХĕрес хывнă хĕвелСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЙĕрсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеПĕчĕк патшалăх

Çăлкуçсем


Кашни кунах

çăлкуç шывне ĕçместĕн,

тутанса пăхни

мĕне тăрать.

Тутанмасан

ун тутине пĕлместĕн,

тата вара,

мĕн чул ĕçме юрать?

 

Çĕр айĕнчен тухать,

вăл питĕ сивĕ –

хĕлле те е çулла та

пĕр пекех.

Ĕçеймĕн ытлашши,

шăла та тивĕ –

анчах çăлкуç туртать

магнит пекех.

 

Пĕр-икĕ тĕлпулу

манăн умра тăрать –

пуçра аса-илӳ

çăлкуç çинчен.

Чăнахах пек вара –

çăлкуç тапса тăрать.

Сăмах пырать кунта

куçсем çинчен.

 

Вăрманти çăлкуç пек

ун куçĕсем –

чĕре пекех тапса

тăраç вĕсем.

Ун пек хитре куçа

ку таранчен курман,

хăйĕн патне чĕннĕ пек

мана вăрман.

 

Ытла тĕлĕнмелли те

çук кунта –

эпĕ курнă çăлкуç

вăл – вăрманта.

Вăрманти çăлкуç

пекех куçсем –

ăçта пăхмаллине

хăйсем пĕлеç вĕсем.

 

Нумай çын вăрманта

çăлкуç курман –

питĕ тутлă шывне

ĕçсе курман.

Малалла

Чăтаймарĕ, тӳсеймерĕ…


Шăп çур çĕрте икĕ çамрăк дружинник хăйсен штабне пĕр аллă пиллĕксене çитнĕ арçынна илсе пычĕç те, штаб начальникĕн сĕтелĕ умне тăрса, пĕр-пĕрине пӳле-пӳлех каласа пама тытăнчĕç…

— Ирĕклĕх урамĕнче тытрăмăр эпир ăна, — терĕ пĕри. пĕчĕкрех каçăр сăмсаллăскер, хура куçĕсене мăчлаттарса. — Тĕттĕм тăкăрлăкран йăпшăнса тухрĕ те вăл, пĕр калинккене темиçе хут та тĕртсе пăхрĕ. Калинкки уçăлмарĕ. Вара нумай шухăшласа тăмарĕ, пушмакĕсене хывса хулпуççи урлă çакрĕ, йĕм пĕççисене тавăрчĕ те хӳме çинелле чакаланма тытăнчĕ. Эпир ăна урамăн тепĕр енчен сăнаса тăтăмăр. Кăштах уйăх çути пулнипе, пире вăл питĕ лайăх курăнчĕ…

— Унтан вара мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ штаб начальникĕ.

— Унтан эпир часрах урам урлă чупса каçрăмăр та. иксĕмĕр те уринчен ярса тытрăмăр, — ăнлантарма пуçларĕ тепĕр каччи, сĕвекрех çамки çинчи тарне шăлса. — Ăçта кĕрсе каятăн?! Халех аннă пултăр! — тетпĕр. Анчах вăл хӳме çинчен ним тусан та анасшăн пулмарĕ арçури пек тапкаланма тытăнчĕ. Унтан темлерен хăрах урине вĕçертрĕ те Петюка пĕррех ура кĕллипе сăмсинчен начлаттарчĕ. Çыннин сăмси ахаль те пĕчĕккĕ, вăл ăна тата ытларах лапчăтрĕ курăнать. Çавăн пек хулиганствă хыççăн ăна вăйпах туртса антарма тиврĕ…

Малалла

«Пушă ăшăм…»


Пушă ăшăм.

Пур-пĕр ăшă, -

терĕ, кĕчĕ

пĕчĕк-пĕчĕк

ĕненӳ.

Шăппăн ларчĕ.

Кăмăл карчĕ

(карчăк евĕр)

сăрă-сарă

савнăçне.

Тунсăх туххăм1

темшĕн тухрĕ.

Кăкăр кăпăл!

турĕ — тупрĕ

канăçне...

Мана-и халăх юратать?..


«Туркай, а вĕт сана халăх юратать!..»

Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнелте пурăнакан Ю.З. çак сăвă авторне 2021 çулхи июльте каланинчен.

 

Мана-и халăх юратать?!

Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп!..

А, тен, чăнах та юратать?..

«Ку япăх пит!» теместĕп.

 

Вăл, халăх, кăткăс, — тĕнче пек;

Пур халăхра такам та.

Çук кăткăсси те халăхран, —

Çакна эп ăнланатăп.

 

Ман ентешсем те ансат мар:

Пĕри пăхать ăшпиллĕн,

Мана курсассăн, куçăмран,

Тулли телей пилленĕн,

 

Тепри вара куçне тартать...

Куратăп эп, куратăп:

Телейсĕр вăл эп пуршăнах, —

Туятăп эп, туятăп!..

 

Ырри çапах та ытларах,

Ман халăхра, шанатăп.

Шăп çакăншăн пушшех ăна

Чунтан-вартан саватăп!

 

Мана-и халăх юратать?..

Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп!..

А, тен, чăнах та юратать?..

«Ку кирлĕ мар!» теместĕп.

 

25.07.21

Хырай Ĕнел

Темшĕн?..


Мана пуринчен те ытла кирлĕ эсĕ.

Сана пуринчен те ытла кирлĕ эп...

Çакна темшĕн эсĕ çаплах ĕненместĕн,

Çакна темшĕн эпĕ чунтан ĕненеп.

 

Мана пуринчен те ытла кирлĕ эсĕ.

Çакна темшĕн эпĕ пĕлеп тахçанах.

Çакна темшĕн эсĕ çаплах ăнланмастăн

Эс темшĕн пачах шеллеместĕн мана.

 

Эс пур, çавăнпа та пур манăн пуласлăх,

Эс пур, çавăнпа маншăн çутă тĕнче...

Эс темшĕн пачах ман çинчен шутламастăн,

Эп темшĕн шутлатăп ялан сан çинчен...

 

24.07.21

Хырай Ĕнел

«Такам хыçра вартатчĕ палăк…»


Такам хыçра вартатчĕ палăк:

Кевти2 чиперччĕ... ячĕ — ман?

Чĕнмесĕр, шăппăн хупрăм алăк...

— Вилсе-шим эп...?

— Вилсе.

— Хăçан?

 

— Ик çул иртет. Хамах пытартăм:

Никам пĕлмерĕ ăçтине.

— Вăрман хăлхаллă, уй курса-тăр?

— Шырарĕç, тухрĕç йĕр çине...

 

Тăпру çинче сиксех ташларĕç,

Сарса янратрĕç кĕреке.

Кашни — асра: часах лăпланĕç,

Яту çĕкленĕ ирĕке.

 

Хăвна чарма... пĕр вăй çеç — вилĕм,

Чарать те — вăхăтлăх кăна.

Пин хут кайса пин хут эс килĕн —

Хальччен никам витмен чăна.

Çăткăн


Ку çул хĕл çапла ларчĕ.

Пĕр ирхине çурçĕр енчен питĕ сивĕ çил вĕрчĕ. Тӳпене хура пĕлĕтсем хупласа илчĕç. Кĕтмен çĕртен юр çума пуçларĕ. Кĕрхи калча шăтнă сип-симĕс уйсем тем хушăрах шап-шурă çи виттипе витĕнчĕç.

Тĕпĕр сехет иртрĕ-и, çук-и, вăрмантан яла чакаксем вĕçсе те килчĕç. Пĕри унта кăшкăрать, тепри кунта… Чакаксене курсан ман атте:

— Хĕл хăнисем килсе çитрĕç, ыран така пусас, — терĕ.

— Пусас, юрĕ ирĕлсен те, курăк тути юлмасть, — килĕшрĕ анне те.

Пусрăмăр. Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр, пирĕн кил картине тем хушăра пĕр кĕтӳ чакак пухăнчĕ. Пуçларĕç çаксем чакаклатма! Вĕсене кура ула кураксем те вăшлатса çитрĕç. Пĕри те тепри пирĕн пата — така пуснă çĕре — майĕпен çывхарнăçем çывхарса пыраççĕ. Ула куракĕсем питĕ кулăшла: çапсан та пуçран ан лектерччĕр тенĕ пек, айккăн-майккăн сиксе çӳреççĕ. Кăштах тутантарса пăхтарас терĕм эпĕ вĕсене, хамăра çиме юрăхсăр аш татăкĕсене пĕрне те тепĕрне пăрахса патăм. Эх, тытăнчĕç çаксем пушшех кăшкăрашма! Пĕр чакакĕ пуринчен ытла кăшкăрать. Вăрçаканскер пулмалла хăй, ыттисене çывăха та ярасшăн мар, пыра-пыра сăхать, аш татăкне лешсенчен пĕррех хыпса туртса илет. Тахăшĕ хăйне те лектернĕ курăнать, хӳринчи пер тĕкне хуçсах пăрахнă. Ку чакакне хăваласах ярас шут пурччĕ те, тивмерĕм, хăйсенне хăйсем пĕлеççĕ пуль терĕм.

Малалла

«Тулхăрса кăкăрти кăшăла…»


Кăшласа

кăкăрти

кăшăла

Тĕпретсе

тăллакан

тăнăма,

Тапса тухрĕ

тула

теветкеллĕх3:

 

Çĕмĕрсе

çĕнерен

çĕклемелĕх

Суяран

саваланă

сăмах!

Тулхăрса

тăракан

туйăма

Хасупа4

хăтлансан

хăмсарма5

Чĕвенленнĕ

чĕлхемĕн

чăн чĕмĕ6

Сăпатна7

салатмасăр

сĕвемĕн

Кĕртместех

канăçне

картана...

Асăрхан.

Асăрха —

Малалла

«Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...»


Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Шанмарĕç-тĕр эп уçасса ăна...

Ма уçас мар — çын ăнсăртран килмен.

Килнех пулсан, курасшăн вăл мана.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Инкек, тен, пулнă пач кĕтмен çĕртен?..

Инкек куçа, шел, курăнса килмест;

Май çук ăна çĕнме хăш чух пĕччен.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Ыр хыпарпа, тен, килнĕ ман пата?..

Ырă хыпар вăл эмелпе пĕрех —

Пĕрре илтсен илтес килет татах.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç алăка...

Шанмарĕç-тĕр эп уçасса ăна...

 

24.07.21

Хырай Ĕнел

Учитель


Эп хам

учитель пулнă май,

çырмалли

манăн нумай.

Анчах та

эп нумай çырмастăп,

паллăсене те

эп памастăп.

 

Учитель вăл

вĕрентекен –

чăваш пулсан,

ăна пĕлен.

«Учитель» тесе

каласан,

вăл маншăн –

тăванран тăван!

 

Пĕрремĕш ман

вĕрентекен –

ун сăнĕ

ман пуçра пĕтмен.

Вăл вĕрентни

ĕмĕр манпа,

эп мухтанатăп та

унпа.

 

Вĕрентнĕ

вулама, çырма,

вăлах вĕрентнĕ

юрлама.

Мана вăл

панă уроксем –

ылтăнран

хаклă вĕсем!

 

Малалла

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 794
 
1 туххăм — тӳрех
2 кевте – ӳт-пӳ
3 теветкеллĕх — хăюлăх
4 хаса – явап тыттарни
5 хăмсар — хăрат
6 чĕм — сывлăш
7 сăпат — çын