Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Василий Эктел çыравçа асăнса
Кашни çынна ăш туйăмпа
Кĕтсе илен, Лаш Таяпа.
Пит ятлă-сумлă çак яла
Аса илетĕп эп ялан.
Ку тăрăхра мĕн-ма тесен
Çуралнă ман манми туссем.
Сăвар е сăвăр, тен, пĕрех,
Куславккасем те, ав, пĕрлех.
Эктел те пирĕнпех эппин,
Умри кун-çулĕ ун — пин-пин!
Тăратăп эп пуç таюпа
Сан умăнта, Лаш Таяпа.
 Чĕкеç çуначĕ пек çав куç харши
компьютер хыçĕнчен
вĕçейрĕ тухрĕ,
пĕр ярăнчĕ кунтах,
çӳле пĕр ухрĕ.
Мана курсан çакскер хăрамĕ-ши?
Куç хӳрипе сăнатăп чипере.
Тахçан ăна эп курнă пек пĕрре.
Чăннипелех çак хĕрккене
пĕлеп-ши,
е яшлăха кăна аса илеп-ши?
Хирте чĕлтĕртетен ыраш ăрши
чĕреçĕм тĕпĕнчи чĕме вăратнăн,
вăл тĕлĕрен хĕлĕхсене хускатнăн
пулайрĕ çав çунат пек куç харши.
Чунпа çынсем ялан юлаççĕ çамрăк,
çунаççĕ те юрлаççĕ уншăн çеç.
Çапла шутларăм та
хайхи чĕкеç
вут пуççи пек компьютера вĕлт! чăмрĕ.
12.09.2007. Анкара. Каçкӳлĕм.
Ăçтан, мĕнле пуçтарăнса,
Пин-пин чул витĕр сăрхăнса,
Тумлам-тумламăн пухăнса
Çапла тухатăн-ши юхса?
Таçта-таçта, çĕр айĕнче,
Мăн кӳлĕ-тинĕс хĕрринче,
Çыран-стена хушăкĕнче
Çул тупрăн-ши пĕррехинче?
Апла пуçланнă е капла —
Антăлнă эсĕ малалла,
Анаталла е тăвалла,
Çитмешкĕн çак тавраналла.
Мĕнле халь ирĕклĕн юхан,
Çутта тухнишĕн савăнан,
Илемлĕ юрă шăратан,
Çынпа хавхаллăн калаçан!
Куллен ĕçетпĕр сан шывна,
Уçатпăр чĕрене-чуна,
Эс пур — сĕрме-и сăрана,
Илме-и кока-колăна?!
Чараймăп шухăша — каласшăн:
Тĕнче пилленĕ хăватушăн,
Виçесер пысăк юратушăн,
Çăлкуçăм, тав сăмахĕ йышăн!
Эпир унпа нумаях пулмасть суту-илӳ центре умĕнче тĕл пултăмăр.
Квас илес тесе шартарса пăхакан хĕвел айĕнче пиçĕхсе тăратăп. Пăчă, сывлама та çук сасçим.
Сасартăк тахăшĕ лап! тутарчĕ савук пек сарлака, йывар аллипе хул пуççирен. "Кам шуйттанĕ ашкăнать-ши ĕнте?" — шутлатăп тарăхса. Çаврăнса пăхрăм та... хам куçăма хам ĕненместĕп: Арлан Энтрийĕ!
Чылай çул каярах, хулари профессипе техника училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, эпир унпа пĕр заводра, пĕр цехрах ĕçленĕччĕ: эп — токарь, вăл — слесарь. Анчах нумаях тытăнса тăраймарĕ. Кĕçех ăна пĕр хушă аппаланкаланă хыççăн кутĕнчен тапрĕç: марш кунтан, эрех пăкки, шăршу-маршу ан пултăр!
Çавăнтанпа курманччĕ-ха эп Энтрие. Халь акă... Аçтан-муртан йăтăнса аннă вăл?
— Мĕн "хунарусене" ялкăштарса тăратăн, Макçăм, паллаймарăн-им?! — ахăрчĕ юлташ тени ылтан шăлĕсене кăтартса.
— Палласса палларăм та-ха... Ытла тăрук, пăр кĕтмен çĕртен пулчĕ те...
— Çапла, курманни çур ĕмĕр! Итле-ха, тăванăм, мĕн çухатнă эс кунта? Ма çак 30 градуслă шăрăхра хăвна ху çатма çинчи пулăлла ăшалатăн?
— Ара... арăм квас илме ячĕ те... — мăк-мак тукаларăм эпĕ самаях "хума" ĕлкĕрнĕ Энтрирен хăпас шутпа.
Малалла
Юля аппама
Ачалăх иртрĕ пулнăн паçăр,
Эпир, тен, харсăр пулнăран.
Эс иртрĕн аллăран, аппаçăм,
Эп хам та иртрĕм аллăран.
Шух вăхăт: "Кĕт, ан кай-ха", — темĕ,
Хăй евĕр-çке кун-çул-кĕтрет.
Сана кĕтет Мамай тӳпемĕ,
Мана Чӳквар çырми кĕтет.
Мана кĕтет Туçи, Атнакĕр,
Шăнчас çăл куçĕ те кĕтет.
"Эс хамăр ен çынни, тăна кĕр, —
Кашни, — часрах килсем эс", — тет.
Тымарсене аплах касар-и,
Ан хăртăрах йăхри тымар.
Кĕтсен те тăван ял масарĕ,
Унта кайса выртма тăхтар.
Кун-çул хăй евĕр-çке, çапла çав,
Çавах вăй пур-ха ал-уран.
Эс иртрĕн аллăран, аппаçăм,
Эп хам та иртрĕм аллăран.
Иван Федорович Гаврилова
Тунсăх тепĕр чух пусать:
Ырлăх курăп-и?
Хăйне евĕр вăл кусать —
Пурнăç урапи.
Кăмăла хăш чух пăсать
Çуклăх серепи:
Хăйне евĕр вăл кусать —
Пурлăх урапи.
Çынсене укçа пăсать,
Унсăр пурнăп-и?
Çав-çавах çаплах кусать
Пурнăç урапи.
 «Тунсăхларăн-и?» – тесе эс чĕвĕлтетрĕн
кĕсье телефонĕн кĕпçинчен.
Каласа парам сана, хĕрккем,
итлет-ни,
Турцири хам кăмăлăм çинчен?
Кунта эс юратнă ăшă та, хĕвел те,
пахча-çимĕçпе ĕçме-çиме.
Шăрăха эп савманне пĕлетĕн,
пылакне-çуне те пит çимес.
Эсĕ çук кунта, ытарайми чĕкеçĕм,
çук çут Атăл, сарă Чăвашстан.
Канлĕ юлăп-ха ютра ăçтан,
çитеймест мана уç сывлăш пек чĕлхеçĕм.
Хура çăкăр кирлĕччĕ мана.
Питĕ çиес килчĕ тăпăрч икерчийĕ.
Парнесем валли халь
вырăнĕ те çитĕ? –
кĕнекепех тулчĕ чăматан.
Çумра çук хĕрккем те,
çумра çук сар арăм,
кайăксен кĕввийĕ илтĕнмест,
тăван çĕр шăрши пачах кĕмест…
Чăваш еншĕн, хĕрĕм,
хытă тунсăхларăм.
Анкара. 12.09.2007. Кăнтăрла.
Вячеславпа Андрей Мироновсене
Кашнин кăмăлĕ хăй майлă,
Хăйне евĕр шухаш пур-тăр:
Кушак ĕмĕчĕ хăймаллă,
Тилле — çуллă пулă пултăр.
Йытта кирлĕ шурă шăмă,
Шăши шухăшĕ — сар вирлĕ.
Кашнинех пур шухăш-кăмăл.
Этеме вара мĕн кирлĕ?
Пан улмисем ӳкеççĕ патлатса...
Ташлать, ав, пирĕн сад тапăртатса.
Кĕрхи çилĕ силлет улмуççине,
Турачĕсем çапаççĕ ман хулпуççине:
— Татсам пире эс хăвăртрах, татсам,
Чĕнсем тусусене, хăна тусам.
Йышлă пулчĕ улмийĕ кăçалхи çул:
Садра ура пусма та вырăн çук!
— Ăçта чиксе пĕтерĕм-ши ку улмана?
(Машинăпах ăсатрăм ăна тĕп хулана).
— Туссем, килсемĕр эсир те ман патăма:
Хăналăп тутлă пан улмипе пурсăра та.
Çил ачийĕ ташлать садра тапăртатса,
Пан улмисем ӳкеççĕ патлатса.
Хăрах енлĕ урам юханшыв хĕрринче,
Çурчĕсем тĕссĕрленнĕ хĕвел питтинче.
Çыранти лапамра — мунчисем, лаççисем,
Аттесем çамрăк чух лартнă ват йăмрасем.
Саккуна пăсса çĕр тытса илнĕ тесе
Мунчасен шăпине татса пачĕç килсе.
Кантуртан вĕçтерсе çитнĕ çĕнĕ тӳре
Хресчене куланай хурса пачĕ: «Тӳле!»
«Нухратран тăранман-ши пасар самани?» —
Вăт, çапла шухăшлать аптраса ял çынни.
Юхан шыв леш енче — вĕç-хĕррисĕр уйра —
Тыр-пул мар, çулсерен ашкăрать хыт хура...
■ Страницăсем: 1... 727 728 729 730 731 732 733 734 735 ... 796
|
Шухăшсем
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...