Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чакăл-туПахчапа мунча хуҫиХура çăкăрĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЧипер АннаÇул хыççăн çулВăрман ачисем

Алăк леш енче – хĕркке кулли...


Алăк леш енче – хĕркке кулли.

Пĕр кусайрĕ сасă, кăлтăртатрĕ,

çепĕç туйăмăмсене вăратрĕ,

юн та хăй тымарĕнче тулли.

 

Эй, астармăш хĕр-упраç сасси,

эс мана пĕр савăнăçăн, тертĕн

çамрăк çулсене аса илтертĕн.

Йывăр иртнипе çеç пурнасси!

 

Тимлесе тăнлап. Çав иртнинчен

мĕн чуль сасă-кулă илтĕмест-тĕр.

Хор йĕркелĕттĕм халь вĕсенчен,

пулăттăм маэстро та хорместер.

 

Çав кулла пула хунать тĕнче.

Вăл чăн юрă, юрату çуратрĕ.

…Темле хĕр ман алăк леш енче

кăвакарчăн евĕр кăлтăртатрĕ.

 

14.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм

Геннадий Волков


Вилнĕ, пĕтнĕ теççĕ улăпсем,

Юлнă тăприсем, çĕр куписем...

Ĕненес килмест çак сăмаха.

Тимлĕрех пăхсамăр çывăха:

Халĕ те вĕсем пурнаç иккен,

Çитĕнсех тăраç чăвашсенчен.

Çул хывать пĕри çӳл тӳпене,

Тишкерет тепри авалхине,

Виççĕмĕш тĕпчет эреш-тĕрре,

Хăш-пĕри сăнать чĕлхемĕре...

Улăпсем пур чух — пурнать чăваш,

Унăн пулĕ паттăрла малаш.

Халь пĕрне илер-и мухтаса?

Чăннипех вăл тивĕçлĕ чыса.

Кашкăр Хуначи текенскере

Сахал мар пĕлеççĕ тĕнчере.

Нимĕçпе якут, хакас çынни

Ăс ыйтса пĕлет унран çĕнни...

Пĕчĕк Хуначи пĕррехинче

Ларнă улăп тĕмески çинче.

Сасăпа калать сисмесĕрех:

«Эх, пуласчĕ улăп евĕрех...».

Ак хайхи такам çĕр айĕнчен

Сас парать: «Ăс пух ваттисенчен.

Ăспала çĕнтерĕн эс хĕçе,

Пуринчен малтан пуç тай ĕçе...».

Улăпа ача итленĕ тет,

Хушнине тума пикеннĕ тет,

Çак ĕçпе ялан супа-супа

Хăй те тухнă чаплă улăпа.

Пухнă вăл чăвашăн ăс-халне,

Пынă ăнтарса ун ĕç-хĕлне.

Сиплеме вĕрентрĕ пурнăçа

Малалла

Кунашкал пулманччĕ-ха чылай...


Кунашкал пулманччĕ-ха чылай,

тĕлĕкре эп кĕçĕр темĕн супнă.

Тăван кил, кукаç та кукамай

инçетре мана шыранă, тупнă.

 

Мĕн каласшăн пулнă-ши вĕсем?

Пӳрт лартас пирки кăштах шутлап пек,

пур пек палăртса хурайнă лаптăк…

Мĕн тăватăр эсĕр, ватăсем?

 

Çын тăвас пулать ман хĕрĕмрен,

кĕнеке таврашĕ та çырасшăн.

Тин пуçларăмччĕ-çке ĕмĕре.

Тăхтăрсам, çĕр амăшĕ, çĕр ашшĕ!

 

ăнланаймĕç тĕрĕкри туссем те.

Палăртса хуни – малтан мала,

ăслăхра кĕтеç туман ĕçсем те, –

пурнмалла-ха манăн,

пурнмалла!

 

Юпа уйăхĕ вăл вĕçĕ мар.

Эп çуралнă. Аннепе мăнукăм…

Ан хăтланăр-ха çапла тăрукăн.

Ятранах хыватăп çураçма.

 

Анкара. Пит шавлă Кăзăл ай.

Хăна çуртĕнче эп çурта çутрăм.

Кун пекки пулманччĕ çав чылай.

Тĕлĕкре эп кĕçĕр темĕн супрăм…

 

14.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм.

Тăван Ен


Çуралнă тăван ен — манăн Канаш ен,

Ыр сунса кĕтет вăл мана кунсерен.

Чунран савăнатăп тăван енпеле,

Чĕререн саватăп хамăн тĕп киле.

 

Кунта сар хĕвел те пăхать ăшăрах,

Ачашлать çил лăпкăн кашни утăмрах.

Савнă ен асамлă, вăл ман Канаш ен,

Илĕртет чуна пĕр курăнса хитрен.

 

Сар тинĕс пек анлă тырă пуссисем,

Куçа тыткăнлаççĕ тарăн çырмасем.

Тăван ен вăрманлă, улăхлă, пуян,

Çыннисем ыр пиллĕ, чунпала пуян.

 

Шăпчăксем юрлаççĕ кунта хитререх,

Сывлăшĕ те уçă, чуна имлĕрех.

Аслут та мăнаçлăн юрласа юхать,

Ман кунта чĕре те канлĕрех тапать.

 

Манăн чуна çывăх ачари туссем,

Ялан ыр сунаççĕ паллакан çынсем.

Шурă акăш евĕр ларать хитре шкул,

Ас пухнă кунта эп, чупнă вунă çул.

 

Тăван ен асамлă çĕр сĕткенĕпе

Вăй илсе эп ӳсрĕм пысăк ĕмĕтпе.

Сана юрататăп çывăх Канаш ен,

Малашне татах та эсĕ чечеклен.

Ман çине пĕр вĕçĕм тинкеретĕн...


Ман çине пĕр вĕçĕм тинкеретĕн,

килĕшместĕн, тек чĕрре кĕретĕн,

Кипра пĕрлештеретпĕр тетĕн.

Пĕлейсем: сая каян ĕç ку.

 

Османсен империне мухтатăн,

курдсене пурне пĕр пек куратăн,

сан майлах тесессĕн йăнăшатăн.

Ырламас эп пусмăра, ас ту.

 

Тĕрĕкре ман çук чĕлхем, хаваслăх,

пиччемсем çунаç пуласшăн аслă,

хăш енне пăхсан та çук пуласлăх.

Чăваша ямасть тăван кĕтес.

 

Чăваша туртать çăви-масарĕ,

Е Ишек, Çĕрпӳ, Юхма пасарĕ,

АМĂШĂПЕ шукăль Шупашкарĕ...

Çаксене ăнланăн-ши кăть эс?

 

13.09.2007. Анкара. Каç кӳлĕм.

Эрехшĕнех ан çунсам


Кирук матки Варвари

Куллен шырать чун варли.

Хăй вăл хĕрĕх пиллĕкре,

Чунĕ — çирĕм пиллĕкре.

 

Пурччĕ унăн упăшки —

Эрехшĕн çунаканни.

Тӳнсе кайрĕ кĕр енне,

Кĕрсе выртрĕ çĕр айне.

 

Халĕ арăм иртĕхет:

Ялан эрех юхтарать,

Арçынсене куç хĕсет,

Пĕрле пулма астарать.

 

Хаяр шĕвеке сыпсан

Чун каниччен алхасать.

Йĕркене кĕме ыйтсан

Тем каласа ылханать.

 

Бригадир пырса чĕнсен

Ятшăн хире тухкалать.

Ĕç укçи алла илсен

Унта-кунта чупкалать.

 

Эх, Варук, Варук, Варук,

Мĕншĕн санăн намăс çук?

Эрехшĕнех ан çунсам,

Ачусенчен вăтансам.

Тĕрĕкре пулманне пĕлтерем...


Тĕрĕкре пулманне пĕлтерем:

кунта курмăн ниçта вĕлтĕрен.

Шăрăхра курăксем те хăраççĕ,

пахчине-йывăçне шăвараççĕ.

 

Тĕлĕнтермĕш-ши çумăр çукки?

Анкара варринче – шыв сикки.

Хăш тĕлте палтлатать

тĕпсĕр танĕ? –

Пĕрĕхет сиплĕ чăртăк-фонтанĕ.

 

13.09.2007. Анкара. Кăнтăрла.

Ваçук пичче


Василий Иванова — ĕçпе вăрçă ветеранне асăнса, сума суса

Ваçук пиччем, Ваçук пиччеçĕм,

Нихçан эс тухмăн манăçа.

Ачалăхăн чунри пичечĕн

Эс кĕтĕн манăн пурнăçа.

 

Эс ир-ирех лаша кӳлеттĕн,

Пыраттăн пирĕн урампа.

Кăлтăртататчĕ пит килпетлĕн

Хăв янтăланă урапа.

 

Кашни çыннах сунаттăн сывлăх

Йăл-йăл кулса, пуçа тайса.

Ăш пиллĕх пулнă санăн сыхлăх,

Çи-пуç тирпейлĕ те таса.

 

Çапла, пире эс вăрататтăн

Кун сиктермесĕр, кашни ир.

Эс командир пек курăнаттăн —

Чи ятлă-сумлă бригадир!

 

Мана та эс ĕçе илсеттĕн,

Ем-ешĕлех шкул ачине.

"Эс паллă çын пулатăн", — теттĕн

Вуланă май сăввăмсене.

 

Эпир пулнах-тăр, тен, тăрлавлă

Хастар бригадира курах:

Улăм ури те шеп тăрланă,

Лавне те кӳлнĕ хамăрах.

 

Ялсем халь, шел те, йăлт пушаннă,

Утатăп тунсăх урампа.

Кăлтăртатмасть-çке эпĕ шаннă

Тахçан арканнă урапа.

Малалла

Тĕрĕкре пуçланчĕ рамазан...


Тĕрĕкре пуçланчĕ рамазан.

Аллаха кунта пит хисеплеççĕ.

Типĕре сывлăхсене сиплеççĕ,

мĕн пулать хăйне çын чармасан?

 

Халăха тĕн чăмăртатать кунта.

Вăл тăрать чĕлхешĕн те йăлашăн.

Чăваша чиркӳ пулас кунта

пулăшайĕ-ши хăй пек юлмашкăн?

 

Шкулĕнче сехет сахалтарах.

Ытларах ют чĕлхепе вулаççĕ,

ашшĕ-амăш чĕлхинчен кулаççĕ...

Манăн шухăш чăн ан пултăрах!

Ним пулмасть кашни тăрăшмасан.

Ачăрсемĕр чăвашла пĕлеç-и?

…Тĕрĕкре пуçланчĕ рамазан.

Чĕлхене кунта пит хисеплеççĕ.

 

12-13.09.2007. Анкара.

Кутамкаллă хĕрарăм


Пырать хĕрарăм, ватă-ватă.

Хыçра ун пысăк кутамкка.

Урисенче — резина атă.

Ăçтан килет? Ăçта танккать?

 

Унччен çемйийĕ пӳрт тулличчĕ,

Пулман хĕрарăм пĕр-пĕччен,

Ачи-пăчийĕ йышлă — çиччĕ,

Хурлаймăн: ăнăçлă, ĕçчен.

 

Мĕн кирлĕ — эртелпе пикеннĕ,

Çĕкленнĕ харăссăн, хастар.

Çан-çурăм ывăнса йĕпеннĕ —

Ĕç ырлăхне чӳхенĕ тар.

 

Асаилни кăна çав халĕ:

Кил-йыш саланнă — пулăшмасть.

Чакать пулсассăн та вăй-халĕ

Хĕрарăм канлĕх тупаймасть.

 

Ай, тумалли нумай-çке питĕ

Куллен-кун дача-пахчара.

Ӳркевленсен çум курăк витĕ,

Кураймăн кишĕр-хăяра.

 

Килте пурнать-ха ывăл-тĕпкĕч,

Çемйи пур унăн, ачисем.

Анчах ĕçрен вăл писнĕ — ĕçкĕç,

Чăлах пек — ылтăн аллисем.

 

Мăнуксенче те шанăç пĕчĕк,

Авмашкăн пилĕк хăнăхман.

Калатăн та — шăртланчăк, вĕчĕ:

Вĕсемшĕн дача — чĕр тăшман.

 

Килте хăйсем тӳрех ыйтаççĕ:

"Паян тутли мĕн пур çиме?"

Малалла

■ Страницăсем: 1... 726 727 728 729 730 731 732 733 734 ... 796

Шухăшсем