Микул паттăр
Тĕнчере çӳрет юмах
(Юмах мар-тăр, чăн сăмах):
Аслă Атăл хĕрринче,
Чăвашсенĕн çĕрĕнче
Микул паттăр хисепре
Хăй ларать тет ĕмпӳре.
Ларать тени тĕрĕс мар,
Ларать теме ĕçсĕр мар:
Ĕçсĕррине ĕç парать,
Ăссăррине ăс парать.
Ертсе пыран халăха
Хăвармасть вăл тăлăха,
Ун хуйхи-суйхи çинчен
Шухăш каймасть пуçĕнчен.
Пурнăçа сăнамалла
Вăл çӳрет ялтан яла.
Тулăх пултăр тет сĕтел,
Хӳхĕм пултăр тет тĕпел.
Пырăр, курăр хулине,
Шупашкарăн кӳллине.
Тирпейленĕ çав кӳлле
Пысăк тĕкĕр темелле.
Пĕрĕхеççĕ пĕрхĕчсем
Йăлтăркка шыв пĕрчисем,
Юмахри лăс юмана
Асилтерсе таçтанах.
Керменсем çĕкленнĕçем
Хӳхĕм çакă вырăнсем.
Тĕрлĕ çĕртен юрлама,
Ăмăртса чупма, курма
Хăнасем килеççĕ тет,
Питĕ тĕлĕнеççĕ тет.
Микул паттăр йăрăсскер,
Йăрăсскер те йăрăскер:
Тухса çӳрет таçта та,
Ăна кирек ăçта та
Хапăлласа кĕтеççĕ,
Татах килсе кур теççĕ.
Тĕнче ăсне ăнкарать,
Хăй те ыр сĕнӳ парать.
Юратмасть тăрлавсăра,
Юратмасть эрех-сăра.
Пит ăста тет кĕрешме,
Кĕрешме те мирлешме.
Ун алли айне лексен —
Лĕнчĕрех лӳчĕркенен.
Хăлха чикки туянăн,
Чикеленсе йăванăн.
Тунă тет вăл ыр йĕрке,
Ямăн хăвна ирĕке...
Çакă Микул паттăра
Туррăмăр упратăрах.
Микул атте-асамçă,
Эс те ăна пăхсамччĕ:
Аташна ан аташтар,
Аталанма ыр ăс пар!
Унпа чăваш халăхĕ
Маттур утать хальĕхе.
Малашне те çавнашкал
Пурăнар эпир кал-кал.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...