Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиИрĕк çилШăплăхри аслатиВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртÇил-тăвăлТĕлĕнтермĕш юмахсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Пĕрре курсăх саврăм-ши


Сад пахчинчи сар чечекне

Хитре тесех татрăм-ши?

Лешкассинчи сар каччине

Хитре тесех саврăм-ши?

 

Пĕрре курсах, пĕрре пăхсах

Ма юнашар утрăм-ши?

Тус-тантăшпа вăййа тухсан,

Ма саншăн çеç çунтăм-ши?

 

Сар чечекем, саркайăкăм,

Ăçта вĕçсе кайрăн-ши?

Савнă тусăм, эсĕ маншăн

Ма сар чечек пултăн-ши?

 

Эс те чечек, эп те чечек,

Ма ик чечек уйрăм-ши?

Эс те пĕччен, эп те пĕччен,

Ма ик чĕре уйрăм-ши?

 

Сад пахчинчи сар чечекне

Пĕрре курсах тăтрăм-ши?

Лешкассинчи сар каччине

Пĕрре курсăх саврăм-ши?

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем


Ахальтен сире хĕрсем савман пуль,

Ахальтен савман пуль каччăсем.

Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем.

 

Шăпчăксем каçхи вăййа тухсассăн,

Шапчăксем савсассăн пĕр-пĕрне,

Шăпчăк пек çав юрă юрласассăн,

Кам тупмасть пуль хăйĕн шăпчăкне.

 

Çамраксем те пĕр-пĕрне саваççĕ —

Пĕр пек мар-ши пирĕн ĕмĕтсем.

Саншăн çеç саркайăксем юрлаççĕ,

Чечеке лараççĕ çĕмĕртсем.

 

Çăлтăрсем пиншер шăрçа тăкаççĕ,

Ма хитре-ши Атăл каçĕсем?

Куç илмесĕр сан çине пăхеççĕ,

Салтакран тин килнĕ каччăсем.

 

Ахальтен сире хĕрсем савман пуль,

Ахальтен савман пуль каччăсем.

Çамрăк чух кам ыйăхне татман пуль

Шупашкарăн лăпкă каçĕсем.

Çичĕ çăлтăр — туссем


Тĕнче уçлăхĕнче çăлтăрсен çемйи пурăннă. Вĕсем виççĕн пулнă: ашшĕ, амăшĕ тата Туслик. Вĕсем питĕ туслă пурăннă, мĕн кирлĕ — йăлтах пулнă. Анчах та Туслик пĕрмаях тунсăхланă, мĕншĕн тесен унăн юлташĕсем пулман, çемьере те вăл — пĕртен пĕр ывăл.

— Аттеçĕм, атте, çак планета çинче эпир çеç пурăнатпăр-и вара? — ыйтнă вăл пĕррехинче.

— Çук, ывăлăм, эпир çеç мар, çăлтăрсем нумай кунта, пĕринчен тепри илемлĕрех, çутăрах, — терĕ ашшĕ.

— Апла пулсан мĕншĕн эпĕ яланах пĕччен вылятăп, мана туссем кирлĕ, — хăпмарĕ ашшĕнчен ывăлĕ.

Тусликăн çуралнă кунĕ çитрĕ.

— Сана мĕн парнелемелле, ывăлăм? — ыйтнă ашшĕпе амăшĕ.

— Манăн пĕтĕмпех пур, тус-юлташсем çеç çук, — терĕ хурлăхлăн Туслик.

Ашшĕпе амăшĕ шухăша кайрĕç. Мĕнле çăлтăрсене чĕнмелле-ши ывăлĕн çуралнă кунне уявлама?

Ывăлне чун-чĕререн юратакан ашшĕ ун валли туссем шырама тухса кайрĕ. Нумай пăхса, нумай сăнаса çӳрерĕ вăл. Тусликăн тусĕсем пулма пултаракан ултă çăлтăр тупса палăртрĕ, кашнинпех курса калаçрĕ, уява пыма чĕнсе хăварчĕ. Килне çитсен Туслика нимĕн те каламарĕ — кĕтмен парне тăвасшăн пулчĕ пулмалла.

Малалла

Мулкач юрри


(халăх юррине йĕркеленĕ)

 

Çич çул выртрăм пĕр варта,

Çич çул выртрăм пĕр варта

Шăннă йывăç кăшласа,

Шăл-çăвара пĕтерсе.

Калча çиме тухасчĕ,

Калча çиме тухасчĕ,

Лесник курсан тытать пуль,

Тытсан тире сĕвет пуль.

 

Тиртен çĕлĕк тăвать пуль,

Тиртен çĕлĕк тăвать пуль,

Ç(ĕ)лĕкне т(ă)хăнса лартать пуль,

Х(ă)наран х(ă)нана çӳрет пуль.

 

Çлĕкне текех мухтать пуль,

Çлĕкне текех мухтать пуль.

Тирĕ хаклă теет пуль,

Тирĕ ăшă теет пуль.

 

Мĕн хакли пур ман тирĕн,

Мĕн ăшши пур ман тирĕн?

Шăннă йывăç кăшлатăп,

Хăра-хăра пурнатăп.

Пĕрле пурăнар-и?


(Гав. Федоров юррине илемлетнĕ)

 

Çурçĕр çилĕ вĕрнĕ чухне

Çеçке епле, ай, тӳсет-ши,

Шăнмасть те-ши?

 

Хамăр тăван пĕччен чухне

Чунĕ епле, ай, тӳсет-ши,

Хурланмасть те-ши?

 

Пурăнар-и пурăнăçне,

Пĕр пичкери, ай, сăра пек

Пурăнар-и.

 

Атте-анне пехилĕпе,

Ача-пăча, ай, сассипе

Савăнар-и.

 

Çук пулсассăн çурмалла та

Пур чух пĕрле, ай, савăнса

Пурăнар-и!

Юрату юрлаттарать


Хĕвел ансан,

Вăййа тухсан,

Аш çунать те, çын курмасть,

Купăс тытсан,

Сана курсан,

Юрламасăр чун чăтмасть.

Эс те шăпчăк,

Эп те шăпчăк,

Юрату юрлаттаратъ.

Юрату юрлаттарать те

Чĕрене ыраттарать.

Ирпе тăрсан,

Ĕçе тухсан,

Çумра савни курăнмасть.

Савни çукран,

Çумра çукран,

Юрламасăр чун чăтмасть.

Эс те шăпчăк,

Эп те шăпчăк,

Юрату юрлаттарать.

Юрату юрлаттарать те

Чĕрене ыраттарать.

Савни пулсан,

Пĕрле пулсан,

Вăхăт иртнĕн туйăнмасть.

Эс юратсан,

Эп юратсан

Юрламасăр чун чăтмасть.

Эс те шăпчăк,

Эп те шăпчăк,

Юрату юрлаттарать.

Юрату юрлаттарать те

Малалла

Планетăна инкекрен çăлни


Пĕр ялта карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен икĕ ывăл пулнă. Пĕри Иван, тепри Юман ятлă. Чухăн пурăннă çак çемье, укçа-тенкĕ çитмен.

Пĕррехинче Иванпа Юман хыпар илтеççĕ: патшан юратнă хĕрĕ чирлесе ӳкнĕ иккен. Ăна никам та сыватайман. Çитмĕл çичĕ тинĕс урлă килнĕ тухтăрсем те нимĕн те тăвайман. Вара патша çынсене çапла пĕлтерет: «Кам манăн хĕре сыватать, çавна ăна качча паратăп тата çур патшалăха та шеллемĕп».

Патша сăмахне илтнĕ хыççăн Иванпа Юман телей шырама тухса каяççĕ. Çул çинче вĕсем пĕр карчăка тĕл пулаççĕ.

— Ăçталла çул тытатăр, паттăрсем? — тесе ыйтать карчăк.

— Эпир патша хĕрне сыватма каятпăр, — теççĕ каччăсем.

— Эсир унта кайсан та — нимĕн те тăваймăр. Патша хĕрĕн вăйне кашни каç космосран вĕçсе анакан хăрушă чĕр чун илет. Çав чĕр чуна вĕлерсен тин патша хĕрĕ сывалать. Анчах та космоса вĕçсе çитме ракета кирлĕ. Акă çак пысăк йывăç хăвăлне кĕрĕр те вĕренпе аялалла анăр. Унта пысăк алăк пур. Çав алăкран кĕрсенех вĕçев аппарачĕ ларать. Ун ăшне кĕрсе ларăр та хĕрлĕ кнопкăна пусăр. Вăл хăех сире кирлĕ çĕре илсе çитерет, — терĕ те карчăк куçран çухалчĕ.

Малалла

Çирĕм иккĕ (ятсăрсем)


Сана çех пехиллеп,

Хĕрлĕ Çарăм,

Сана çех пехиллеп

Çак юрра.

 

Эп çеç мар

Ку юрра халь пуçарăп,

Эп çеç мар

Халь юрлап ку юрра.

 

Сан ятна чаплама

Хăват çитмĕ,

Сан хална манăн мар

Мухтама!

 

Тимĕр-хурăç вăйна

Вилĕм витмĕ;

Эс шăраннă вутпа,

Çулăмпа!

 

Революци чунне

Эс çăлайрăн,

Канаш влаçĕн

Тĕреклĕ çарри!

 

Пур тăшманăн вăйне

Йăлт ватайрăн,

Пролетарийĕн

Ал чăмăрри!

 

Акă халĕ хам та

Хĕрлĕ Çарăн,

Хĕрлĕ Çарăн

Хĕрлĕ салтакки.

 

Хĕрлĕ çăлтăрлă шлем

Пуçăмра ман,

Аллăмра — часовой

Винтовки.

 

Украинă

Украинă —

Вĕçсĕр хир.

Украинă —

Тĕрлĕ пир.

Ылттăн тулă сахал мар уйсенче...

Украинă — юмах пек ыр тĕнче!

 

Малалла

Йăлтăркка çĕрĕ


Пурăннă тет Ласмос планета çинче пĕр çемье: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен ывăлĕ. Çак илемлĕ планета çинче çăлтăрсем анчах пурăннă. Ашшĕ — Масян çăлтăр, çăлтăрсен шкулĕнче тĕрлĕ чĕлхе вĕрентнĕ. Амăшĕ — Засяна çăлтăр, çăлтăрсен банкĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Ывăлĕ — Касян çăлтăрчăк, çăлтăрсен шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕреннĕ.

Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе, савăнса пурăннă. Вĕсене нимĕн те кансĕрлемен, йывăрлăхра пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă. Кашнин пӳрнинче йăлтăркка çĕрĕ пулнă, унсăр вĕсем çутатма пултарайман.

Пĕррехинче кĕтмен инкек сиксе тухать — Касян хăйĕн çĕррине çухатать. Çавна пула вăл тĕксĕммĕн курăнма пуçлать, ыттисем пек çутатаймасть. Пурте шыраççĕ, анчах çĕрре тупаймаççĕ.

Вăйлă çил çавăрттарса кайнă хыççăн шырани те усси пулман. Касян питĕ куляннă. Ăна юлташĕсем лăплантарнă.

— Ан кулян, — тенĕ ăна Васян тусĕ.

— Чăнах та, ан кулян, атьăр пĕрле шырама каятпăр, — тенĕ тепĕр тусĕ Осян.

Çапла вара шанчăклă туссем çула пуçтарăнчĕç. Касян ашшĕпе амăшĕ вĕсене пиллесе инçе çула ăсатрĕç. Йывăр пулчĕ вĕсене тăван çăлтăрчăкне килтен кăларса яма.

Малалла

Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать...


Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать,

Тăри юрри хир тăрăх янрать;

Çеçкесен çийĕнче çил варкăшать,

Унăн сасси лăпкă çеç вăр тăвать.

Тăри сасси çӳлте ян-ян каять,

Çил вĕрсессĕн çиле май илтĕнет;

Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вăр тăвать,

Эпĕ çӳлелле пăхсассăн курăнать.

Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă,

Мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест;

Сăвви пулмасан та вăл кăмăллă,

Илтсен чĕрем шухăшсăр тусеймест.

■ Страницăсем: 1... 710 711 712 713 714 715 716 717 718 ... 794