Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперСӳнми хĕлхемСуя телейТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАли-паттăрСунарçă халлапĕсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Раштав çĕрĕ


(Лука, II, 14)

Пĕлĕт çилпе тасалчĕ,

Çĕр-аннемĕр уярчĕ,

Çил те иртсе лăпланчĕ,

Çĕр илемĕ палăрчĕ.

Çӳлти-çӳлти çăлтăрсем

Вут пек çунса тăраççĕ,

Вĕсен хушшинче хăватсем

Çиçĕм пек иртсе çӳреççĕ.

Нумай çăлтăр хушшинче

Çĕнĕ çăлтăр çутăлчĕ,

Тĕттĕм халăх хушшинче

Турă ачан курăнчĕ.

Çуралнă ачана мухтаса

Çӳлте ангелсем юрлаççĕ,

Çынсене ырлăх пуласса

Юрă сăввине калаççĕ:

«Пĕлĕтпелен çĕр хушши

Илемлĕ сасăпа янăрать —

Ача шуйттана çĕнесси

Пур тĕлтен те палăрать.

Чĕрĕлĕх хĕвелĕ çутăлса

Тĕнче çине сарăлчĕ,

Тĕттĕм унтан хăраса

Тамăк тĕпне пытанчĕ.

Хирте кĕтӳçĕсем кĕтӳпе

Çурăм пуç кĕтсе тăратчĕç,

Ангел çиçсе пынине

Сасартăк х(ă)раса чĕтрерĕç;

Ангел вĕсе(не) пусарса

Йăвашшăн, лăпкă каларĕ:

«Кайăр пуç çапма васкаса —

Витере Христос çуралчĕ!»

Кĕтӳçĕсем хытă савăнса

Ырă хыпара ĕненчĕç,

Çамрăк ачана мухтаса

Витене пырса пуç çапрĕç.

Малалла

Юрату — чĕре суранĕ


Кун кунларăм,

Каç каçларăм,

Тытаймарăм купăса.

Урама эп тухаймарăм

Купăса тăса-тăса.

 

Ял урамĕ,

Ма юрамĕ

Кӳршĕ ял хĕрне савма?

Юрату — чĕре çуначĕ,

Пĕлĕтре хушĕ пулма.

 

Кун кунларăм,

Хĕр куçларăм

Çырма урла, улăхра.

Çав хĕртен эп юлаймарăм,

Вăтансан та халăхран.

 

Ял урамĕ,

Ма юрамĕ

Кӳршĕ ял хĕрне савма?

Юрату — чĕре суранĕ

Çĕр тĕпне хушĕ анма.

 

Хĕвел анчĕ,

Кун çухалчĕ,

Тытрăм кĕмĕл купăса.

Кĕмĕл купăс ыйха манчĕ

Юратса та юрласа.

 

Ял урамĕ,

Ма юрамĕ

Юрласа ялтан тухма?

Юрату — чĕре суранĕ

Ют яла хушать утма.

Космос уçлăхĕнчи пурнăç


Эпĕ кӳршĕ ялти шкула вĕренме çӳретĕп. 6-мĕш класра вĕренетĕп те хама пĕчĕк ача тесе шутламастăп. Кĕнеке вулама шутсăр юрататăп. «Юный эрудит» журналпа «Приключения. Тайны. Чудеса» хаçата апатпа уроксем çинчен мансах вулама пултаратăп. Анне мана куншăн хушăран ятлакаласа та илет. Уйрăмах ют планетăсем çинчен çырнисем тыткăна илеççĕ.

— Эх, мĕн тери интереслĕ пулĕ унти пурнăç! Хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ.

Уссе çитсен астронавт пулас ĕмĕтпе хама ас тума пуçланăранпах супса çӳретĕп-ха эпĕ.

Паян та ак хам юратнă хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕсене хул хушшине хĕстертĕм те пахча хыçĕнчи çырма хĕррине кайса лартăм. Кунта шăп. Пĕлĕтелле пăхса ĕмĕтленме никам та чармасть. Хĕвел ачашшăн лăпкать. Сисмен те, тахăш вăхăтра çывăрса кайнă.

…Ман пата пĕр ача çывхарать. «Кунти ача мар-ха ку. Хуларан курма килнĕскер пуль-ха. Хула ачисем чăрсăр пулаканччĕ. Енчен те вăл чĕрре кĕрес пулсан парăнса тăмăп-ха», — тесе шутларăм. Анчах та вăл йăл кулчĕ те саламласа аллине çĕклерĕ. Манăн харкашас кăмăл таçта кайса çухалчĕ. «Эсĕ кам?» — ыйтрăм эпĕ унран. — «Ют планета ачи», — хуравларĕ вăл. Аллăмри хаçат-журнала курчĕ те: «Тĕлĕнтермĕшсемпе интересленетĕн-и? Апла пулсан атя манпа пĕрле. Эпĕ сана хĕвел системинчи пурнăçа кăтартăп», — терĕ. Çак сăмахсене илтсен чутах ташша яраттăм. Ара, ман тахçанхи ĕмĕт пурнăçланать вĕт! «Анчах мĕнле çитĕпĕр-ха эпир унта?» — ыйтрăм эпĕ. — «Манăн карап ав çав çырма патĕнче». Кĕçех эпир хĕвел энергийĕпе çӳрекен «Нуна 4» евĕрлĕ машина патне çитрĕмĕр. «Ара, кун пек машинăна 2007 çулта Нидерландире пĕр экземпляр кăна тунăччĕ. Тата вăл вĕçекен аппарат та марччĕ», — шалтах тĕлĕнсе кайрăм эпĕ. «Çапла, сирĕн цивилизаци ăс-тăн енĕпе пирĕннинчен чылай кая юлнă. Пирĕн машинăсем нумай хăватлăрах, ăслăрах», — хуравларĕ вăл.

Малалла

Вăрман çумĕн, çырма çумĕн...


Вăрман çумĕн,

Çырма çумĕн,

Хĕр тусне кĕтсе çӳрет.

Хĕр тусне кĕтме тухмасăр,

Тата урăх кам çӳрет?

 

Вăрман çумĕн,

Çырма çумĕн,

Хĕр çырла пухса çӳрет.

Улăхра çырла пулмасăр,

Улĕх тăрăх кам çӳрет?

 

Вăрман çумĕн,

Çырма çумĕн,

Юрату юрри юхать.

Юрату юрри юхмасăр,

Тата урăх мĕн юхать?

 

Вăрман çумĕн,

Çырма çумĕн,

Савни савнине савать.

Савни савнине савмасăр,

Савманнине кам савать?

Лермонтов вилĕмĕ


Нумай çăлтăр хушшинчен

Çутă çăлтăр ӳкнĕ пек,

Сасартăк этем хушшинчен

Поэт куçран çухалнă.

Савнă тусĕсен хушшинче

Пысăк айăп тунă пек,

Пĕтĕм вăрман хыçĕнче

Мĕскĕн пуçне усайнă.

Çивчĕ вут пек ăсĕпе

Вăл пурăннă вăхăтра

Айвансенĕн ĕçĕсе(не)

Сăвă туса кăтартнă.

Вăл пурне те тӳррипе

Ирĕк паман вăхăтра

Пĕррĕн-пĕррĕн тĕсесе

Юрă сăввипе каланă.

Вара ăна çилленсе

Пĕтĕм тавра курайман,

Анчах хирĕç чĕнессе

Пурте хăйса чĕнеймен.

Нумай çăлтăр хушшинче

Уйăх çиçсе тăнă пек,

Поэт этем хушшинче,

Çутă уйăх çути пек.

Тĕттĕм ĕçе кăтартнă.

Анчах уйăх çутине

Лап пĕлĕт пырса хупнă пек,

Мĕскĕн поэт аякне

Пăшал етри тăрăннă.

Поэт етре тăрăнсан

Ахлатнă та лап ӳкнĕ.

Çавна тăшманĕ курсан

Тин уласа ӳхĕрнĕ.

Мĕcкĕн поэт сасартăк

Ырă сывлăшне кăларсан

Пĕтĕм Кавказ тăвĕ тăрăх

Ун хыпарĕ çӳренĕ.

Ырă поэт сасартăк

Вилнĕ хыпар сарăлсан,

Нумай-нумай пит тăрăх

Малалла

Эп чĕртерĕп камин...


Эп чĕртерĕп камин...

Эс паян урăххин,

Ют ялти çĕнĕ çын –

Ман пулаймăн халь тин.

 

Эп чĕртерĕп камин...

Ыратать ман чĕре:

Сана мар, урăх кин

Анне кĕртĕ киле.

 

Çунтаратăп камин...

Çунтараççĕ вĕри

Савнин сив сăмаххин

Пăрĕпе юр юр пĕрчи.

 

Çунтаратăп камин...

Çырусем çунтарап,

Алли кăмрăк турчкин

Хыпашлать кăвара.

 

Çунса пĕтрĕ камин,

Хура кăмрăк юлать.

„Юрататăп”, - çырни

Кăирăкра вуланать.

 

Çунса пĕтрĕ камин...

Çунса пĕтрĕ иртни...

Эс ман пулмăн халь тин,

Усси пулмĕ çуннин.

 

07.08.2000 ç.

Пĕлĕтсем лутраланчĕç


1.

Деканат алăкĕ уçăлчĕ те унтан савăк пит-куçлă хĕр вирхĕнсе тухрĕ.

– ăçта ячĕç, Анисимова. Хăш района? – тапăнчĕç алăк умĕнче кĕпĕрленнисем.

– Турра шĕкĕр, хуланах хăварчĕç.

– Везет вĕт çынсене…

– Телейĕ урапа çинчех çав…

– Хула кулачĕ çинипех телейлĕ пулаймĕç-ха! – ку Петров пулчĕ. Вăл хăйсен тăван районĕнчи пĕр-пĕр шкула кайма пĕрремĕш курсранах ĕмĕтленетчĕ. – Саша, эсĕ те хула пăсари пуласшăнччĕ пулас?

Лешĕ чĕнмерĕ. Куçлăхне лайăхрах вырнаçтаранçи тата куланçи çеç турĕ. Вăл хытах пăлханать пулмалла. Ара, пурнăç юхăмне хăш çулпа чуптарасси ытларах çак алăк хыçĕнчи комисси членĕсен сăмахĕнчен килет-çке. Тата пĕлмен-туман пĕр тĕттĕм яла камăнах каяс килтĕр-ши? Мĕн, Юра Петров яла каясшăн хыпса çунать тетĕр-и? Темле çав. Хăйсен районĕнче ăна пĕр-пĕр ăшă вырăн параççех ĕнтĕ. Ку паллă. Анисимова вара… Ку хĕр-студенткăна Саша Григорьев питĕ лайăх пĕлет. Унăн идеалĕ – «хула пурнăçĕ»: танци, пляж, театр Унăн идеалĕ – «хула пурнăçĕ»: танци, пляж, театр тата пӳлĕмри çурта çутинчи хĕрӳллĕ те вĕри пăшăлтатусем… Паллах, хула пурнăçĕ Анисимова курăмĕнчен çĕршер хут пуянрах та илемлĕрех. Кунта наукăпа культура учрежденийĕсем те чылай. Енчен те Сашăна тĕпчев институтне ярсассăн хирĕçлемĕччĕ ĕнтĕ вăл. Тата кăштах тарăнлатăччĕ, аслăлатăччĕ те диплом ĕçĕнчи шухăшсене – кандидат диссертацийĕ хатĕр те. Яла кай-ха, мĕн пĕлнине те манса кайăн.

Малалла

Тăман витет шур çĕр питне...


Тăман витет шур çĕр питне,

Юрпа хуплать...

Çурта çунать сĕтел çинче,

Çурта çунать...

 

Шур лĕпĕш мар вĕçет савса

Çурта çине,

Шур юр савать ыталаса

Чӳречене.

 

Тăман килсе кленче çине

Темскер çырать...

Çурта çунать сĕтел çинче,

Çурта çунать...

 

Çурта çутатнă маччара

Çут мĕлкесем,

Унта çыхланнă ал-ура,

Мал шăпасем.

 

Ӳкеççĕ мăшăр пушмаксем

Сăр урайне...

Ӳкеç çурта куççулĕсем

Кĕпе çине.

 

Çак ик шăпа тăман ăшне

Кĕрсе путать...

Çурта çунать сĕтел çинче,

Çурта çунать...

 

Хуплать шур нарăсăн çĕрне,

Тăман хуплать,

Çурта çунать сĕтел çинче,

Çурта çунать...

 

Чун çилĕ вĕрчĕ çав енчен,

Вара çурта

Вашт! сарчĕ хăйĕн çунатне

Хĕрес туртса...

Ӳтĕме йыт пырши шăтарайрĕ, анне...


Ӳтĕме йыт пырши шăтарайрĕ, анне...

Çӳп-çӳхе тымарри шăм-шака ыталать,

Анчах эс ан кулян, ман юратнă анне,

Чунăм ман сан умра хĕвел пек ялтăрать.

 

Каçсерен эп пырап хам çуралнă киле,

Пыма çăмăл мана сан çурта çутипе.

Эп ларатăп санпа пĕр сĕтел хушшине,

Сăнӳкерчĕк пăхатпăр санпа çĕрĕпе...

 

Ан кулян эс, анне, ан кулян чĕререн:

Пултараймăн паян тавăрма иртнине.

Чун йĕрет, чун макрать, чун пĕрре,

Ан хавшатчĕ, упра чун-чĕре сывлăхне.

 

Эп пĕлетĕп, савни — куç пек кĕтрĕн мана,

Каçарсам, упрама эп пĕлмерĕм хама.

Санăн хăвăн шăпа, эс мана кай манса,

Сана ирĕк манран урăх каччă тупма.

 

Каçарсамăр пире, аннесем, савнисем!

Каçарсамăр пире: эпир — салтаксем...

Итлĕр, кайăк юрлать сирĕн сад пахчинче —

Эп каласшăн сире: «Юрататăп!» — тесе.

Ĕçчен Çтаппан


Пурăннă тет Çĕр çинче карчăкпа старик. Вĕсен икĕ ывăл пулнă. Чухăн пурăннă вĕсем, укçи-тенки пулман, анчах выçă çӳремен. Аслă ывăлĕ питĕ ĕçчен пулнă, пĕрмаях ĕçпе тăрмашнă, кĕçĕнни вара ĕçрен тарса çӳренĕ. Пĕррехинче кĕçĕн ывăлĕ Витали чирлесе кайнă, ăна сиплĕ шыв кăна пулăшма пултарнă. Амăшĕ аслă ывăлне, Çтаппана, вăрмана сиплĕ шыв патне янă.

Пĕр кун иртнĕ, икĕ кун, эрне… Çтаппан çаплах çаврăнса çитеймен. Амăшĕ кулянма пуçланă.

Акă мĕн пулса иртнĕ иккен. Çтаппан вăрмана çитнĕ те малалла ăçта каймаллине пĕлмен. Иккĕленсе тăнă хыççăн вăл тӳрĕ çулпа кайнă та сиплĕ шыв патне çитсе тухнă. Часах шывне савăта тултарнă та каялла кайма хатĕрленнĕ. Çав вăхăтра ун патне виçĕ симĕс кĕлетке пырса тăнă. Çтаппан хăрасах кайнă, мĕн тăвас-ши тесе аптраса тăнă.

Пĕри унпа калаçма тытăннă. Çтаппан нимĕн те ăнланман, анчах каярахпа тавçăрса илнĕ. Вĕсем унран пулăшу ыйтаççĕ иккен. «Эсĕ питĕ ырă та ĕçчен çын, — теççĕ вĕсем, — сăнран пăхсах куратпăр.»

Çак тĕлĕнтермĕш кĕлеткеллĕскерсем урăх тĕнчерен пулнă иккен. Çтаппана та хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Вĕсем пурăнакан тĕнчене пĕрмаях Кăмăрчак тапăннă, вĕсене аркатнă, пĕтернĕ. Кăмăрчака лăплантарма тесе Çтаппана илсе килнĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 709 710 711 712 713 714 715 716 717 ... 794