1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрă
I
Вăрçа кĕнĕ ват салтак
Ĕлĕк мĕн-мĕн пулнине
Юрла-юрла асăнать,
Асăнать те макăрать.
Паттăр пулнă салтакăн
Çӳллĕ кăкăрĕ çинче
Йĕркипеле медальсем,
Йăлтăр-çутă хĕрессем.
Унăн вăрăм юррине
Ялти ватă-вĕтĕсем
Ушкăнĕпе пухăнса
Пуçа тайса итлеççĕ.
Хрансус халăхин патши
Çĕр çывăрмасть, çар пухать:
Ваттине те хĕрхенмест,
Яшшине те шеллемест.
Çĕр хĕрринчи сĕм вăрман —
Витĕр тухми сĕм вăрман
Кăн-кăвак çанталăка
Ĕмĕлкипе хуратать.
Ах. вăрман мар, ним те мар —
Хрансус çарĕн ĕмĕлки
Çӳле витĕрех ӳкет,
Унпа пĕлĕт хуралать.
Турă çырлах, ан пăрах:
Патшамăра вăй парах,
Тăшман вăйне чакарах,
Пирĕн вăя хăпартах.
Улăхри текерлĕксем
Çурхи тырра акнă чух
Хресчен пуçĕ тĕлĕнче
Явкаланса вĕçеççĕ.
Текерле мар, ним те мар -
Ютран килнĕ утлă çар
Лашасемпе таптаса
Пирĕн çине тăрăнать.
Хрансус çарĕ малтанах
Пире майсăр тапăнать,
Пире çĕнтерсе пырать,
Пирех ытла макăртать.
Смулен хули — шур хула,
Хула тавра уй хура,
Çунăк ялсем хуп-хура,
Çĕр вĕри, тӳсмест ура.
Унта-кунта уйсенче
Хамăр халăх çар çынни
Юнĕпе çĕр шăварать.
Юнпа мĕн пур çитĕнни?
Юнпа шӳнĕ çĕр çинче,
Смулен хули пахчинче
Тăшман ачисем валли
Шăтрĕç вара çырласем.
Хрансус салтакĕсене
Хамăр вăйпа çĕннĕрен
«Çырла» тесе юптарса
Хамăр вăя юрлатăп.
Вăл çырлана çиекен
Хрансус тăлăх арăмин
Пĕртен-пĕр ул пулин те,
Урăх пĕтрĕ çимелли.
Кунĕн-çĕрĕн çĕр чĕтрет,
Бородинта илтĕнет.
Хрансус çитси çурăлать,
Вĕсен ним те чăтаймасть.
Уй тӳпинчи вăрмана
Кассăн-кассăн уйăрнă,
Уйăрсан касса янă:
Уйĕпех вăрман выртать.
Ах, вăрман мар, çар выртать:
Чун тухайман салтаксем
Йăшăлтатни курăнать,
Чĕп-чĕрĕ юн пăсланать...
Бордино — аслă уй,
Аслă уйра юрлама
Пырса тăнă паттăрсем:
Мăн çăварлă тупăсем, —
Çĕр чĕтретсе юрлаççĕ,
Курма пынă хрансуссем
Ура утса ташлаççĕ,
Ташăпалах вилеççĕ.
II
Хрансус тумтир йĕтĕнрен,
Йĕтĕнрен те пусаран;
Пирĕн енчен çил вĕрсен,
Сивĕ тытать кăкăртан.
Кĕр сиввийĕ пуçлансан,
Хрансус ĕсĕре пуçлать,
Çан-çурăмне сив çапать,
Унтан ӳпки те шыçать.
Пирĕн аттен Мускавра
Халь те сурăх пит нумай,
Пирĕн çийри кĕрĕксем
Тĕклĕ сурăх тирсенчен.
Çĕр шартлатса шăннă чух
Пирĕн çийри кĕрĕкпе
Улпут хăй те шăнас çук;
Уншăн пулсан хуйхă çук.
Акă ĕнтĕ тăшмансем,
Улăхри текерлĕксем,
Хĕл сиввине кĕрсессĕн,
Тин тапранчĕç ăшалла.
Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр,
Унталлах кайса пĕтĕр.[...]
Хамăр çĕр хамăр алра.
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара.
Атте-анне сăмахне,
Аслаттесен чĕлхине
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.
Россияра çу каçсан,
Çу илчĕç текерлĕксем,
Кĕр вĕçейми пулчĕç те
Мускав вăрманне юлчĕç.
Акă питех май килчĕ:
Пур енчен те ялсенчен
Ют кайăксене тытма
Çынсем хытă пикенчĕç.
Ытлах шăнса пĕтиччен
Йăлтах тытса пĕтерчĕç,
Вара хамăр çĕршывра
Хамăр хуçа юлтăмăр.[...]
Хĕвел тухми пуличчен,
Çутçанталăк пĕтиччен
Тĕрĕс-тĕкел, Патшалăх!
Сыв пулăр, хура халăх!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...