Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕÇăлтăрчăксемЕркӗнАтăл шывĕ юха тăратьЫлтăн вăчăраСана ҫырма сӑмах ҫитетХум пӑшӑлтатӑвӗ

Капăр Урине


Каçсерен тухатăп

Аслă урама,

Чун савни шыратап

Ăшшăн курнăçма.

 

Сахал мар ыр каччă

Пирĕн салара,

Темшĕн-çке хăраççĕ

Эпĕ савасран.

 

Ак, учитель Павăл —

Чапсăр йĕкĕт мар.

Пĕр каç çеç манпа вăл

Ларчĕ юнашар.

 

Агроном Никантăр

Кăмăла каять.

Хăй тухмасть нихçан та

Манпала вăййа.

 

Зоотехник Петьăн

Ĕç укçи пуян.

«Кăлăхах кĕтетĕн», —

Терĕ вăл паян.

 

Мĕншĕн-ши хăраççĕ

Ман юратуран?

Тумăм капăрах-çке.

Япăх-им сăнран?

 

Кунĕпех паян та

Тĕкĕр умĕнче

Тăтăм, япшарлантăм

Кăмăл туличчен.

 

Кашниех чĕнеççĕ:

«Капăр Урине».

Юратма пĕлмеççĕ

Темшĕн пикене.

Çамрăклатма тăрăшать


Арăмĕ вилсен, Лука

Качча илчĕ карчăка.

 

Качака сĕтне ăна

Çитерет кашни кунах.

 

Леш пырать çамрăкланса,

Яшши пек хастарланса.

 

Вĕри кулач çитерет.

Карчăк пулать хĕрӳрех.

 

Ĕçтерет час-час сăра:

«Карчăк, пул, тет, хавасрах».

 

Илсе пачĕ те пушмак,

Виç уралли пек ташлать.

 

Сельдерей çитерчĕ те,

Яшшинчен юлмасть пĕртте.

 

Çамрăклатма пултарса,

Лука пурнать ыр курса.

«Киреметре выртса хуралнă...»


Киреметре выртса хуралнă

Хакне çухатнă пăхăр пек,

Йĕрĕнтерсе, чун юнăхтарнăн,

Кашни йĕрке сăнарĕпе

Сĕтелӳнте ман çырусем

Ан выртчăр тек кĕвеленсе.

 

Ан куртăр вĕсене ют каччă.

Ӳпкелесе выç куçсемпе

Çиллес çынсем те ан вулаччăр —

Ĕне хупах чăмланă пек

Кавле-кавле ăнланаймасăр

Вулакан çын вăл пархатарсăр.

 

Сан умăнта пулас килмест

Анкартинчи тăм катемпе.

Çилпе сий-сийĕн сирĕлсе

Эп пулăп саншăн тĕтĕм пек.

Ман сăвăсем, ман çырусем

Куçран тасалччăр кĕлленсе.

 

1962, утă, 19.

Атăл, сывлăх лагерĕ.

Ăнсăртлăх


Каçкӳлĕм. Яланхи пекех туссем пĕрле пухăнчĕç. Кăнтăрлахи шăрăхра вĕсем пĕве хĕрринче ыр кураççĕ, каç пулттипе вара пĕрле пухăнса велосипедсемпе ярăнаççĕ. Каникулта çапла ĕнтĕ вăл: шыва кĕр, футбол выля, велосипедпа ярăн. Пĕр сăмахпа каласан — кан та кул.

— Пĕрмай дамба тăрăх çеç çӳретпĕр, айтăр паян шоссе леш енне, Энĕшхĕрри плотинине каятпăр, унта манăн куккасем паян пулла кайнă, — сĕнчĕ пурте пухăнса çитсен Витя.

— Точнă, айтăр каятпăр, унта пулă лайăх кĕрет теççĕ, — пĕр шухăшлă пулчĕ Эдик та.

— Эй, атьсем, халех каймалла мар, халь Денис килмен, — тăхтатрĕ Сергей, — вăл паян велосипедне супер туса килетĕп терĕ.

— Ну, ну, куратпăр вара, паян камăн великĕ крутойрах пулать, ну эп шутланă тăрăх вăл пурпĕрех маннинчен блескрах туса килеймест, — калаçăва хутшăнчĕ кукамăшĕ патне хăнана килнĕ Женя.

Велосипечĕсем вара, чăнах та, пĕринчен теприн чаплăрах, капăртарах. Пĕрне кура тепри кунран-кун улăштараççĕ вĕсен дизайне туссем. Коля ав урапа спицисене тĕрлĕ тĕслĕ прулккапа явса тухнă, Эдик изолентăпа çавăрттарнă, Костя тата сигарет пачкин хупписемпе илемлетнĕ. Никамран нумайрах Витя ĕçленĕ пуль вара паян. Паян çеç те мар паллах, ку ĕçе тума вăл пĕр-ик эрне хатĕрленнех ĕнтĕ. Вăл газлă напитокăн пăккисене пуçтарнă! Халĕ вара вĕсене спицăсем хушшине кĕрте-кĕрте лартнă. Вĕсене кĕртсе лартма çăмăлах пулман пуль-ха, эх, тĕрмешнĕ ача. Тĕрлĕ тĕслĕскерсем илемлĕн курăнаççĕ тата.

Малалла

Хăй çути


Хĕвел ансассăн тӳперен

Хуплать çĕре сĕм каç

Каç сĕмлĕх анлă килнĕрен

Чӳречесем караç.

 

Сирме пӳртре каç сĕмлĕхне

Кĕртме пӳрт хăтлăхне.

Çутаççĕ çутă çуткăçне

Тăсса кун анине.

 

Хĕвел пек çутатать пӳрте

Электровăй лампи.

Пур çутă — пурнăç... вăй... хевте —

Этем кун-çул таппи.

 

Анчах та... «хăй çути» сăмах

Пурнать-ха халăхра.

«Хăй çутрĕç» — теççĕ чăнахах

Çунсан вăл кантăкра.

«Килес кĕрччен е тепĕр çуркунне...»


Килес кĕрччен е тепĕр çуркунне

Кăвайт тĕпне сип-симĕс курăк витĕ.

Шăлса кайма кĕлне те кăмрăкне

Пĕрремĕш шалкăм çумăрĕ те çитĕ,

Тасалĕ кăмрăкланнă çак кĕтес,

Чечексемпе хупланĕ сӳннĕ вырăн.

Текех ман каялла пăхас килмест —

Кăвайт чĕртмесĕрех çанталăк ырă.

 

1962, утă, 16.

«Тем те пулать çул çинче...»


Тем те пулать çул çинче

Вĕçсĕр васканă май.

Савăк сахал чун çинче,

Шухăш нумай.

 

Чăтăм çĕклемĕ пуян,

Ир-ха ăна хурлама.

Пурпĕр çитет ман уяв

Çак урама!

 

1961, çĕртме.

Шупашкар.

Шурă пуçлă урхамах...


Хĕвелтухăç хĕрелет

Тĕттĕм каçа вăл сирет

Ял-йыш ĕçе пикенет

Ырă куна систерет

 

Хĕвел тухăç çутипе

Кĕтӳ тухать уялла.

Ут утланнă кĕтӳç те

Васкать малтан малалла.

 

Шурă пуçлă урхамах

Хăйĕн вăрăм урипе

Вăхăт-вăхăт кĕçенсе

Ташлать хăйĕн ташшине.

 

Уçланки питĕ хитре,

Ырă шăршлă курăксем.

Тĕрлĕ–тĕрлĕ выльăхсем

Çӳреç ирĕккĕн хирте.

 

Кунĕ ырă пулнăран

Кĕтӳç чунĕ савăнать.

Выльăх-чĕрлĕх тутăран

Ял еннелле пăхкалать.

 

Пушă сасси илтĕнет

Часах яла анмалла.

Выльăх та çакна сисет

Пуçтарăнать лапалла.

 

Ăслă выльăх урхамах

Пĕрре пăхсах ăнланать.

Кĕтӳç пушша йăтсанах

Лапамалла чуптарать.

 

Çӳлте тӳпе кăн–кăвак

Унта тăри юр юрлать.

Хĕвел аннă анманах

Кĕтӳ ялалла васкать.

 

Кĕтӳ шăвать ялалла

Хăйĕн майлă уттипе

Пуçтарать вăл ял-йыша

Вара хытă сассипе

 

Малалла

Асамлă тĕлĕк


Манăн юратнă асатте пур. Вăл ĕнтĕ 80 çула çитсе пырать. «Аппару ашшĕ» теççĕ ăна ялти пĕлĕшсем. Мĕншĕн тесен вăл манăн мăн асатте пекех вăйламас та яштак талпуллă пулнă. Упăнăн йăлисене ăтса пынă. Ир-ирех тăрса кил хушшинчи ĕçе пикеннĕ. Ун хыççăн туртупкă хутаç çакнă та лаша витине уттарнă. Унта ăна юратнă урхамахĕ кĕтсе тăнă. Кашни çыннăн хăйĕн тайĕнĕ пур. Пирĕн асаттен вара вăл — çĕр çинче ĕçлесе пурăнасси. Çу уйăхĕнчен пуçласа лашапа акаласа тырă акнă, çĕрулми лартнă. Кĕр кунĕсем çитсен вĕсене пуçтарса анкартипе тĕп сак айне хунă.

Асаттене ачасем питĕ кăмăллаççĕ. Мĕн кăна каласа тĕлĕнтермест-ши вăл мана тата манăн тантăшсене?! Хĕр-арсем те унăн халапĕсене итлеме тарават.

Пĕррехинче мана асатте хăй çамлăха кайсан епле аташса çӳренине каласа парса тĕлĕнтерчĕ.

Ĕнтрĕк çывхарса килнĕ, асар-писер çил-тăман тухнă. Асатте урхамахне васкатнă, анчах та тиевлĕ лавпа хытă чупайман, вăл часах ăшăрханă. Асатте те çав вăхăтра ывăннипе кăтăш пулнă. Вăранса каять — çил-тăман лăпланнă. Урхамах ахрат çырми çывăхĕнче пĕр яштак патĕнче тăра парать иккен. «Ăрăслă çăлтăр айĕнче çуралнă иккен эпĕ, ман сыхчă юнашарах пулнă-тăр, — терĕ асатте, — чутах урхамахпа пĕрлех çак ахрат çырмине çăкса аннă пулăттăмччĕ вĕт. Вăт сана ват кӳмеркке!» «Урхамахĕ те вăйран чалăхнă пирки чарăннă пулĕ ĕнтĕ, çапла-и, асатте?» — сăмах хушрăм эпĕ çак пăтăрмахлă ĕç-пуçăн вĕçне пĕлес тесе. «Çапла пулмасăр, мăнукăм. Урхамахăм та йăлтах ырса çитнĕччĕ çав арăш-пирĕш çулпа чавтарса пырса. Вара элес-мелес çил-тăман хыççăн вăйран кӳтсе çитрĕм пулсан та киле тĕрĕс-тĕкел çитрĕмех», — кĕчĕç ман хăлхана асаттен вăйран пӳхсе тухакан сăмахĕсем. Çак пулса иртнĕ ĕçе каласа пани уншăн тепĕр хут çак йывăрлăха тӳссе ирттернĕ пекех туйăнчĕ пулас. Ват çын хаш! сывлани мана хумхантарчĕ, калаçăва вĕçлеме хистерĕ.

Малалла

Старике киле кĕртсен


Карчăк, упăшки вилсен,

Киле кĕртрĕ Лукана.

Вăл сĕвенсе тăнипе

Хапха юпи лăканать.

 

Мăшăрне юратнă пек

Карчăк савас çук ăна.

Ирпе пит çума парать

Мăшкăлтăк шывне кăна.

 

Питне шăлма тыттарать

Карчăк старика чăпта.

«Сак мунчали те юрать, —

Тет вăл, — сан ална шăлма».

 

«Уруна сыр çăпата», —

Тесе пушăт тыттарать.

Пӳрттенкке тесе ватта

Çĕтĕк михĕсем парать.

 

«Çатра çӳçне турама

Акă сана, тет, сӳре.

Пĕрре çĕре сӳреле,

Çӳçне тура эс тепре».

■ Страницăсем: 1... 376 377 378 379 380 381 382 383 384 ... 796