Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сăвăсемпе поэмăсемАча чухнехиВăрман ачисемЙытă тĕлĕкĕАтăл шывĕ юха тăратьÇул хыççăн çулЙĕрсем çухалмаççĕ

«Ан çиллен эс мана, савнă чунăм...»


Ан çиллен эс мана, савнă чунăм,

Чăрмав кӳнĕшĕн сан пурнăçа.

Кăшт хăратăп санран, çĕмĕрт куçăм,

Куçусем сан чăнах та шăрçа.

 

Çунтаран куçсемпе эс пăхатăн,

Эп пăхма хăяймасп сан куçран.

Пăхнăçем çунтараççĕ кăваррăн

Сан асамлă куçсем хушăран.

 

Çĕмĕрт тĕслĕ куçсем эп курманччĕ

Катара... çывăхра... хам çумра...

Ĕнер куртăм та чун ман хускалчĕ:

Çулăм хыпрĕ кăварлă чунра.

Çăка


Ял варринче — çырма,

Çырма çинче — çăка.

Авалхи вăрмантан

Юлнă тетчĕç ăна.

Ял пуçланнă чухне

Чӳк туса пурăнма

Ял пуçланă çынсем

Мĕн хăварнă ăна.

Ĕмĕрсем иртнĕ май

Мĕн курман-ши çăка?

Тăвăл-çил сахал мар

Тăпăлтарнă ăна.

Кашни çул çуркунне

Шăнкăрч-кайăк савса

Çав çăкан хăвăлне

Çавăратчĕ йăва.

Пур армак та чармак

Лапсăркка туратсем

Хӳтĕлетчĕç çынна

Кăнтăрти Хĕвелтен.

Чӳклесе ĕненсе

Киремет Туррине

Чӳк тăватчĕç çынсем

Çав çăка айĕнче.

Анчах ырă çулсем

Иртсе кайрĕç çăкан.

(Çакă çут тĕнчере

Çын пурне те тăшман)

Хĕрлĕ вăхăт çитсен

Туса хучĕç пĕве,

Пушарпа кĕрешме

Шыв-шур кирлĕ, тесе.

Тăрса юлчĕ çăка

Шыв варне макăрса.

Пĕр çул чăтрĕ çăка

Кайран ларчĕ хăрса.

Хаяр вăрçă тухсан

Шартлама сивĕ кун

Ăна касрĕ кутран

Хĕрлĕ чун — сивĕ чун.

Пӳрт-çурта ăшăтса

Çунса кайрĕ çăка.

Юлашки ун сасне

Илтнĕ çав кăмака.

Малалла

Кĕтӳç


Хĕвел тухсан, кĕтӳçĕ тăнран каять.

Хĕвел ансан, кĕтӳçĕ савăнать.

Халăх калани.

 

Лăстăр çумăр çурĕ

Шыв шурне тăкса.

Уйри выльăх туйрĕ

Çурĕмпе чăтса.

Патĕнчи кĕтӳçĕ

Хыт пĕркенчĕкпе.

Лăс йĕпеннĕ çӳçĕ

Çамки хĕррипе.

Çăпати исленнĕ

Калăпĕ çинче

Тăли те йĕпеннĕ

Кантри айĕнче.

Ăшĕ пиçнĕ унăн

Çумăр çунăран,

Ăшаланнă чунĕ —

Кун иртет аран.

Йĕрĕх кун... Чараксăр

Кут пекех шăрать.

Иртен чарăнмасăр

Çумăрне тăкать.

Ăмăр кун пек ăмăр

Кĕтӳç ăшчикки...

Калаçма çук кăмăл:

Калаçмасть чĕлхи.

— Эй — эккей, — тет, хушшăн —

Выльăх çиеймест.

Выçа выльăх уншăн

Кăмăлне чĕртмест.

Тăрса çума çумăн

Выльăх хӳт шырать.

Чарак çуклă çумăр

Лăс, лăс, лăс çăвать.

 

Çĕртме, 2000.

Çичĕ пĕртăван


Лаша ампарĕ. Пачах тĕттĕм, каç. Суллахай енче юпахсем вăйсăррăн тĕксĕм тӳпе çине тинкерсе пăхаççĕ. Сылтăм енче йӳрĕк тихасем ыйха путнă. Каçĕ паян лăпкă. Тӳпери çăлтăрсем пĕр-пĕринпе выляса пĕр сӳнсе, пĕр çуталса илеççĕ. Хăйсен çутă пайăркисене вĕсем лаша ампарĕн кăшт уçă юлнă алăкĕнчен малалла салатаççĕ. Лаша ампарĕ кăшт çуталать. Вăхăтран вăхăта лашасем кĕçĕнни илтĕнет. Вĕсем вăйсăррăн хăйсен айĕнчи пусарăннă курăка çиеççĕ. Кунĕпе пĕр чарăнми ĕçлеççĕ çак мĕскĕн ланчăксем. Ĕç хыççăн хăйсене тутлă çитерессе кĕтеççĕ утсем, анчах ампара кĕрсен пусарăнчăк, чыссăр курăка çăвара хыпма лекет. Пăхасса та япăх пăхаççĕ утсене хуçасем: пĕр канми ака тутараççĕ, курăкне вара çителĕклĕн çитермеççĕ. Пĕр пĕчĕк улă купи, çичĕ юпахам. Мĕнле тăранччĕр-ха кунĕн çĕрĕн утсем çак пĕчĕк купапа. Анчах нимĕн те тăваймăн, хирĕç калас çук.

Пурĕ лаша ампарĕнче çичĕ юпах. Яланах нумай çиекен, хăйне пысăка хуракан кĕсмен лаша — Пайăрка. Мĕншĕн-ха ăна çапла ят панă? Мĕншĕн тесен ку ут ампара хĕвел пайăрки çутатсан тӳрех вăранса каять. Ахаль çутăпа çутатса ăна улталаймăн. Хĕвел пайăрки çутатсан кăна вăранать вăл. Хăйĕн хыççăн вара Пайăрка ыттисене те ыйхăран вăратать. Хуçа киличчен вара вĕсем пурте акана тухасса кĕтеççĕ.

Малалла

Çулçӳрев


Таçта, темле тĕнчере

Пулнă лашасен çĕршывĕ.

Пулнă тет вĕсен

Çамрăк çеç патша.

Патша пулнă тет маттур

Ĕçчен, çамрăк та сатур.

Вăл юратнă ĕçлеме

Пулăшма тет, пĕр-пĕрне.

Пĕррехинче тĕттĕм каç

Илтнĕ тет темле сас.

Патша тухнă урама

Сас паракана шырама.

Çакăнтан вара патшан

Пуçланать тет çулçӳрев.

Ак сĕм вăрман умра

Вăрман умĕнче йăмра.

Çав йăмра çинче вара

Çырнă тет çапла:

«Сулахай енне кайсан —

Тупăн эсĕ вилĕм.

Сылтăм еннелле кайсан —

Тупăн эс телей».

Мĕн тăвас та мĕн тăвас,

Хăш çулпа каяс?

Лаша-патша шутларĕ те

Кайрĕ тет сулахая.

Ак пырать вăл çулпала

Ун умĕнче пĕр юпа.

Юпа умĕнче упа

Вăл тăрать тем кăшласа.

Лашана курсан вара

Вăл калать тет çапла:

«Эсĕ çамрăк-çке, лаша,

Ăçта каятăн васкаса?

Анчах мĕншĕн çак çула

Эс суйланă-ши вара?

Сан вилес килмест пулсан —

Каласа парăн эс юмах.

Юмах килĕшмест пулсан,

Çисе ярăп çакăнтах»!

Малалла

Тата мĕн те пулин


Савнийĕ тытса чарчĕ

Хĕре çут шуçăмччен:

— Ан кай-ха, — терĕ каччă, —

Кичем мана пĕччен.

 

— Автан автать, — тет хĕрĕ, —

Ав, тул та çутăлать.

Кĕтет колхоз уй-хирĕ.

Кăштах канас пулать.

 

Килне пике ак çитрĕ.

Пĕр алăк уçă мар.

Мĕскер тăвас? Ун тиврĕ

Хӳме урлах каçма.

 

Анчах сисет чипер хĕр

Ури ыратнине.

Турат куçпе чĕртернĕ

Кăштах чĕркуççине.

 

Шăв-шав илтсессĕн тухрĕ

Ват амăш пăлтăра.

Хĕрне çӳçрен вăл туртрĕ

Çиллессĕн хăтăрса:

 

— Нумай çӳрен, мăнтарăн.

Ан пулччĕ ял кулли.

Кун пек эс шăйăрттарăн

Тата мĕн те пулин...

Авланма юратакан


Çирĕм пиллĕкрен иртсессĕн,

Эп шутларăм авланма.

«Тусăм, чĕвĕлти чĕкеçĕм», —

Ачашларăм арăма,

 

Арăм. Эх, пĕрремĕш арăм.

Тытăнчĕ чăкрашланма.

Эп кăшт-кашт çеç сыпкаларăм.

Вăл лăскатчĕ чунăма.

 

Авланни çулталăк çитрĕ.

Хуса ятăм арăма.

Иккĕмĕшне акă кĕртрĕм

Хамăн килĕм-çуртăма.

 

Ак хайхи юратнă арăм

Ларчĕ ман ĕнсе çине.

Мĕн кăна илсе памарăм —

Вăл ыйтатчĕ çĕннине.

 

Юрату каллех арканчĕ.

Арăм мар ку, арçури.

Виççĕмĕшне тупрĕ каччă.

Пулĕ терем чи ырри.

 

Кашкăртан усал ку арăм.

Чĕтренеççĕ кантăксем.

«Ĕç каллех кăлараймарăн». —

Тăрăхлаççĕ тантăшсем.

 

Ырă кун эп кураймарăм.

Шурса кайрĕç çӳçĕмсем.

Кирлĕ мар мана тек арам.

Анчах арăмсăр... кичем.

Кăткă


Чупать кăткă хăй çулпе

Пурлă çуклă чунĕпе

Йыш тĕллевĕн ĕçĕпе.

 

Хыпаласа хăй çулне

Мĕн пур шăршă-мăршине

Шырать вăл мĕн кирлине.

 

Тупрĕ нăрă виллине

Хăйĕнчен пит мăннине

Сĕтĕрет хăй йăвине.

 

Йăви пысăк пукан пек

Çийĕнче çук тĕл тӳлек

Чистах сĕт вĕренĕ пек.

 

Çитес чух йăви патне

Сĕтĕрсе сĕтĕрĕне

Туйрĕ вăл вăй чакнине.

 

Вара чĕнчĕ туссене,

Пиччĕшпе шăллĕсене

Сетĕрме пур пурлăхне.

 

Чупса çитрĕç тусĕсем,

Шăллĕсем, пиччĕшĕсем

Ярса илчĕç пур енчен.

 

Сĕтĕреççĕ, вĕçертеççĕ

Тепĕр хут тытса илеççĕ

Тăрмăшса пурте ĕçлеççĕ.

 

Йышри ĕç — йышпа илемлĕ,

Тунă ĕç пурте хисеплĕ.

Кăткăсем çавна пĕлеççĕ

Пире те чăн вĕрентеççĕ.

 

Çу, 2000

Ылтăнпа Хытчун


Юман тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ. Чипер каччă вăл, ĕçчен, кăмăллă. Пĕррехинче улăхпа пынă чухне курăк çинче тиха выртнине курать çак каччă.

Тихи хăй чăпар тĕслĕ, çилхи вара кĕмĕл пек çутатса тăрать. Анчах та вăл аманнă, ура çине те тăрайман. Юман çакна тӳрех асăрхать, тихана йывăç тураттисем çине майлаштарса вырттарать те килнелле туртса каять.

Юманăн ашшĕпе амăшĕ тихана курсан тĕлĕнсех каяççĕ — ытла та йăлтăртатса тăрать-çке вăл. Çавăнтах ăна Кĕмĕл тесе ят параççĕ. Кĕмĕл вара питĕ вăйсăр пулнă. Юман ăна çитерет те утă çине йăтса хурать.

Тепĕр кунне Юман куçне уçнă-уçманах витене чупать. Кĕмĕл ăна ура çине тăрса кĕтсе илет: «Ырă кун пултăр, Юман!» — тет. Çамрăк каччă тиха калаçма пĕлнинчен питĕ тĕлĕнет.

Кĕмĕл майĕпен сывалса çитет, кунран кун ӳссе пырать. Çапла çулталăк иртсе каять. Юманпа Кĕмĕл ĕнтĕ халь — чи çывăх юлташсем.

Пĕр каçхине Юман вăранса каять те витере çутă асăрхать. Часрах тумтирне хăй çине уртса ярать те витенелле чупать. Вите алăкне уçса ярать те — ак тамаша, ун умĕнче чăпар тĕслĕ, ылтăн çилхеллĕ лаша тăра парать. Хăй çавăнтах васкаса калаçма пуçлать: «Мана Ылтăн тесе чĕнеççĕ. Эпĕ урхамах çĕр-шывĕнчен килтĕм. Эсĕ манран ан хăра. Урхамах çĕр-шывĕнче лашасем çынсене ырă çеç тăваççĕ, пулăшаççĕ, анчах та вĕсем куçа курăнмаççĕ. Лашасен ури çĕре перĕнсенех вара вĕсем çутатаççĕ.

Малалла

Лаша калаçăвĕ


Çĕн çул каç лашасем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ тет. Мĕн пур шухăшĕсене пĕр-пĕрне каласа параççĕ тет. Лаша калаçнине илтнĕ çын питĕ сăваплă имĕш.

(Асанне каласа панинчен)

 

Çĕн çул каçпа, çурçĕрпе

Тухрăм эпĕ витене.

Итлеме лашасене,

Вĕсем мĕн калаçнине.

 

Шăппăн пытăм йăпшăнса,

Тăп тăратăп тăнласа.

Амăш калать тихине

Хăйĕн çепĕç сассипе:

 

— Пĕчĕкскерĕм, пĕчĕкскер,

Ӳссен пулăн пысăкскер.

Ик çул çитсен, çитĕнсен

Эсĕ кăштах вăй илсен,

Урапана кӳлĕнсе

Эс чуптарăн вирхĕнсе.

Хуçуна эс пулăшса,

Юртăн эс çуна туртса

Ача-пăча савăнса

Пырĕç ун çинче ларса.

Сӳрипеле сухине

Шуçăмпала ирхине

Эсĕ тухăн кӳлĕнсе

Тар кăларăн ĕçлесе.

Çуллахи ăш кунсенче

Эсĕ Сурăм хĕрринчен

Типнĕ курăк турттарса

Капан тăвăн тăрăшса.

Каçхине, хĕвел ансан,

Эс ĕçлесе ывăнсан

Çĕрĕпеле выртмара

Утă çийĕн улăхра.

Ĕçлемешкĕн вăй кĕртме

Малалла

■ Страницăсем: 1... 378 379 380 381 382 383 384 385 386 ... 796