Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чапшăн пурăнмастпăрТантăшсемÇăлтăрчăксемÇич çунатлă куракХусанАсамат кӗперӗ сӳничченПĕчĕк патшалăх

Чăмăрлă арăм


Аш яшки хатĕрлесе

Урине асапланмасть.

Шуратмасăр пĕçерсе

Çĕрулми çиет ир-каç.

 

Упăшки ирпе ыйтать:

— Эх, çиесчĕ паттăрла!

Урине лартса парать:

— Çĕрулми çи чăмăрла.

 

Урине пурнать ансат:

Ни шӳрпе çук, ни котлет.

Кунсерен мăшăлтатса

Çĕрулми çеç хатĕрлет.

 

Ĕçрен килчĕ упăшка,

Çиме ыйтрĕ кăнтăрла.

Мăшăрĕ ыр шухăшпа:

— Çи улма, тет, чăмăрла.

 

Тепринче çав кахалли

Улăштарнă менюне.

Çăмарта хуран тулли

Пĕçернĕ-мĕн Урине.

 

Арçын киле таврăнать:

— Эх, хушас, тет, вăй-хала!

Арăмĕ лаплаттарать:

— Çăмарта çи чăмăрла.

 

Упăшка шалт аптăрать:

Чăмăрла та чăмăрла.

Чăмăрпа янлаттарать:

— Арăм ху та чăмăрла!

Кам телейшĕн?


«Манăн хăть пĕр кун пуласчĕ

Телейли çак çĕр çинче»,

Тетĕн эс. Мĕн-ма пулмастăн?

Ĕç çеç тăн çухаличчен.

 

Ав, тепри пулса курасшăн

Телейли пĕр уйăх çех,

Авланма ăна хушатпăр.

Пурнĕ уйăх иртĕхсе.

 

«Телей пултăрччĕ пĕр çул хăть

Манпала», — тет Микула.

Туянтăр автомашина —

Телей пырĕ пĕр çула.

 

Пулас теççĕ ав нумайăн

Телейли ĕмĕрĕпех.

Ара пулăр. Авланăр та,

Ĕмĕр пурнăр пĕррепех.

Тăван ял


Урапакасси

 

Урак паттăр касси

Нумай юлмарĕ кĕтесси...

Çитеп яла тымар яма

Тăван йăх ăратне тăсма!

 

Ыталама тăван çĕре...

Савмашкăн хушнă пек чĕре

Путян та Енчĕк куккăрне

Туканайпе Урак сăртне.

 

Сăпка — Куршанкă куккăрри,

Пĕве — янравлă çырмари...

Ăçта хĕвеллĕ кун каçа

Шывра ишсе ача-пăча.

 

Çеремлĕ улăх — Пăчанар,

Улма пахчи, Чуптунă вар.

Ăçта шур хурăн айĕнче

Ларса ирхи çут шуçăмччен.

 

Çумри Чурпай ял хĕрĕпе

Ĕмĕтленсе пулăсемпе...

Çапла ял, санăн пур ул-хĕр

Ялта хăварать манми çул-йĕр.

 

Çулсем иртсен, çав çул-йĕрсем

Аса килеççĕ... Шухăшсем

Вĕçеççĕ тăван ял енне

Ăçта кун панă ыр анне.

 

Кăрлач, 2001.

Патшан асамлă лашисем


Пĕррехинче пĕр патшан витинче кĕсри виçĕ тиха хăмланă.Тихасене çулăмлă-хĕрлине — Шуçăм, шуррине — Кун, йăм хурине Каç тесе ят панă. Янаварсем асамлă пулнине никам та тавçăрайман. Пĕрре тарçăсем лашасене апат çиме кăларнă та вĕсемсĕр тăрса юлнă. Хайхискерсем амăшĕпе сывпуллашнă та тӳпене çĕкленнĕ.

Шуçăм тĕнче йĕри-тавра çаврăннă та çынсене Ир пулнине систернĕ. Унăн йĕрĕ Сывлăм пулса юлнă.

Кун вара пурне те Çутă кун парнеленĕ.Унăн палли — Хĕвел.

Каç телейлĕ тĕлĕк валеçекенни пулса тăнă.

Чулсене хăварса шыв нумай юхнă. Кунпа çĕр чылай хутчен ылмашăннă…

Усаллăх Ырра çĕнтерме пикеннĕ. Çак авăра лекнĕ Каç çилçунат йăлтах улшăнса кайнă. Ырă тĕлĕксем вырăнне хăрушă тĕлĕксемпе çынсем аташнă. Кунпа Шуçăм шăллĕне пулăшма тăрăшнă, анчах кăлăхах пулнă. Усаллăх çĕнтерсех пынă. Пиччĕшĕсем нимĕн тăвайман енне Сывлăмпа Хĕвел патне пулăшу ыйтма пынă. Сывлăм хăйне Каçăн хăлхи ăшне чикме хушнă. Каланă — тунă. Чăнах та, усси пулнă. Урхамах лайăхланнă.

Виçĕ Çилçунат Хĕвелпе пĕрле сăрт çине хăпарса çĕр çинчи мĕн пур усаллăха пĕтернĕ.

Малалла

Пăт тăвар


ЗАГС хĕрарăмĕ аптрарĕ

Мăшăрланакансемпе.

Пурăнсах каймаççĕ мар-и

Çĕн çынсем пĕр-пĕринпе.

 

Хăшĕсем суда утаççĕ

Уйрăлмашкăн уйăхран.

Теприсен чунсем хытаççĕ

Ăнсăртран çулталăкран.

 

«Мĕншĕн çĕнĕ ĕмĕрте те

Çирĕп мар хальхи çемье?

Вĕсене мур кансĕрлет, тен,

Янтратмашкăн пĕр çемме?» —

 

Шухăшлать апла, капла та

ЗАГС çынни яшсем çинчен.

Пĕр-пĕрин пирки ытла та

Пит сахал пĕлеççĕ, тен?

 

Çамрăксем валли тивет-мĕн

Халь ЗАГСа тăвар илме.

Регистрациччен сĕнесшĕн

Пăт тăвар пĕрле çиме.

Тунсăх


Тăван тавралăх, тăван ен,

Пĕлетĕп, эс мана кĕтен.

Нумай çӳрерĕм аякра

Чуна хыт чул пек хытарса.

 

Халь вăхăт çитрĕ таврăнма,

Чунпа çемçен ачашланма.

Сив пăр пек сивĕ чĕрене

Кĕртме тăван ял ăшшине.

«Çĕр çинче илем нумай...»


Çĕр çинче илем нумай...

Пĕлĕтре вĕçме çук май.

Вĕçĕттĕмччĕ эп пĕрмай,

Ах, анчах, çитмест ман шай.

 

Пĕлĕтре, теç, пур çăтмах...

Маншăн вăл пустуй сăмах.

Ĕненекен çын — ухмах,

Ĕненменни — эп, хамах.

 

Çĕр çинче вăл, ыр кĕтес,

Ыр çĕре ыртан çитес.

Пурнăçа пир пек тĕртес,

Мĕншĕн ăл усса пĕтес?

 

Пурăннă чух çеç илем, —

Тесе калать ват килем, —

Пурăнатăп, çук чирлем,

Тăтăр аякра — вилем.

 

Вулакан, пуçна ан тай,

Пурнăçшăн кĕреш хăв май.

Телей парĕ сана пай,

Илем кӳрĕ чыс... сăпай...

 

Раштав, 2000.

«Пит хăрушă та сивĕ хаяр çил вĕрет...»


Пит хăрушă та сивĕ хаяр çил вĕрет,

Кашни чĕрĕ чуна ураран ӳкерет.

 

Сивĕ çумăр çӳлтен иртенпех пĕрĕхет,

Мĕншĕн-ши çутçанталăк çапла иртĕхет?

 

Тен, вăл сиснĕ çапла çак тĕнче пĕтессе,

Аякран-инçетрен çĕн тĕнче килессе?

 

Мĕн парнелĕ пире, çынсене, çĕн тĕнче,

Ылттăн-кĕмĕл парнелĕ-ши, тен, кĕленче?

 

Ыррине кĕтме çук. Усалли тем чухлех.

Çĕн тĕнче, эп пĕлетĕп, часах килетех.

 

Парнелесчĕ пуласлăх тăван халăха,

Ун чух пулăп телейлĕ эп яланлăха.

 

28.08.2006

Хĕллехи кун


Мĕнле аван-çке хĕллехи ир хир тăрăх çăмăл йĕлтĕрпе ярăнса çӳремешкĕн!. Паянхи ир сивех те мар, таврари сывлăшпа сывласа тăранма çук. Акă çамрăк хурăнсем, кăштах çилĕ вĕркеленипе-ши, мана курнипе-ши, вĕсем мана пуç тайса ырă суннăн туйăнать. Эпĕ чăтма çук савăнăçлă. «Ырă кун сунатăп, хурăнăмсе-е-е-ем!» — тесе сасăпах кăшкăрса ятăм. Сассăм аякка кайрĕ те ахрăм пулса каялла таврăнчĕ. Эпĕ сăрт çинчен васкамасăр, пĕр тикĕссĕн, хам хыççăн икĕ мăшăр йĕр хăварса ярăнса антăм. Çав самантра кĕтмен çĕртен çил тухса кайрĕ, хĕвел васкавлăн пĕлĕт хыçне пытанчĕ... Пĕрре мар курнă эпĕ кун пеккине çак вырăнта. Çилĕ усалланса алхасса илет те часах лăпланать. Вара… ман куç умне юмахри пек шап-шурă урхамах çинчи çут кĕмĕл пек ялтăркка та вĕлтĕрти шурă кĕпеллĕ, шурă çӳçлĕ çамрăк Хĕр тухса тăрать. Пĕр хăраса, пĕр савăнса эпĕ çав çил çунатлă Пике патнелле талпăнатăп. Анчах… вăл мана куç хĕсет те çав самантрах таçта çухалать. Манăн ун хыççăн каяс килет, унпа пĕрле шурă та кăпăшка пĕлĕтсем таранах вĕçсе хăпарас килет… Акă, паян йĕлтĕрпе хытăрах хăвалатăп та хуса çитетĕпех Пирĕштие! Манăн та çĕр çинче те, пĕлĕтре те вĕçсе çӳрекен çил çунатăм пултарас килет. Эпир хамăрăн ялăмăр çийĕн вĕçсе иртĕпĕр, хуласем, тинĕссем çийĕн, çĕр чăмăрĕ çийĕн...

Малалла

Амăш йĕркелет


Лавкара юрлать

Ӳсĕр Курнили,

Сутăçран ыйтать

Мухмăр чĕртмелли.

 

Ывăлĕ унта

Çитрĕ хашкаса.

Пĕчĕкскер чунтан

Чупнă васкаса.

 

— Ах, атте! Атте! —

Тет ача йĕрсе. —

Пĕр вăрă пӳрте

Кĕчĕ çĕмĕрсе...

 

Ашшĕ чĕлхине

Çавăрать аран,

Пурпĕр ывăлне

Хăвăрт ăс парать:

 

— Ун пирки кала

Эсĕ аннӳне.

Йĕркелет ялан

Вăл пӳрт-çурт ĕçне.

■ Страницăсем: 1... 381 382 383 384 385 386 387 388 389 ... 796