Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиЙытă тĕлĕкĕЙăмраллă ялКĕмĕл кĕперТанатаАсамат кӗперӗ сӳничченХĕрес хывнă хĕвел

Пур!


Пур чăвашра чăн-чăн арçынсем, пур!

Кăвар чĕреллĕ, сисĕмлĕ, маттур!

Чăваш йăхне кăшларĕ-ватрĕ мур,

Çапах та чăвашра чăн-чăн арçынсем пур!

Хĕрарăм хул пуççийĕ çийĕнче

Ларсассăн та асаплă çут тĕнче,

Çут ĕнчĕ çиçнĕн хăйăр хушшинче

Пур — ĕненетĕп! — чăваш арĕ çĕр çинче.

Чăн-чăн чăваш арçынĕ пулнăран,

Ăна чунтан, савса, юратнăран,

Хĕрарăма хăратмĕ хура-шур.

Чăваш пики ĕçре вут пек маттур.

Пур чăвашра чăн-чăн арçынсем, пур!

Кăвар чĕреллĕ, сисĕмлĕ, маттур!

Вĕсене курма çеç пĕлмелле!

Вĕсене савма çеç пĕлмелле!

«Ах! та «ах»! тесе çеç çӳрес пур...»


«Ах! та «ах»! тесе çеç çӳрес пур,

Пурăнас та çук çут тĕнчере!

Курмаллах этемĕн хура-шур,

Унсăрăн аталанмасть чĕре.

Асапа çĕнсе, этем, йăл кул!

Хуть хăçан та савăнăçлă пул.

Шырасассăн кукăр, çăмăл çул,

Ырлăх сĕнмĕ пурăнăç — кун-çул...

Тĕл пулмалли тĕл пулусем çинчен


Каллех ак каç ман алăк умĕнче,

Çăл пури пек шăпланнă подьездра.

Тытса чарас пек шăннă çанăран,

Юра силлет пальто çухи çинчен.

 

Кун каçипе упранă шанчăка

Кĕтсе илмесĕр, хам кӳлешĕре

Каллех эп хупрăм чĕмсĕр кантăка,

Тӳпе çухалчĕ манăн пӳлĕмрен.

 

Кĕтмен чăнах, кĕтменччĕ ку каçа

Ман тĕл пулман тĕл пулусемшĕнех.

Ыран кăна... вăл çеç чуна уçать.

Каллех темччен, темскер кĕтнишĕнех.

 

Чунри хĕлхем, санран ыйтас килет:

Кам тĕл пулу кĕтет ыран манпа?

Никам та, тен, никам та, кам пĕлет?

Тĕл пулăп, тен, ыран эп Никампа.

 

Эп калăп, тен, салам, ку эп-ха, эп.

Ман ăраскалăм эсĕ, тен, — пĕрех!

Епле-ха сансăр, хăть те кам хăех

Сана ал тытнă пулĕччĕ тӳрех...

 

Ах, мĕн тери пĕччен-çке эп, пĕччен.

Тăхта, тăхта, çывхарнă ир мĕлки.

Çак сăввăма çырса пĕтериччен.

Тăхта, эс пулăн сăвă юлашки.

 

Ыран куна кĕтсе, ун умĕнче

Çырса пĕтмен сăвва вуланă пек,

Тĕл пулмалли тĕл пулусем çинчен

Шанса та хĕмленсе шутлатăп тек...

Алăксене уçсассăн


Уç алăксем çĕрле ялан хăрушшăн курăнаççĕ.

Тен, çавăнпах çынсем каçа алăксене хупаççĕ.

Çырлахтарман Турра çынсем ялан çырлахтăр теççĕ,

Инкек килсессĕн, чи малтан вăл иртессе кĕтеççĕ...

Тĕнче вылять, тĕнче кулать, тĕнче вилет ир-каçăн.

Тĕнче хăрушшăн курăнать алăксене уçсассăн.

Пĕчĕк колхозниксем


Кăркуç çĕрле, вунă сехет тĕлĕнче, килне таврăнчĕ. Çывăрма выртнă амăшĕ Кăркуçа кăмăлсăр мăкăртатса, ахлатса тăрса уçрĕ. Краççынне кăштăртатса пырса çутрĕ. Хĕсĕкрех куçĕсене уçса ярса, çутта пăхаймасăр, питне-куçне пĕркелесе илчĕ те Кăркуçа ӳкĕтленĕ сасăпа:

— Шартлама сивĕре те таçта чупса çӳретĕн. Тумтирӳ ытла та çӳхе. Шăнса пăсăлăн, ачам! — терĕ.

— Эпир урамра çӳремен вĕт. Шкулта пухăнса лартăмăр, — терĕ Кăркуç. Унтан, саплăклă пиншакне хывса, пăтана çакса ячĕ.

— Çĕрулми, ав, сĕтел çинчех, çи! — терĕ те амăшĕ вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ.

Кăркуç вуникĕ çулхи лутрарах, хура пуçлă ача. Мăйĕнче пионер галстукĕ. Шур пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннă. Урине çĕтĕкрех çăм тăлапа çăпата сырнă.

Кăркуç, аллине çуса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Алшăллипе витсе хунă çăкăра касса илчĕ те сивĕ çĕрулмине тăварпа пуçса çиме тытăнчĕ. Уй улми пек вĕтĕ çĕрулми, кăмакана хывса пĕçернĕскер, чĕн пек, пĕрре те тутлă мар. Шуратнă чух алла çыпăçать. Кăркуç ялхуçалăх выставкинче курнă çĕрулмине аса илчĕ. Мĕн тĕрлĕ шултăра, таса çĕрулмисем! Çиме те вĕсем тутлă, кĕрпеклĕ пулмалла! «Кĕл сапса лартнă çĕрулми» тесе çырса çапнăччĕ. «Эпир те колхозра килес çул çĕрулмине те, тырра та кĕл сапса туса пăхар-ха», — терĕ Кăркуç хăй ăшĕнче. Хăйĕн шухăшне унăн амăшне пĕлтерес килчĕ.

Малалла

«Этемлĕх çийĕн хĕç тăрать çакăнса...»


Этемлĕх çийĕн хĕç тăрать çакăнса...

Хĕç ӳксен татăлса,

Этемлĕх выртĕ кăнса...

Кам çакнă çак хĕçе?

Этемлĕх — хăй!

Хĕç ӳкĕ кĕçех —

Чармасан Ырă Вăй.

Этемлĕх пурнăçĕ —

Этемлĕх аллинче.

Айван этемлĕх

Шутламасть кун çинчен.

Хăйне хăй пĕтерӳ —

Этемлĕх пуçĕнче...

Пурнать этемлĕх иртĕхсе-ĕрĕхсе:

Паян пултăр ĕçмелли, кӳпмелли, киленӳ!..

Варлать уçлăха — тав-шава пĕрĕхсе...

Этемлĕхре çук этеплĕх — таву, ĕненӳ...

Эп — çакна калакан —

Этемлĕхе çăлма тăракан.

Ан пул, этемлĕх, ухмах, таракан!

Чарăн, урма-ахăрма!

Ан тивтĕр сана макăрма!

Вилĕм — сывлан сывлăшу!

Наркăмăш — çимĕçӳ, аш-пăшу!

Сыхла хăв килне — çут çанталăка!

Сыват хăв чунна — ĕмĕрлĕх палăка!

Пис вăрçăран! Хур ан ту хăвна!

Пусар хăвăнти вĕчĕрхенчĕк тăвна!

Сахалшăн вилни те чыссăр


Шаккаççĕ...

Алăка, кантăка, тен,

Шаккаççĕ —

Хăшне ман уçас?

 

Килеççĕ...

Таçти шухăшсем те,

Каяççĕ,

Ватаççĕ пуçа.

 

Нумай кирлĕ мар

Сахалшăн çунни те уссăр,

Сахалшăн вилни те чыссăр,

Вилни — уйрăмах.

Ырату касса хăварнă йĕр


Çĕрĕпех садра эп кĕçĕр лартăм.

Ир çинче чĕтре-чĕтре

Хĕр пек хурăн айĕнче вăрантăм,

Ман тавра ишет кăвак тĕтре.

 

Уйăх та иккен шăнса хутланнă.

Ман мĕлке пек пĕчĕк те çинçе.

Манра сӳннĕ кулă пек шупкалнă,

Çакăннă шур хурăн тăрринче.

 

Мĕн шыратăп, мĕн-ха эп çухатнă

Çӳç пекех арпашнă пурнăçра?

Мĕн упранă, сан пекех юратнă —

Сан хыçран саланчĕ хам ăшрах.

 

Тĕкĕнмерĕм, аякра эп тăтăм,

Çунса пĕтрĕм хам тасалăхпах

Телее, куран, илмеççĕ сутăн,

Телее тăваççĕ çынлăхпа.

 

Иртĕ пурте, манăçа та юлĕ

Ырату касса хăварнă йĕр.

Ас илсен, тен, вăл та çывăх пулĕ,

Пулĕ, тен, татах та савнă хĕр.

Сăвă


Пĕвене сĕрен кĕперĕ анчĕ

Шыв ăшне чăмса тухсан чĕкеç.

Вăрман енĕ пĕлĕт уртса ячĕ

Ăсатма тухас пек йăпăрт çеç.

Кĕр пӳрте, шăнан, тет, кĕпе вĕççĕн, —

Асатте сассиллĕ аслати.

Çывăхрах çиçсе çухалчĕ çиçĕм,

Сăввăма çуратрĕ ун çути.

Мучар


I

Мучара ял Совечĕ паян чухăнсен спискине кĕртрĕ. Мучар савăнать, хăй тăвас тенине турĕ вăл.

— Ну, арăм, ĕнтĕ тин ирĕккĕн сывласа яма пултаратпăр, пурăнатпăр пурăнăçа, — терĕ вăл хавассăн. Мучар чеен куçне хĕссе илчĕ, çĕтĕк-çатăк ачисем çинелле кăмăллăн пăхрĕ. Унтан пасара тухса сулăнчĕ.

Мучаршăн пурнăç пĕр чăрмавлă шухăшсăр, майĕпе шуса кайрĕ. Майĕпе шусах, вăхăт хĕл вĕçнелле пычĕ. Ялта çураки кампанийĕ пуçланса кайрĕ. Кăнтăрла вăрлăх пухаççĕ, сортлаççĕ. Ял Совечĕ таврашĕнче çынсем хальчченхинчен ытларах вĕркĕшеççĕ. Каçсерен пухусем: чухăнсен пуххи, хĕрарăмсен пуххи. Тепрер каçран пур халăх пуххи пулса иртет. Канашлаççĕ, сӳтсе яваççĕ, халиччен туман çĕнĕ япаласене тума йышăнаççĕ. Ял вĕрет. Ял хăйĕн пысăк ĕçне тума — çураки кампанине ирттерме — вăраннă.

Пĕрре чухăнсемпе ял активĕ пуххинче акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстермелли çинчен канашлаççĕ. Хура пусса çĕрулми, турнепс акса хăварас теççĕ. Пухура акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстерме йышăнаççĕ. Çынсем пухуран саланаççĕ. Акă виç-тăватă çын пӳртрен тухнă та алкум вĕçĕнче пĕр çĕре пухăнса чĕлĕмсем чĕрткелесе тăраççĕ. Мучар та пухуран тухрĕ. Чĕлĕм чĕртсе тăракан çынсене тĕттĕмре палласшăн пулса, вăл вĕсем патнерех пырса тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 304 305 306 307 308 309 310 311 312 ... 796