Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
theweathernetwork.com сайтри сӑн
theweathernetwork.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк пирӗн пата майӗпен ҫывхарать.

Паян иртенпе уяр пулсан та кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫапах ку ҫанталӑка ӑшӑтса пыма пӗрре те чӑрмантармӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче Шупашкарта термометр кӑнтӑрласерен – 27-29, каҫсерен 14-16 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта 30 градус таранах шӑрӑх пулӗ. Айлӑмлӑ вырӑнсенче, шыв-шур патӗнче, ирсерен тӗтре карса илӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ, аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче кӑна вӑйланӗ. Атмосфера пусӑмӗ нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере те шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Вӑтам сывлӑш температури 20 градуспа танлашӗ. Ку – ҫӗртме уйӑхӗнчи климат норми.

Ҫур уйӑхра Шупашкарта 45 мм ҫумӑр ӳкӗ. Ку — ҫӗртме уйӑхӗн нормин виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев влаҫ оргнаӗсен официаллӑ порталӗнче Эколог кунӗпе салам вырнаҫтарнӑ.

«Паянхи професси уявӗ хӑйӗн пурнӑҫне Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗ ҫут ҫанталӑкне сыхласа хӑварас ӗҫе халалланӑ мӗнпур ҫынна – ҫут ҫанталӑка сыхлакан ведомствӑсен ӗҫченӗсене, инженерсене, ӑсчахсене, общество ӗҫӗн хастарӗсене тата отрасль ветеранӗсене – пӗрлештерет.

Экологин лайӑх тӑрӑмӗ вӑл – отрасль тӗллевӗ ҫеҫ мар, кашни ҫын пурнӑҫӗн тата кирек хӑш регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗн никӗсӗ те. Ҫӗршывра ҫавӑн ятлӑ наци проекчӗ пурнӑҫланать. Таса сывлӑш, таса шывсемпе вӑрмансем тата ҫӗре типтерлӗн упрани хальхи тата пулас ӑрусен пурнӑҫ пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Проект пуҫаракан ӗҫ-хӗл шутӗнче – территорисене тӑтӑшах тӗплӗн тасатса тирпейлесси, хупӑ цикллӑ экономикӑна аталантарасси, пурнӑҫ тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварасси тата экологи туризмне йӗркелесси.

Сирӗн кулленхи тата питӗ яваплӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Ен экологи лару-тӑрӑвӗ тӗлӗшпе ҫиччӗмӗш ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗрет, мониторингӑн юлашки кӑтартӑвӗсем вара эпир улттӑмӗш вырӑнта тӑнине ҫирӗплетеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл саламра.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк
bolshiekaybitci.bezformata.com сайтри сӑн
bolshiekaybitci.bezformata.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ.

Вырсарникун термометр – 23, тунтикун 25 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Шӑматкун кӑнтӑрлаччен хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ, ытларах — республикӑн кӑнтӑр енче. Вырсарникун тата тунтикун вара кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫуса иртме пултарӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте аслатиллӗ пулӗ.

Ҫитес эрнере Шупашкарта кӑнтӑрласерен 26-28, ҫӗрлесерен 13-15 градус ӑшӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче тинех типӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлӗ. Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче вара 30 градус таран шӑрӑх пулма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
ru.pngtree.com сайтри сӑн
ru.pngtree.com сайтри сӑн

Ҫулла мӗнле пулассине «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ. Кӑҫал типӗ ҫанталӑк шар кӑтартмӗ. Ҫумӑр утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче нумайрах ҫӑвӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче тата ҫурлан иккӗмӗш ҫурринче типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Кӑҫал ҫулла чӑтма ҫук ытлашши шӑрӑх ҫанталӑкпа тӗлӗнтермӗ. Вӑтам сывлӑш температури ҫӗртмере – 17,4, утӑ уйӑхӗнче 20 градус пулӗ. Ку климат нормин кӑтартӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗнче вара ку кӑтарту 18,5 градуспа танлашӗ. Ку ҫуллан юлашки уйӑхӗшӗн нормӑран 1 градус пысӑкрах шутланать.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 30 градуслӑ шӑрӑх ҫӗртме варринчех килме пултарӗ. Чи ӑшӑ кунсем ҫуллан пӗрремӗш ҫурринче савӑнтарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кашни кунах ҫумӑр ҫумӗ, хӗвеллӗ тата ӑмӑр кунсем черетленме пултарӗҫ.

Юнкунран ҫанталӑк ӑшӑтӗ, термометр 20 градусран ытларах кӑтартма тытӑнӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑрах туйӑнӗ. Паян уяр-ха, ыран вара килтен тухнӑ чухне сунчӑк илме ан манӑр.

Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче пляж сезонне уҫмашкӑн ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн вара республикӑна шӑрӑх ҫитӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш декади климат норминчен 1 градус сивӗрех пулӗ. Вӑтам сывлӑш температури 16 градуспа танлашӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗ мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт прогноз хатӗрленӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫуллахи пӗрремӗш уйӑх шӑрӑх пулмӗ, ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурри ҫумӑрлӑ килӗ. Пӗтӗмпе 9 кун аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 14-16-мӗшӗсенче тата 24-25-мӗшӗсенче ҫанталӑк сивӗтӗ. 30 градуслӑ шӑрӑх пулас шанчӑк нумай мар – 60 процент кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк
uk.pinterest.com сайтри сӑн
uk.pinterest.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шӑрӑх пулмӗ, кӑштах сивӗтӗ.

Паянлӑха ӑшӑ пулӗ-ха, анчах ыран, ытларикун. вара республикӑна сивӗ фрончӗ ҫитӗ. Ҫумӑр кӗҫӗрех ҫума тытӑнӗ, ыран вара хӑш-пӗр ҫӗрте аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Сывлӑш температури 13-18 градус ӑшӑ пулӗ.

Юнкун ҫумӑр кӑштах кӑна ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун вара республикӑра циклон хуҫаланӗ. Юнкунпа шӑматкунччен 13-15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен вара — 4-6 градус кӑна. Хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫитес эрне варринче таврӑнӗ. Анчах ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫума пултарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
author.today сайтри сӑн
author.today сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех шӑрӑх вӗҫленӗ те ҫанталӑк сивӗтӗ.

Шӑматкун ӑшӑ пулӗ-ха. Анчах каҫ енне хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Кун хыҫҫӑн хӗвеллӗ пулӗ-ха. Вырсарникунпа тунтикун уяртӗ, кӑнтӑрла термометр 20-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Ытларикун пӗлӗтленӗ, кӑнтӑрла 13-18 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, каҫсерен вара – 5-10 градус. Ҫимӗкре те, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Хыпар - Вести Чувашия» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хыпар - Вести Чувашия» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре тинӗс кӑвакарчӑнӗсене асӑрханӑ. Ку хыпара «Хыпар - Вести Чувашия» МАХри каналта пӗлтернӗ.

Пирӗн республикӑра пурӑнман ҫак кайӑксене Геннадий Исаков орнитолог курнӑ иккен. Тинӗс кӑвакарчӑнне тепӗр майлӑ та калаҫҫӗ иккен — хӑшӗсем ӑна кӑнтӑр чарланӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл Кавказ тӑрӑхӗнче йӑва ҫавӑрать. Ҫавӑнпа Чӑваш Ене вӗҫсе ҫитни – тӗлӗнмелле пулӑм шутланать.

Сӑмах май каласан, орнитологсем кайӑксене те шута илеҫҫӗ. Ун валли вӗсен хӑйсен меслечӗ пур. Орнитологсем тата кайӑк-кӗшӗк тусӗсем пулӑшнипе вӑл е ку тӑрӑхра мӗнле кайӑк мӗн чухлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Хосантайра пурӑнакансем ялти пӗчӗк юханшыв таса марришӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат пӗлтернӗ.

Хосантай ялӗпе юхса иртекен пӗчӗк юханшыв юлашки вӑхӑтра ҫуллӑ-хура тӗсленсе кайнӑ.

«Юханшыв иккӗмӗш кун ӗнтӗ мазутлӑ. Вӑл ялти пӗвене лекет. Ним те тумасан вӑл Ункӑ юханшывне юхса ҫитет, кайран Атӑла юхса тухать», — пӑшӑрханаҫҫӗ канӑҫсӑр чунлӑ ял ҫыннисем.

Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫри кӗске хыпарта мазут ялти юханшыва ӑҫтан лекнине каламан. Ку ыйтӑвӑн хуравне яваплӑ специалистсем ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ5F4WD1GEQ
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй