Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика
freepng.ru сӑнӳкерчӗкӗ
freepng.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем 79 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ватлӑх 63 ҫула ҫитсен пуҫланать. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри центр ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн.

2020 ҫулта ирттернӗ ыйтӑм вӑхӑтӗнче ҫынсем ватлӑх 62 ҫула ҫитсен пуҫланать тесе каланӑ. 18-24 ҫулсенчисен шухӑшӗпе 58 ҫула ҫитсен ватлӑх пуҫланать, утмӑл урлӑ каҫнисем шухӑшланӑ тӑрӑх, 68 ҫула ҫитсен.

Хӗрарӑмсем 79-80 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн, арҫынсем — 78-а ҫитиччен.

18-24 ҫулсенчисем 74 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн, 65 ҫултан аслӑраххисем — 85 ҫулччен.

Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ватӑсене Раҫҫейре хисеплеҫҫӗ. 47 проценчӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, хисепленӗн туйӑнать. 26 проценчӗ вара хисеплемеҫҫӗ пек туйӑнать тесе каланӑ.ю тепӗр 8 проценчӗн шучӗпе ватӑсене пирӗн ҫӗршывра хисеплемеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/obschestvo/18059011
 

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ – Республика кунӗ. Кӑҫал Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 103 ҫул ҫитет.

Республика уявӗнче пӗрлешекенсем сахал мар пулӗҫ. Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрма 86 заявлени панӑ.

Сӑмах май, ҫуллахи тапхӑрта республикӑра пӗтӗмпе 1,9 пин мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменне заявлени панӑ.

 

Статистика

Кӑҫал кӑрлач-ака уйахӗсенче Чӑваш Енре 3066 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 4 процент сахалрах: ун чухне 3193 ача кун ҫути курнӑ. Ҫапла пӗлтерет Росстат.

Кӑҫал ҫак тапхӑрта 4897 ҫын вилнӗ. Ку, пӗлтӗрхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчипе танлаштарсан, 15,3 процент сахалрах. Ун чухне 5779 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Палӑртмалла: 2022 ҫулта республикӑра 10 пин ачаран сахалрах ҫуралнӑ. Кун пекки ҫӗнӗ ӗмӗрте пулман.

 

Статистика
vladtime.ru сайтри сӑн
vladtime.ru сайтри сӑн

Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ.

Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм.

Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ.

 

Статистика

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри ҫынсем илнӗ вӑтам шалу виҫипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 5 региона хӑваласа иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикине, Пенза облаҫне, Мари Эле, Киров облаҫне Чӗмпӗр облаҫне хыҫа хӑварнӑ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн регионти вӑтам шалу 42870 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 21 процент нумайрах.

Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пирӗн патри шалу виҫи рекорд лартнӑ: 56 пин ытла тенкӗ пулнӑ.

 

Статистика
antiplankton.ru сайтри сӑн
antiplankton.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра сӑвӑсран шар курнӑ 28 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 6-шӗ - ачасем.

Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсен ӳтӗнчен кӑларнӑ 34 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче боррелиоз пуррине палӑртнӑ. Пӗринче - эрлихиоз.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 65 ҫын сӑвӑсран шар курнӑ.

 

Статистика
zdorovieinform.ru сайтри сӑн
zdorovieinform.ru сайтри сӑн

Роспотребнадзор республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мӗн чухлӗ ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнине шутланӑ: 49 ҫын.

Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пӗтӗмпе 357 ҫын наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 237-шӗ – арҫынсем, 120-шӗ – хӗрарӑмсем. 17 ҫул тултарман 19 ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ.

73 ҫын ятарласа вилес тӗллевпе е наркотикпе пуҫа минретес тесе наркӑмӑшланнӑ. 213 ҫын ӑнсӑртран наркӑмӑшланнӑ: ҫав шутра – эрех ӗҫсе, хайсем тӗллӗн сипленсе, препарата йӑнӑшпа ӗҫсе.

Эрехпе наркӑмӑшланнӑ 155 ҫынран 49-шӗ, шел те, вилнӗ.

 

Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян хитре янӑракан кун - 23.03.2023 - Чӑваш Енре 49 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.

8 ҫемьене Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменӗнче регистрациленӗ. Тӗп хулари Мускав районӗн администрацийӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 7-шер мӑшӑр ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ. Ленин районӗнче - 6, Калинин районӗнче 5 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Ыттисем - районсенче. Патӑрьел тӑрӑхӗнче 5 мӑшӑра регистрациленӗ.

 

Статистика
www.usynovite.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.usynovite.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра вилекенсен шучӗ 2021 ҫултинчен 4799 ҫын чухлӗ (е 23,5%) сахалланнӑ. Ҫав шутра ҫуралакансен йышӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 1124 ҫын (е 10,1%) чакнӑ.

2022 ҫулта ҫуралнисенчен 3399-шӗ (е 34,1 проценчӗ) ҫемьере пӗрремӗш ача пулнӑ, 3376 ача (33,9%) – иккӗмӗш, 2306 ача (23,2%) — виҫҫӗмӗш, 870 ача (8,7%) — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи.

 

Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 9 ҫын пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ. Кун пирки катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.

Шар курнӑ ҫынсем 40-80 ҫулсенче. Вӗсене пурне те, тӑххӑрӑшне те, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗрисем шӑммине хуҫнӑ, теприсен пуҫ мими чӗтреннӗ.

Ӗнер тухтӑрсем икӗ ҫын патне ҫитнӗ. 40 ҫулти арҫын тата 66-ри хӗрарӑм пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ чухне ӳкнӗ. Хӗрарӑмӑн аяк пӗрчисем, пӗҫҫи хуҫӑлнӑ. Арҫын вара ӳксен тӑнне ҫухатнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Куҫман пурлӑхпа ӗҫ тумалли лайӑх эрне. Сутнӑ чухне те, туяннӑ чухне тупӑш илетӗр Ҫемьепе пӗрле вӑхӑта ирттерни аван: кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тӑвӑр, пысӑк япала туянма палӑртнӑ тӑк илӗр. Ҫав япала нумая пырӗ.

Пуш, 28

1915
110
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
42
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ