
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын хыснаран суйса укҫа илнӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухса унӑн ҫав укҫана каялла тавӑрса пама тивнӗ, ҫийӗнчен ӑна суд 120 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче арҫын автосервис уҫасшӑн тесе социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ун валли вӑл республика хыснинчен 350 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Кӑштахран сӑмаха ҫирӗплетсе пама документсем те тӑратнӑ. Анчах вӑл хут суя пулнӑ иккен. Арҫын нимӗнле автосервис та уҫман, укҫана хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Ултав ҫиеле тухсан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Вӑл хыснана тӑкак кӳнине пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна суд штраф хурса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 120 пин тенкӗ. Вӑл укҫана та арҫыннӑн кӑларса хума тивнӗ.

Шупашкарти Алькешра чикансем хӑйсем тӗллӗн ҫурт-йӗр хӑпартса лартнӑран ҫавсене хула ертӳҫисем сӳтме йышӑннӑ. Кун пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: асӑннӑ микрорайонта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Шалти ӗҫсен министерствин, Росгвардин, военкоматӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ.
Алькешри ҫӑв вырӑнта ҫынсем хӑйсем тӗллӗн хӑпартса лартнӑ 23 хуралтӑна сӳтнӗ. Асӑннӑ ҫурт-йӗр хула строительствин нормисемпе килӗшсе тӑмасть иккен, ҫавӑнпа муниципалитетӑн ҫӗрне саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ объектсенчен тасатма йышӑннӑ.
Анчах хула ертӳҫисем ҫынсене хӗрхеннӗ, вӗсене 70 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса панӑ, хӑшӗсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑна куҫса кайма сӗннӗ.

40 ҫулти хӗрарӑм Аслӑ Британири арҫын вилмелле чирлӗ тесе ӗненнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫапла вӑл ӑна 800 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Ку Красноармейски округӗнчи хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Вӑл сусӑр ача ӳстерет, тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх чатӗсенче тӑрать. Вӗсенчен пӗринче ун патне хӑйӗнпе «ют ҫӗршыв арҫынни» тесе паллаштарнӑ ҫын ҫырнӑ. Вӑл чирлӗ имӗш, виличчен сусӑр ачасене 2,5 млн доллар парса хӑварасшӑн, укҫана посылкӑпа янине пӗлтернӗ. Хайхи арҫын укҫан /5 пайне хӗрарӑма хӑйӗн валли хӑварма ирӗк панӑ.
Анчах хӗрарамӑн таможньӑшӑн, ытти тӑкакшӑн кӑна тӳлемелле имӗш. Ҫапла вӑл хӑй пухса пынӑ 820 ытла пин тенкине куҫарса панӑ.

30 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй вӑл – Пермь крайӗнчен, амӑшӗ патне хӑнана килнӗ. Хӑйне улталанине хайхискер тӳрех ӑнланман, амӑшӗ ҫине тӑнипе кӑна Куславккари полици уйрӑмне кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫак хӗрарӑм мессенджерта «ФСБ ӗҫченӗсемпе» калаҫнӑ, лешсем ӑна явап тыттарассипе хӑратса пӗтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 3 млн тенкӗ куҫарнӑ, тепӗр 8 млн тенкине вара Пермь хулинчи скверта палламан ҫынна хӑй тыттарса янӑ.
Ку пуш уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Ҫавӑнтанпа хӗрарӑм укҫа-тенке тавӑрса парасса шанса пурӑннӑ. Чӑваш Ене килсен амӑшӗ кӑна ӑна полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 11-мӗш класра вӗренекен хӗр ултавҫӑсене ӗненсе вӗсене 250 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне малтан хӑйӗнпе телефон операторӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер унран паспорт даннӑйӗсене ыйтса пӗлнӗ. Кайран «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗсем» шӑнкӑравлама тытӑннӑ, харпӑр информацие ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратнӑ.
Хӗр палламан ҫынсем каланипе хӑйӗн ячӗпе кредит илнӗ, амӑшӗн эрешӗсене ломбарда панӑ. Пӗтӗм укҫана вӑл палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынсем унран кулса ҫырма тытӑннӑ, мӗн ҫырнине йӑлтах хуратнӑ та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Красноармейскинче культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Ӑна «Ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ.
Культура ҫуртне тӑвакан подрядчике палӑртма регионти закупкӑсен центрӗ электронлӑ форматпа уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Клуб валли 313,97 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Укҫа-тенке федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрӗҫ. Конкурса ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пӗтӗмлетӗҫ.
2027 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен подрядчикӑн территорие инженери тӗлӗшӗнчен хатӗрлемелле, никӗс ямалла, тӑррине витмелле, фасад ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, инженери сечӗсене хумалла, шалти отделкӑна тумалла, территорие хӑтлӑлатмалла.

Чӑваш Енри строительство фирмин ертӳҫи ҫынсене 50 миллион тенкӗлӗх улталанӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пуҫиле ӗҫе 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Ун чухне Шупашкарти 46 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ипотека кредичӗ илнӗ, строительство фирмипе ҫурт лартмашкӑн килӗшӳ тунӑ. Хӗрарӑм фирмӑна 5 миллион тенкӗ тӳлесе хунӑ. Анчах фирма ҫурта туса пӗтермен.
Каярахпа ҫак фирмӑран тата нумайрах ҫын шар курни палӑрнӑ: пӗлтӗр 8 ҫын полицие пынӑ. Фирмӑн Шупашкарта, Шупашкар тата Канаш округӗсенче ҫурт лартмалла пулнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле кӳнӗ тӑкак – 50 миллион тенкӗ.
Следователь ыйтнипе фирма еҫтӳҫин, хӗрарӑмӑн, машинине, счечӗсене арестленӗ.
Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Шупашкарти ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ватӑсем пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен «Красная гвоздика» (чӑв. Хӗрлӗ гвоздика) акцие хутшӑнаҫҫӗ.
Унта, сӑмах май каласан, кирек кам та хутшӑнма пултарать. Республикӑри социаллӑ центрсемсӗр пуҫне шкулсенче те вӑл иртет.
Акци вӑхӑтӗнче ятарлӑ значок сутаҫҫӗ. Ачасем ӑна, калӑпӑр, 100 тенкӗ парса илеҫҫӗ; аслисем — 200 тенкӗрен пуҫласа. Кам миҫе тенкӗ тӳлесси ҫынран, унӑн кӑмӑлӗнчен, килет.
Акци вӑхӑтӗнче пуҫтарӑннӑ укҫа вӑрҫа тата тӗрлӗ хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ ветерансене пулӑшма каять.
Шупашкар хулинчи хастар ватӑсем пирки каласан, вӗсем кунсӑр пуҫне тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ, анчах хальлӗхе вӑртӑнлӑхра тытаҫҫӗ-ха. «Малтан ӗҫне тумалла, кайран мухтанма та юрать», — тесе шӳтлеҫҫӗ вӗсем.

Элтепер администрацийӗ социологи тӗпчевӗ тума саккас панӑ. Ҫапла майпа халӑх Элтеперӗн имиджӗ пирки мӗн шутланине те пӗлесшӗн.
Социологи тӗпчевӗ ку уйӑхра пуҫланать те раштавра вӗҫленет. Унччен аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Кун валли 6,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Аукциона пӗтӗмлетнӗ. Виҫӗ претендентран пӗрне суйланӑ: вӑл – Чечняри Грозный хулинче регистрациленнӗ Борцов Дмитрий Геннадьевич. Унпа 6 миллион та 468 пин тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Пилӗк тӗпчев тума палӑртнӑ: «Чӑваш Республикинчи обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн социологи тӗпчевӗ» темӑпа – 3, «МИХсем тата Чӑваш Республикин Элтеперӗн имиджӗ» темӑпа – 2 тӗпчев.

Шупашкар хулинче «Лада Ларгус» автомобиль тротуарпа пынӑ. Пӑтӑрмаха пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче хулари Ленин проспектӗнче асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби ведомствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ. Сӗмсӗр водителе пӗр ватӑ арҫын чарма та хӑтланса пӑхнӑ.
Пӑтӑрмах пирки халӑх тетелӗнчи пабликсенчен пӗринче хыпарланӑ. Сӑмахпа каланине ҫирӗплетме унта видео та вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан водителе йӗрке хуралҫисем часах тупса палӑртнӑ. Вӑл этем хулара пурӑнакан 57 ҫулти арҫын пулнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗн уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Халӗ ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
