Чӑваш ачисен «Эткер» сменинче канакан ачасем «Чӑваш керем» этнокомплексра экскурсире пулнӑ.
Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сорокин ачасене музейри кашни япала ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. Ачасене почта историйӗ ҫинчен каласа пани уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн.
«Чи кӑмӑлли вара парне пулчӗ. Сергей Лазаревич кашнинех кӗнеке парнелерӗ. Сӑн ýкерӗнни те, А.С. Пушкин сӑввисене чӑвашла вулани те ачасен асӗнче нумайлӑха асра юлӗ», — пӗтӗмлетнӗ Ирина Диарова.
Чӑваш Енре «Валдай» карапсемпе ҫӳрекенсем йышлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна вӗсем 12,7 пин пассажира илсе кайнӑ. Вӗсенчен 8,6 пинӗ «Шупашкар — Хусан» маршрута суйласа илнӗ, 4 пин ытларах ҫын — Свияжска.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти юханшыв порчӗ 413 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе 60 пине яхӑн пассажир килсе кайнӑ.
Ҫак цифрӑсем ҫынсем шыв тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме, унта-кунта ҫитсе курма юратнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причалсем тӑвасшӑн.
Чӑваш Енре пурӑнакан сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем тӳлевсӗр е путевкӑн 5 процентне саплаштарнипе ҫуллахи уйлӑхсенче канайӗҫ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социалла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр тӑваттӑмӗш смена валли 102 путевка парассине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне 2024 ҫулхи пиллӗкмш тата улттӑмӗш сменӑсенче ачасем канма пултарӗҫ.
Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче туристсене налук тӳлеттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те ку темӑна хускатнӑ. Анчах республикӑн экономкиа аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов ҫав шухӑша ырласах кайманни сисӗнет. Кун пирки вӑл Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Хушма налук тени илемлӗ янӑрать. Ҫитменнине тата федераци шайӗнчи ӗҫтешсем ҫав налука регионсенче хӑварса ӑна муниципалитетсенче туризм инфраструктурине аталантарма яма ирӗк парасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр тӳнтерлӗх те пур», — тесе шухӑшлать министр.
Ҫав налук отельерсемпе кану бази тытакан усалмҫӑсене епле витӗм кӳнипе пӗрлех туристсем епле йышӑнасси пирки те шухӑшласа пӑхмалла тесшӗн Дмитрий Краснов. Тепӗр ҫыншӑн талӑкра тепӗр ҫӗр тенӗ тӳлеме тивни тем мар пек те тепри вара вӑл укҫана хӗрхенӗ те кӳршӗллӗ Мари Элта ҫӗр каҫас тейӗ. «Туризм налукне пирӗн тӗплӗ шухӑшласа йышӑнмалла», — тенӗ министр.
Ҫитес. 2025 ҫулта, Раҫҫейре пурӑнакансем ҫу уйӑхӗнче тӑватшар кун канӗҫ. Ҫакӑн пек проекта ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хатӗрленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче тата 8-11-мӗшӗсенче канӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче 11 кун кантарасшӑн: 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кун пирки РФ ӗҫ министрӗ Антон Котяков пӗлтернӗ.
Чӑваш Ене кӑҫал туристсем ытларах килессе шанаҫҫӗ.
«Чӑваш Ене килекенсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан паянхи куна ку кӑтарту 30 процент ӳснӗ. 2023 ҫулта пирӗн республика 800 пине яхӑн ҫынна йышӑннӑ. 91 пин хӑна 659 теплоходпа килнӗ. Кӑҫал 750-760 пӑрахут килессе шанатпӑр», — тенӗ регион ертӳҫи Олег Николаев.
Чӑваш Енре юханшыв туризмӗ анлӑ сарӑлса пырать. Ҫулталӑк каялла пирӗн тӑрӑха «Метеор 120Р» кисле чарӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкара Чулхулапа, Чикмепе, Хусанпа тата Чӗмпӗрпе ҫыхӑнтарать. Унсӑр пуҫне Ҫынсем «Валдайпа» ҫӳреҫҫӗ. Билетсене икӗ эрне маларахах туянса пӗтереҫҫӗ.
Шупашкарти 42 ҫулти Роман Эн («Про Город Чебоксары» хаҫата вӑл хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ, хӑйӗн тулли ятне каламан) Кӑнтӑр Америка тӑрӑх велоиспедпа курса ҫӳрет.
Роман — инженер-электрик. Вӑл Шупашкарти машиностроительство техникумӗнче тата И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Халӗ арҫын Чилире.
Велоҫулҫӳреве 2022 ҫулти раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Ун чухне вӑл Мускавран Венесуэлӑна вӗҫсе кайнӑ, лере велосипед туяннӑ.
Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче вӑл велосипедпа 14,5 пин ытла километр кайнӑ, кунне 50 километртан пуҫласа 200 киломтер таран ҫӗнет. Паянхи кун тӗлне Кӑнтӑр Америкӑри ултӑ ҫӗршывра пулнӑ.
Ҫул ҫинче вӑл палаткӑра ҫывӑрма тӑрӑшать, ӑна лартма май килмесен хотселсенче те хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫать. Уйӑхсерен вӑл 35 пин тенкӗ тӑкаклать. Эрех ӗҫсе, пирус туртса укҫа пӗтермест.
Шупашкар арҫынни сӑнанӑ тӑрӑх, Кӑнтӑр Америкӑри ҫынсем пирӗн патрисемпе танлаштарсан сӑпйалӑ пурӑнаҫҫӗ пулин те ӑшӑ кӑмӑллӑрах.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центре ҫӳрекен ватӑсем вӑхӑта яланах усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ӗнер вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫула тухнӑ. Ҫук-ха, таҫта аякка кайман, Шупашкар ҫывӑхӗнче кӑна пулнӑ. Апла пулин те шыв ҫийӗн ярӑнса ҫӳреме вӗсене питех те килӗшнӗ. Ватӑсенчен хӑшӗсем мӑнукӗсене те пӗрле илнӗ. «Ачасене илемпе килентерме хамӑрӑн хӑнӑхтармалла», — тенӗ, сӑмахран, 69 ҫулти Нина Никифорова пенсионерка.
Центр специалисчӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, теплоходпа ярӑнма кайма никама та хистемен. Кӑмӑл пуррисене вара никама та хирӗҫлемен.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта асӑннӑ вэровокзал пулӑшӑвӗпе 259 пин ҫын усӑ курнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен ҫак цифра 13 процент пысӑкрах, е пӗтӗмпе 228 пин ҫынпа танлашнӑ.
Аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра авиапассажирсен йышӗ яланах палӑрмаллах ӳсет. Самай чухне бортри мӗнпур кресло тулли пулать.
Хальхи вӑхӑтра канма ҫӳрекенсем йышлӑ. Шупашкартан, сӑмахран, кӑнтӑр енчи икӗ хулана самолётсем вӗҫеҫҫӗ: Сочие тата Минеральные Водыне.
Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти яваплӑ ытти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Папкӑллӑ, ятарлӑ формӑллӑ ҫынсем шыв хӗрринче ҫынсем хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ.
Маларах асӑннӑ службӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ канмалли кунсенче ҫеҫ пирӗн республикӑра шывра 5 пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Вӗсенче 5 ҫын вилнӗ.
Инкек сӑлтавӗнчен пӗри — ятарласа хатӗрлемен вырӑнсенче тата ӳсӗр пуҫпа шыва кӗни.
Хальхинчи рейда шыва кӗме юраман вырӑнсенче ирттернӗ те. «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ лартса хунӑ вырӑнта шыва кӗрекенсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нестор Янкас, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи Анат Тагил хулин сивӗ тӗрминче вилнӗ. | ||
| Вишневская Клавдия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ирина Вингеровна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Александр Арсентьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |